Татьяна НАУМОВА: "Таса чунпа, çутă ĕмĕтпе..."

30 Дек, 2016

"Ту качакисем — тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем. Май пур чухне чунран савăнса-кулса канма та, хăйсене алла илсе пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хăвăрт та тĕплĕ тума та пĕлеççĕ. Упăте сирĕнтен иккĕмĕшне кĕтет-тĕр, çавăнпах кăткăс ыйтусем "парнелĕ". Ан кулянăр — сире вăйлăрах, хастартарах, телейлĕрех тăвакан опыт çеç пухăр", — систернĕччĕ пĕлтĕрхи гороскоп.

Кăткăс ыйтусем те пулчĕç-ши вара? Вĕсене татса панă май çулталăк иртни сисĕнмерĕ-шим? Çаврăнса пăхсан пĕтĕмпех яланхиллех пĕр тикĕссĕн иртрĕ пек. Çапла, тепĕр çулталăк хыçа хăвартăмăр. Вăхăт малаллах шăвать. Унăн çаврăмĕнчен ÿксе юлакансем те пур-ши вара? Утнă çĕрте — утса, чупнă çĕрте чупса та пулин пурнăç таппипе танах пыратпăр. Апла пурăнатпăр-ха!

Çулталăк вĕçленнĕ май ăна яланах пĕтĕмлетекенччĕ. Хăнăхнă йăларан пăрăнар мар. Мĕнпе асра юлать-ха 2016-мĕшĕ? Ыттисенчен уйăрса палăртмалли нимех те çук пек. Мĕнех, ку та — лайăх хыпар. Тикĕс çулпа утни мĕнрен япăх? Чи кирли — атте-анне, ача-пăча, çывăх тăвансем сывă пулни. Вĕсем юнашарри мĕн тери паха! Çакă мар-и-ха вăй-хал хушать? Тăван кил çути, ăшши нумай-нумай çул упрантăрччĕ. Хĕрлĕ Автан та чи çывăх çыннăмсене сыхлатăрччĕ.

Мĕн хушам-ха? Таса чунпа, ырă кăмăлпа, çутă ĕмĕтпе пурăнма тăрăшасчĕ. Асама ĕненсе çунатланма манмарăр-и тата? Çĕнĕ çул хăватлă вăйĕпе палăрнине асра тытса сехет вуниккĕ çапнă чухне чи хаклă шанăçпа хавхаланма ĕлкĕрер!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.