Кÿршĕсем

10 Янв, 2017

«Лайăх кÿршĕ аякри тăванран çывăхрах», — теççĕ халăхра. Çакна хам пурнăçра курса ĕнентĕм. Пирĕн кÿршĕсем, Шупашкар районĕнчи Чаканарта пурăнакан Анна Георгиевнăпа Андрей Егорович Волковсем, хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Савăнăç та, хура-шур та — тем те курнă пурнăçра, анчах ăшпиллĕхе, çынлăха çухатман. Кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа яланах килĕштерсе пурăннă. Темиçе çул каялла мăшăрĕ пурнăçран уйрăлчĕ пулин те Анна аппа хăйне ватлăхра пĕччен туймасть. Ачисем, мăнукĕсем килсех, пулăшсах тăраççĕ. Хăти-тăхлачи Геннадипе Галина Ченакинсем /сăнÿкерчĕкре/ çăвĕпех ялтан татăлмаççĕ. Тĕлĕнмелле сăпайлă тата хăйсем. Ĕмĕрĕнче чăхха та çапса курман пуль ырă чунлăскерсем.

Ир тăран — вĕсем пахчара, хĕвел анса пырать — пĕрех ĕç пăрахман-ха: таçта тем шаккаççĕ, тем йăтаççĕ, тем вырнаçтараççĕ. Çавна кура хăвăн та вăй хурас туртăм иксĕлмест. Анкартине куç ывăтатăн та — йăранĕсем çип çапнă пек тÿрĕ, таса, ниçта пĕр çумкурăк кураймăн. «Ытлашши ан таккăр-ха çĕре, канлĕх парăр. Пăт-пат мăян-вĕлтрен ÿсни пахчаçимĕçе сулхăн кăна парать», — тетĕп те шÿтлесе: «Эй, пĕтерсе пулмасть пуль вĕсене, ашкăрсах тăраççĕ. Çумламасан çынран намăс ара», — тесе хуравлаççĕ.

Пĕр ик çул каялла тата хăйсем пекех ĕçчен кĕрÿшĕ Витя ангар пек теплица ăсталаса пачĕ. Ĕçĕ унта та çителĕклех. Тем тĕрлĕ пахчаçимĕç те — виноградран пуçласа хăмла таранах — çитĕнтереççĕ мăшăрсем. Помидор-хăярне вара çу пуçламăшĕнчех туса илме пуçлаççĕ. Шутлатăн та — мĕнле кăна ĕлкĕреççĕ. Вĕт, Гена тетепе Галя аппа та çамрăках мар ĕнтĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă. Кăна тĕрĕсех калаймарăм-ха: çемье пуçĕ кăрлачра 76 тултарать пулин те «иккĕмĕш директорта» вăй хурать. Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулта ĕçлекенскере педагогсем шÿтлесе çапла чĕнеççĕ. Кунта тĕрĕсси те çук мар: «ылтăн алăллă» Геннадий Никифорович пур ĕçе те пултарать: сантехник та вăл, слесарь та, платник те, столяр та ... Кĕскен каласан, шкулти нумай ĕçе пĕчченех пурнăçлать. Çулталăк каялла, ватăлтăм ĕнтĕ тесе, директор ÿкĕтленине пăхмасăрах ĕçлеме пăрахрăм терĕ. Уйăх иртрĕ-и, çук-и — мăшăрĕ калать: «Пирĕн ваттине каялла чĕнсе илнĕ. Ĕç укçи пысăках мар та, килес текенсем çукрах. Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Тем те тумалла. Тархасшăн тухса ĕçле тата кăштах та пулин тенĕ шкул пуçлăхĕ. Ан кай терĕм те — итлемерĕ: «Ун пек юрамасть. Йывăр чухне çынна пулăшмаллах», — терĕ. Хирĕçлеймерĕм».

Тепĕр хут ĕçлесех кайрĕ ветеран. Ирсерен типтерлĕ тумланать те ачасемпе пĕрле шкулалла васкать.

Геннадие тирпей-илеме ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе хăварнă. Пĕчĕкренех куршанак çыпăçнă ял ачи çумне. Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕрте çуралса ÿснĕскер, уй-хирте амăшĕпе пĕрле çум та çумланă, çĕрулми те пуçтарнă... Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе ун хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕрен ыррине сахал курнă. Телее, ашшĕ вăрçăран сывах таврăннă. Пĕчĕк Гена вăл салтак кутамккинчен сахăр кăларса хăналанине пит лайăх астăвать.

Чирлесе вилнисене шутламасан çемьере 6 ача çитĕннĕ. Геннадий — иккĕмĕш. Ялти шкулта 7 класс, Кипечре вăтам шкул пĕтернĕ. Шофера вĕренсе тухсан Германире хĕсметре тăнă. Алран руль вĕçертмен. Таврăнсан тĕрлĕ çĕрте, вăл шутра ВЛКСМ обкомĕнче те шоферта тăрăшнă. Фрезировщика вĕренсе тухсан тивĕçлĕ канăва кайичченех Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ. Пуçлăхсем ыйтнипе ун хыççăн тата пилĕк çул хушши унтах пилĕк авнă ăста специалист.

Мăшăрĕн Галина Александровнăн ачалăхĕ те çăмăл килмен. Шупашкар районĕнчи Тимой поселокĕнче çуралса ÿснĕскер, çамрăклах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Шкул пĕтерсен Шупашкара тухса кайнă. Хулара çухалса кайман тăрăшуллă хĕрача: пир-авăр комбинатне вырнаçнă. Пĕрремĕш ĕç укçи — 12 тенкĕ — илнине халĕ те манаймасть. Тăхăнмалли те темех пулманнипе унпа симĕс свитер туяннине астăвать. «Пĕрле пурăннă хĕрсем те тулли арчаллах пулман та — çĕн япалана каччăсемпе тĕл пулма тухнă чухне черетпе тăхăнаттăмăр», — ăшă кулăпа аса илет ветеран. Упăшкипе иккĕшĕ маттур ывăлпа чипер хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ченакинсем тăватă мăнукĕпе мăнукĕн ачине пăхса тăранаймаççĕ. Унтан ытларах тата мĕн кирлĕ-ши çынна ватлăхра?

Василий СОРОКИН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.