Ячĕ асăмăрта

8 Апр, 2014

Пурăннă пулсан вăл ĕнер 80 çул тултармаллаччĕ. Çук, вăхăт шеллемерĕ ăна: сакăр çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйăрса кайрĕ. Республика аталанăвĕшĕн тунă ĕçĕ историре çырăнса юлчĕ. Сăмахăм - обществăпа политикăн, халăх хуçалăхĕн хастар ĕçченĕ, чылай çул республика правительствине ертсе пынă Леонид Прокопьев çинчен. Вăл Министрсен Кабинетне ертсе пынă тапхăрта республикăри пур сферăпа отрасль те ÿсĕм çулĕ çине тухнă...

Сумлă юбилей кунĕнче Леонид Прокопьев Шупашкарти пурăннă çурт çине Асăну хăми çакрĕç. Чыслама таçтан та килсе çитнĕ: Мускавран, ытти регионран, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхран. Ăш пиллĕ сăмах нумай янăрарĕ. Хальхи тата унчченхи ĕçтешĕсем Иван Моторинпа Энвер Аблякимов, пĕр вăхăталла пĕрле вăй хунисем - КПСС рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Илья Прокопьев, Чăваш Республикин социаллă хÿтлĕх министрĕнче тăрăшнă Раиса Ерусланова, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ пулнă Роберт Ильяной, общество ĕçченĕсем, учреждени-организаци ертÿçисем, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, Шупашкар хула ертÿлĕхĕ ячĕпе хула пуçлăхĕн çумĕ Ирина Клементьева, Асăну хăмин авторĕ Владислав Немцев тата Леонид Прокопьевичăн ывăлĕ Артур Леонидович ĕçтешне тата ашшĕне ырăпа аса илчĕç.

Трак енре Леонид Прокопьевичăн ячĕ-сумĕ пысăк. Ентешĕпе мухтанаççĕ кунта. Район центрĕнче кĕçех Красноармейски тăрăхĕн мухтавлă çыннисен паркĕ уçăлмалла. «Чăваш правительствине чылай çул ăнăçлă ертсе пынă, унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешĕмĕр унта тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков. - Ентеше çапла сума сунăшăн, унăн ятне çÿлте тытнăшăн республикăпа хула ертÿлĕхне район çыннисен ячĕпе чĕререн тав тăватăп...»

Асăну хăми патне чĕрĕ чечексем хучĕç.

 

 

C.САДОВНИКОВА сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.