«Паянхи ĕçе ырана хăвармалла мар»

8 Апр, 2014

Вырăнти бюджетсем 2013 çулта мĕнле пурнăçланни, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли çĕнĕ тытăма йĕркелесси, шкулчченхи учрежденисенче ачасене пăхассин пахалăхне ÿстересси, çур акипе çыхăннă ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра туса ирттересси - шăпах çак темăсене сÿтсе яврĕç ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Республика Пуçлăхĕ малтан Чăваш Ен Правительствин тытăмĕнчи улшăнусем пирки пĕлтерчĕ. Акă Олег Маркова ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрне уйăрса лартнă. Владимир Филиппов, Шупашкар хулин Ленин район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнăскер, халĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ. Михаил Игнатьев вĕсене тухăçлă ĕçлемешкĕн ăнăçу сунчĕ.

Вырăнти бюджетсем 2013 çулта мĕнле пурнăçланни тата 2014 çулхи тĕллевсем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина доклад турĕ. Вăлах республикăн пĕрлештернĕ /консолидациленĕ/ бюджечĕн 2013 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарчĕ. Светлана Александровна ЧР Правительстви хамăр тупăшсене ÿстерес, бюджетсене планлассин тата пурнăçлассин пахалăхне лайăхлатас енĕпе нумай ĕçленине пĕлтерчĕ. Налук хурас тытăма тата налуксемпе пухусене лайăхлатассипе çыхăннă мероприятисене йĕркеленĕрен чылай кăтартăва ырă еннелле улăштарма май килнĕ. 2013 çулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне 43 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă - палăртнин 100%. Ку вăл 2012 çултинчен 7,4% нумайрах. Республика Пуçлăхĕ çакă республикăшăн та, РФ Финанс министерствин хаклавĕ тăрăх та лайăх кăтарту тесе палăртрĕ. С.Енилина хамăр тупăшсен ÿсĕмĕ 8 район-хулара республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкреххине, 2 районта /Элĕк, Тăвай/ вара вĕсем чакнине пĕлтерчĕ.

С.Енилина муниципалитет йĕркеленĕвĕсем бюджетсен хушшинчи трансфертсемпе усă курманни çинче те чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче пĕтĕмĕшле сумма 394,1 млн тенкĕпе танлашнă. Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн уйăрнă 91,2 млн тенкĕпе усă курман - ку енĕпе 11 район-хула республикăри вăтам кăтартуран юлса пырать. Граждансене авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ çĕре куçарас енĕпе вара 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕ юлса пырать. Ку программăпа килĕшÿллĕн уйăрнă 237,5 млн тенкĕпе усă курса çитереймен. Светлана Енилина 2014 çул тĕллевĕсемпе те паллаштарчĕ. Кăçал РФ Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» указĕсене пурнăçламашкăн пĕтĕмпе 5 млрд ытла тенкĕ кирлĕ пулать. Михаил Игнатьев бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалу виçине ÿстерес ыйтăва муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисен куçран вĕçертмелле мар терĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР строительство министрĕ Олег Марков нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассин çĕнĕ тытăмĕ пирки каласа кăтартрĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн хваттер хуçисен кăçалхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕччен капиталлă юсав фондне мĕнле йĕркелессине палăртмалла: ку тĕллевпе ятарлă счет уçмалла /унăн хуçи ТСЖ, ЖСК е УК пулма пултарать/ е укçана регион операторĕн счечĕ çине куçарса пымалла. Кашни тăваткал метршăн уйăхсерен 5 тенкĕ те 20 пусран кая мар тÿлемелле. Енчен те харпăрлăхçăсем палăртнă вăхăтчен пĕр уйăх маларах йышăну тумасан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕрлехи пуху ирттермелле. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли программăна республикăри çакăн пек çуртсене пурне те тенĕ пекех кĕртнĕ. Унта юсава хăçан ирттермеллине, ку тĕлĕшпе мĕнле ĕç тумаллине палăртнă. Олег Марков вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен республика программине пурнăçламалли кĕске вăхăтлăх /çулталăклăх/ плансем хатĕрлемеллине аса илтерчĕ. Михаил Игнатьев район-хула администрацийĕсен ертÿçисене ку ĕçе тĕплĕнрех тума чĕнсе каларĕ, «Капиталлă юсав программине кĕртмен çуртсем ан юлччăр», - терĕ. Вăл çак çĕнĕлĕхсем пирки халăха тĕплĕнрех ăнлантарса пама хушрĕ.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов шкулчченхи учрежденисенче ачасене лайăх пăхас ĕçе мĕнле йĕркелени пирки каласа кăтартрĕ. Вăл ачасене мĕнле апатлантарни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшĕ пепкисене садикре çитернĕшĕн, вĕсене пăхнăшăн /гигиена, хуçалăх-йăла расхучĕсем/ çеç тÿлет. Республикăра ача сачĕсенчи апатлану хакĕ санитари нормисемпе килĕшсе тăни-тăманнине тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕ туса хунă. Вăл муниципалитетсенче - ăçта апат хакĕ ытла пысăк е ыттисенчен пĕчĕкрех - тĕрĕслевсем ирттерет. Пепкене тутлă та пахалăхлă, тĕрлĕ витаминпа пуян апат çитерес тесен кунне 30 тенкĕ çеç çителĕклĕ-и? Темĕн, иккĕлентерет. Вăл садикре кунне 10 сехет ирттерет пулсан - пушшех те. Акă Йĕпреç, Пăрачкав, Шăмăршă, Тăвай, Етĕрне, Муркаш, Куславкка, Канаш районĕсенче, Улатăр хулинче апатлантару хакĕ кунне 30-35 тенкĕ çеç тăнă. Республика Пуçлăхĕ ачасене пахалăхлă çитерес тесен СанПиН ыйтнине туллин пăхăнмаллине палăртсах каларĕ. Ашшĕ-амăшне пепки садике çÿренĕшĕн тÿлемеллин çĕнĕ йĕркине тĕплĕн ăнлантармалла терĕ.

Канашлура çур акипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Вице-премьер - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх - кăçал çуркунне 570 пин га çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улмипе ытти пахча çимĕç акма-лартма планлаççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20% нумайрах. Кĕрхи культурăсем йĕркеллех хĕл каçнă. Кондициллĕ вăрлăх хатĕрлессипе хăш-пĕр район юлса пырать. Минерал удобренийĕсем кÿрсе килесси пирки те çавнах каламалла. Михаил Игнатьев хытах асăрхаттарса кашни кунпа тухăçлă усă курмаллине аса илтерчĕ: «Атăлçире çу пуçламăшĕнче нÿрĕк çителĕксĕр пулас хăрушлăх пур, çавăнпа çур аки ĕçĕсене ир пуçласа хăвăрт вĕçлесен аванрах. Паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть!» ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов кăçал мĕн чухлĕ тырă тата çĕр улми туса илмешкĕн планланипе кăсăкланчĕ. «600 пин тонна тырă тата 930 пин тонна çĕр улми», - хуравларĕ Сергей Павлов. Хуçалăхсем кашни ĕçе вăхăтра тусан ку тĕллеве пурнăçлама май килетех.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисене районти çынсен пĕр ыйтăвне те хуравсăр хăвармалла маррине аса илтерчĕ, «Пирĕн пурин те халăхшăн ĕçлемелле», - терĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.