Çĕнĕлĕхсем кам валли?
Куславкка районĕнчи Ырашпулăха епле манăн-ха? Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш, 70-мĕш çулĕсенче унта кайсах тăнă. Тăвансем çут тĕнчерен уйрăлнăранпа çÿремен. Нумай çул иртнĕ пулин те пĕлтĕр юпа уйăхĕнче ялта пулма тÿр килчĕ. Вăл унчченхи сăнне пачах çухатнă.
Пилĕк урамĕ те чиперччĕ. Халĕ тăваттăшĕ сайраланнă, Çирĕклĕ текенни çеç çĕнĕ çуртсемпе пуянланнă. Вăрманкаспа Салтак картишĕ ятлисем пĕтнĕпе пĕрех.
Ырашпулăх «Родина» совхоза кĕнĕ. Вырма вăхăтĕнче автомашина урам тăрăх вĕçĕм чупнăран тусан çĕкленсе çеç тăнă. Фермăсенче выльăх туллиехчĕ. Ăнăçлă аталаннă хуçалăх. Халĕ нимĕн те юлман.
Фельдшер пункчĕ лайăх çуртра ĕçлетчĕ. Хам та çÿренĕ унта. Çынсем каланă тăрăх - халĕ вăл эрнере 2 е 3 кун çеç алăкне уçать.
Тăватă класлă шкул çуртне куртăм та питĕ тĕлĕнтĕм. Чĕлхе çаврăнмасть вун-вун çул каялла кунта ачасем пĕлÿ пухнă теме. Питĕ ватăлнă вăл.
Çав вăхăтрах çĕнĕлĕхсене те асăрхарăм. Çырма урлă асфальт çул сарнă. Автобус валли чарăну вырăнĕ те пур. Куславккана та, Шупашкара та чиперех çитетĕн. Текех трасса хĕррине çитиччен 5 çухрăм танккамалла мар. Совет саманинче Ырашпулăх çыннисенчен чылайăшĕ аслă çул çывăхра пултăр тесе Кунер ялне пурăнма куçнă. Икĕ ялĕ те пĕр совхоза кĕнĕрен чăрмавлă пулман ку ыйтăва татса парасси.
Ял çыннисем суту-илÿ ĕçĕпе Куславккана е Хусана çитнĕ.
Культура çурчĕ пур-ха. Шăмат кун та, вырсарни кун та çамрăксем хĕвĕшни палăрмарĕ. Унччен вăл пĕр кун та пушă тăман: кино кăтартнă, культура мероприятийĕ иртнĕ. Лавкка умĕнче те çамрăксене курмарăм. Аслăрах çулсенчисем вĕсем Мускава, Санкт-Петербура, Çурçĕре ĕçлеме кайнине пĕлтерчĕç.
Пишкассинчен Вăрманкас урамĕ еннелле утатăп. Çул тикĕс, хитре. Мана хирĕç карчăкпа туяллă арçын çывхарчĕç. Сывлăх сунса калаçма тытăнтăмăр. «Эсĕ пирĕн яла хăнана килнĕ пулас, халĕччен курнăн туйăнмасть», - терĕç. Ятарласа хăнана мар, пĕлĕше ĕçре кăштах пулăшас тесе çитнĕ эпĕ ку яла. «Çырансене пĕрлештерсе дамба туни аван. Текех çырма урлă тертленсе каçас çук», - терĕм вĕсен шухăшне пĕлес тĕллевпе.
- Аван-ха та, каярах юлса турĕç çав. Халĕ пирĕн урам пĕтнĕпе пĕрех. Çамрăксем çук. Ырлăхĕ кама валли? - ыйтупа хуравларĕç мана.
Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ырашпулăха инфратытăм çитнĕ. Анчах унпа усă куракан сахал. Компьютер туян, ăна Интернетпа çыхăнтар, анчах ватăсене кирлех-и вăл? Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ырлăха хаваспах йышăнĕччĕç те - кайса пĕтнĕ çав вĕсем. Сăлтавĕ - ĕç çук.
Фермер та фермер теççĕ халĕ. Çавах та ăна пурте пултараймасть. Çителĕклĕ пĕлÿ, техника, тус-юлташ, хăюлăх та кирлĕ ĕçе тытăнмашкăн. Çĕр лаптăкĕ те хатĕр пултăр. Ăна ыйтса илме, харпăр хăй пурлăхне куçарма вăхăт пайтах иртет. Пуринчен те ытла - çĕр-аннемĕртен сивĕннĕ çамрăк тăван ене таврăнасшăн мар. Çамрăксем ял пурнăçĕпе кăсăкланма пăрахнă. Акă ăçта тĕп инкек. Тепĕр 20-30 çултан, ватăсем леш тĕнчене кайса пĕтсен, ялпа мĕн пулĕ?
Комментировать