Элĕк районĕн ертÿлĕхĕпе тĕл пулнă

3 Янв, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Экономика кăтартăвĕсем тăрăх районта ырă туртăмсем пурри сисĕнет. Акă ял хуçалăхĕнчи производство индексĕ 103,5% танлашнă. Районта темиçе инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, Роман Ильинăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче ăратлă хурсем ĕрчетмешкĕн кайăк-кĕшĕк фермине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Михаил Игнатьев хур ĕрчетесси тупăшлă ĕç пулнине, Элĕк районĕн экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илме майсем пуррине палăртнă.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

 

 

Новости по теме