Стипендиатсен çĕнĕ йышĕ паллă

5 Янв, 2017

Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушу алă пуснă. Кун пирки вăл Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш ларăвĕнче пĕлтернĕ. 1830 тенкĕпе танлашакан стипедние тĕрлĕ тытăмра палăрнă яшсемпе хĕрсем çулталăк тăршшĕпех уйăхсерен илсе тăрĕç.

«Пирĕн тĕллев - çамрăксене аталанма майсем туса парасси», - палăртнă регион ертÿçи. Çак стипенди вĕсене тарăн пĕлÿ илме, ăслăлăхра, пултарулăхра çитĕнÿсем тума хавхалантарассине шаннине пĕлтернĕ.

Унсăр пуçне Михаил Васильевич ларура вырăнти хăйтытăмлăх, предприяти-организаци ертÿçисене 2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн тав тунă. Промышленноç производствин индексĕ - 108,8%, ял хуçалăхри çак кăтарту 102,8 таран ÿснине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Новости по теме