Ĕлĕк арçынсем вăрçăраччĕ, халĕ пурте Мускавра

10 Янв, 2017

Енчен те çемьене улма-çырлапа танлаштарас тăк — вăл апельсин пулассăн туйăнать: унăн кашни пайĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă. Çав вăхăтрах çăмăллăнах уйрăлма та пултарать. Çын пурнăçĕнчи йĕрке те çакнашкал: мĕнпур тăван тĕрлĕ вырăнта хăйĕн пурнăçĕпе пурăнать, анчах вĕсем пĕр пысăк çемьери пек пĕр-пĕринпе çыхăну тытаççĕ. Хальхи вăхăтра вара çÿлерех асăннă çав пĕчĕк пайăн та пайланма тивет. Пурнăçне юсантарас тесе ялсенчи нумай çемьере ашшĕн е амăшĕн аякри хуласене ĕçлеме кайма тивет. Шел те, Раççейри кашни тăваттăмĕш çемье паян кил хуçи шапаша çÿренипе пурăнать.

Аякка кайса ĕçлесси маларах та пулнă. Пирĕн аттесемпе асаттесем хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кÿршĕ республикăсене ака, вырма ĕçĕсене ирттерме тухса кайнă. Çапла майпа вĕсем çемье бюджетне пуянлатма тырпул, укçа-тенкĕ илсе килнĕ. Халĕ вара пĕчĕк хуласенче, ялсенче ĕç вырăнĕ çукки çамрăк, вăйпитти арçынсене кутамкка çакса ытларах та ытларах аякри çула тухма хистет. Çемьене пулăшас, ура çине тăратас тесе вĕсем çĕр-çĕр çухрăма хыçа хăвараççĕ. «Вăрăм» укçа шыраса инçетри хуласене каясси иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче патшалăхăн пысăк тата пĕчĕк предприятийĕсем, совхозсемпе колхозсем панкрута тухнă хыççăн пуçланчĕ. Лару-тăрăва çăмăллатас тесе ялсенче пурăнакансем килти хушма хуçалăхсене аталантарма пикенчĕç, пуçаруллисемпе хастаррисем фермерсем пулса тăчĕç. Харпăр хăй ĕçне пуçлакан та йышланчĕ. Чăваш Енре пурăнакансенчен ытларахăшĕ паян Мускава, Чулхулана, çурçĕрти ытти хулана ĕçлеме çÿрет.

Тăван килтен, çемьерен аякра вăй хуракансем мĕнле пурăнаççĕ-ха? Пурнăçне епле йÿнеçтеркелеççĕ? Çывăх çыннисемпе тăванĕсене пулăшас тĕллевпе шалăвне епле перекетлеççĕ? Вĕсен малашлăхĕ пур-и? Çăмăл мар çак тапхăра /кризиса/ çынсем епле тÿссе ирттереççĕ? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Экономикăн аслă шкулĕнчи /Мускав/ ученăйсем ятарлă тĕпчев ирттернĕ. Вĕсем Раççейри 16 региона, Çĕпĕре çитнĕ, 31 хулапа ялта пулнă. 700 ытла çыннăн шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Ученăйсен тĕпчевĕ акă мĕн кăтартса панă. Хăшĕ-пĕри шухăшланă пек Раççейри çынсем ĕçке ярăнман, криминал серепине лекмен. Вĕсем пилĕк авса ĕçлесе хăйсен çемйисене тытса тăраççĕ. Аякри хуласене хайхисем урăх нимĕнле çул та çукран мар, ытларах ĕçлесе илесчĕ тесе каяççĕ. Нумайăшне Раççейĕн тĕп хули илĕртет. «Мускавсем вĕсем ĕçлесшĕн мар, укçа кăна илсе тăрасшăн. Ĕçе вунпĕр сехет тĕлне кăна килеççĕ, 15 сехетре пăрахса каяççĕ. Пирĕн вара, общежитире пурăнакансен, вăхăт çитмест, çывăрма выртичченех ĕçлетпĕр», — теççĕ пĕлĕшĕмсемех. Мускавра ялсенчен килнĕ çамрăк арçынсем ытларах платник, рабочи, сутуçă, хуралçă ĕçĕнче вăй хураççĕ. «Мускава ăна йăлт чăвашсем хураллаççĕ пулĕ», — пĕтĕмлетрĕ хамăр ял çынниех. Шапаша ытларах бригадăсемпе, ушкăнсемпе каяççĕ. Капла улталанассинчен сыхланма çăмăлрах. Платниксем, строительсем, инженерсем нумайрах ĕçлесе илесчĕ тесе 500-700 çухрăм таранчченех каяççĕ. Пуринчен ытларах рабочисем, строительсем, транспортниксем — уйăхне 30-тан пуçласа 70 пин тенкĕ таран — ĕçлесе илеççĕ. Платниксем — 30-50 пин майлă. Çак нухратран вĕсем çул çине тата пурăнма вăтамран 15 пин тенкĕ тăкаклаççĕ.

Пысăкрах укçа ĕçлесе илес текенсене пĕрре те ăмсанаймăн. Вĕсен официаллă ĕç вырăнĕ çук. Пенси, пособисем, социаллă пулăшусем те илеймеççĕ. Пĕтĕм шанăçĕ, малашлăхĕ — ачисенче. Кил, çемье ăшши çукки, канмасăр, нумай ĕçлени организма сиен кÿрет. Инçе çула çÿрекенсенчен ытларахăшĕ çакăн пек «тиеве» 10 çултан ытла тÿсеймест. Шапаша çÿрекенсен чирлеме те юрамасть. Амак ерсен вара килте сипленме тивет. Çамрăк арçынсем хăйсен ачисем ÿснине те ретлĕн кураймаççĕ. Воспитани ыйтăвне тÿрремĕнех хутшăнаймаççĕ. Тин çемье çавăрнă йĕкĕтсем те çамрăк арăмсене хăварса Мускава çул тытаççĕ. Ара, çамрăксем хăтлă çуртра, лайăх пурăнассишĕн çунаççĕ. Ялта ĕçлесе илнĕ укçапа вара хуралтăсене çĕнетеймĕн. Пĕрер, икшер уйăх аякра пурăнни çемьесене те аркатать. Шапаша каякан этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ малтанлăха «каçхи лĕпĕшсемпе» йăпанать. Каярах вара хăйсем пекех ĕçлеме пынă хĕрарăмсен хушшинче тус тупать. Сăмах май, юлашки çулсенче ялсенчи хĕрарăмсем те упăшкисене, ачи-пăчине хăварса Мускава шапаша çÿреме пуçларĕç. Хăшĕ-пĕри унта çĕнĕ çемье çавăрать. Аннесĕр вара кил ăшши те, илемĕ те çук. Атте аттех вăл. Аннене улăштараймасть. Анне кăна /пурнăçра çапла килсе тухнă пулсан, калăпăр, упăшки çĕре кĕнĕ-тĕк/ ачасемшĕн ашшĕ вырăнĕнче те пулма пултарать. Çак тата ытти ыйту кăçал, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах çивĕч. Çакăн пек лару-тăрура республика ертÿлĕхĕн, вырăнти влаçăн çемьесене, унти тăнăçлăха, çураçулăхпа килĕшÿлĕхе упраса хăварассишĕн çине тăмалла. Кирлех тĕк çĕнĕ çул-йĕр шырамалла. Мĕншĕн тесен çемье çирĕп пулсан кăна патшалăх вăйлă пулать.

«Çу уйăхĕн пуçламăшĕсенче яла ватă анне патне çĕрулми лартма кайрăм та виçĕ кунсăр таврăнаймарăм вĕт. Пĕчĕк ялта вăйпитти пĕр арçын та çук. Пурте ĕçлеме кайнă. Кÿршĕсене те, хурăнташсене те çурхи ĕçсене тума пулăшма тиврĕ», — каласа тĕлĕнтернĕччĕ ĕçтешĕм. Мĕнех калăн, ĕлĕк арçынсем вăрçăраччĕ, халĕ пурте Мускавра. Шел те, ĕçлеме çÿрекен арçынсенчен хăшĕ-пĕри тăван яла таврăнсан çемье ăшшипе киленес вырăнне ĕçке ярăнать. Уйăха яхăн пухнă кĕмĕле ĕçсех пĕтерет. Инçе çула тухма вара укçана кивçен илет… Яла юлнă хĕрарăмсен хушшинче те тем те пĕр пулса иртет. Пĕрле пухăнса аншарли ĕçекенсем те, мăшăрĕсене улталакансем те пур. Ялти пĕр хĕрарăм вара упăшки пур çинчех Мускавран çĕнĕ мăшăрпа таврăннăччĕ… Кунашкал вун-вун тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Пурнăçăн тÿнтер енĕсене ахаль те лайăх пĕлетпĕр, вĕсене çырса мĕншĕн кăмăла пăсас? Çапах та мана пĕр ыйту шухăша ярать. Пирĕнпе юнашар пурăнакан мишерсем те ĕлĕкренпех шапаша çÿреççĕ. Анчах вĕсен çемйисем арканмаççĕ, çав-çавах çирĕп. Мĕнрен килет-ши ку? Пĕрремĕшĕнчен, вĕсен ваттисемпе пĕрле пурăнасси паянхи кунчченех йăлара. Тĕпкĕчĕн /кĕçĕн ывăлăн/ ашшĕпе амăшне пăхмаллах. Пĕр çуртра виçĕ ăру çынни килĕштерсе пурăнать. Ăçта ватă çын пур унта йĕрке те пур. Паллах, тĕн те пурнăç йăли-йĕркине пысăк витĕм кÿрет…

Çапла вара, çемье çирĕплĕхĕ, тăнăçлăхĕ экономикăпа политика аталанăвĕнчен, пурнăç шайĕпе йăла-йĕркерен те нумай килет. Влаçăн тĕп тĕллевĕ — çынсене килĕсенчех пурăнма май туса парасси, ĕçпе тивĕçтересси. Çивĕч çак ыйтусене Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах шута илессе, татса парасса çав тери шанас килет.

Роза ВЛАСОВА.

 

Валерий Муравьев, çыравçă:

— 90 ытла хуçалăхлă Палтайра халĕ анкартинче çĕрулми лартса тăваканни 69 юлчĕ. Вĕсенчен 7-шĕнче çулла кăна пурăнаççĕ. Тулли çемьесем — 25. Ялта килти хуçалăхсăр пуçне ĕç çукки вăйпитти çамрăксене аякри хуласене ĕçлеме хăвалать. Тĕрĕссипе, ялта поддон кăларакан, металл изделийĕсен цехĕсем пур. Анчах та вĕсенче ĕç вырăнĕ сахал. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнах хăрушă хыпар çитрĕ. Кстово хули çывăхĕнче М-7 трасси çинче Мускава ĕçлеме каякан 26 çулхи каччă автоаварире вилнĕ. Вăл пирĕн ялта çуралса ÿснĕ хĕрарăмăн Етĕрнере пурăнакан ывăлĕ. Республикăран тухса кайса аякра вилнисен шучĕ ÿссех пырать. Çакă малашне тулли çемьесем пулассине самаях чакарать. Арçын аякка ĕçлеме çÿрени çемьене аркатать кăна мар, ялсен малашлăхне те витĕм кÿрет. 62 киллĕ ялта пурăнакансенчен 60 проценчĕ — хĕрарăм. Шута илнĕ арçынсенчен çурри — 60 çултан иртнисем. Ăçта кунта малашлăх çинчен шухăшламалли.

Станислав Никитин, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Аслă Арапуçра çамрăксенчен ытларахăшĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Хĕрарăмсем те кайкалама пуçларĕç. Аякка çÿрекенсем чылай чухне укçа илсе килеççĕ. Унпа çурчĕсене, хуралтăсене çĕнетеççĕ. Телее, çакăн пек пурнăç йĕрки çемьесене аркатнă тĕслĕх пулман-ха. Паянхи кун колхоза кăна шанса лармалла мар. Фермер ĕçне ытларах аталантармалла. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче харпăр хăй ĕçне пуçарнисем те, предприниматель те чылай. Килти хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх тытассипе пирĕн ял тăрăхĕ Патăрьел районĕнче 1-мĕш вырăн йышăнать. Вуншар ĕне усракансем те пур. Мускава çÿрекенсенчен хăшĕ-пĕри виçшер ĕне туянаççĕ те сĕт сутма пуçлаççĕ. «Мĕн тума кирлĕ пире Мускав? Лере пурăнса, çул çинче укçа ахалех тăкакланать. 15 пинне кунтах, вырăнтах ĕçлесе илме пулать», — теççĕ вара. Сĕт хакне кăна пĕрпек тытса тăмалла. Атту тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ хакпа пухаççĕ. Шапаша çÿрекенсем çавăн пекех килти хушма хуçалăхсем валли тракторсем те туянчĕç. Хăшĕсен икшер хурçă ут та. Вĕсемпе ял çыннисене пахча сухалама, çĕрулми лартма, утă преслама тата ытти ĕçе тума пулăшаççĕ. Хĕллехи вăхăтра вăрман кăларакансем те пур. «Колхозра ĕç çук», — текенсем те пур паллах. Çав вăхăтрах: «Мускава каймалла мар, хамăр ял тăрăхне, яла аталантармалла», — тесе шухăшлакан ытларах.

Вера Разбойкина, Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕн ĕçченĕ:

— Пирĕн ялта колхоз тахçанах саланнă, предприятисем çук, çавăнпа çамрăксем, вăйпитти арçынсем пурте Мускавра. 5, 6 теçетке çула хыçа хăварнисене, паллах, ун пек ĕçсене илмеççĕ. Шел те, шапаша каякансем укçасăр таврăнни те пулкалать. Ултав серепине çакланнисем уйрăмах юлашки вăхăтра тăтăшрах пулчĕç. Манăн мăшăрăм та аякри хулана çÿрет. Вăл — автобус водителĕ. Телее, упăшка официаллă йĕркепех ĕçе вырнаçнă. Ялти арçынсенчен ытларахăшĕ Мускавра хуралçăра, хĕрарăмсем столовăйра вăй хураççĕ. Упăшка уйăхра пĕрре киле килсе каять. Çемьешĕн кунашкал пурăнни питĕ чăрмавлă. Арçын килтен кайсанах вăл, ку çĕмĕрĕлме пикенет. Сиксе тухнă мĕнпур ыйтăва хĕрарăмăн хăйĕн татса пама тивет. Этемлĕхĕн черчен çуррийĕ тăвайман ĕçсем вара пухăнса каяççĕ... «Арçын — хĕрарăм турри», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Мăшăрсен чылай вăхăт уйрăмшар пурăнма тивет пулин те çемье арканнă тĕслĕхсемех пулман-ха.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.