Шалусăр та пурăнма пулать. Майне пĕлсен...

30 Дек, 2016

Паянхи кун пурнăç йывăррипе сăлтавласа нăйкăшакан ытла та нумайланса кайрĕ. Укçа çук имĕш, хаксем вара вышкайсăр ÿссе пыраççĕ... Паян пуçлăхсем кăна лайăх пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Анчах та пуçлăх пуканне йышăнмашкăн, мĕнле калас, сăмса ÿссе çитмен тĕк — мĕн тăвăн? Унсăр пуçне, пуçлăх пуканĕ шутлă иккенне хăшне-пĕрне кала-кала халтан кайрăм ĕнтĕ. “Ку Хĕрестин Çĕнĕ çул умĕн ăçтан сиксе тухрĕ тата?” — текен те пур-тăр вулакан хушшинче. Ара, уява пăсăк кăмăлпа кĕтсе ан илĕр тетĕп-çке, епле те пулин хавхалантарас-хăпартлантарас килет.

Чи малтанах, паллах, укçа тума вĕрентес кăмăлăм пур. “Вĕрентес” тени ытла вышкайсăр илтĕнет пулĕ те, юрĕ, уяв умĕн чăркăшса, сăмах пайласа тăмăпăр. Паллах, йăлт хам тĕслĕх пирки каласа кăтартас килет. Ара, çулталăк каялла йытă туянтăм. Вăт, ăна-кăна шухăшламан чăваш кил карти сыхлакан Кампур илсе ярать те кÿршинчен, анчăкĕ кашни вĕрмессерен пуçне чÿречерен кăларса кăшкăрать: “Кам пур-ке?!” Пулчĕ. Урăх усси çук вăл йытăран — çăварне карнисĕр пуçне. Апатне вара сыснаран та ытларах çиет. Парсан паллах. Памасан уйăх çине пăхса ÿлеме те хирĕç мар. Хырăм выçать вĕт. Манăн картишĕнче уксах виçĕ чăхсăр пуçне урăх нимĕн те çук та — Кампур пекки кирлĕ мар. Уксах чăхха кам йăтса кайтăр? Чирлĕскер яшкара та тутлă мар.

Вăт чăваш пасар çынни мар çав. Тупăш курас тесен малтан виçĕ тенкĕ хывас пулать, вара çăвара карса ĕмĕтленме те юрать. Эпĕ акă çуна туртакан йытă туянас терĕм. Паллах, йÿнĕ мар. Анчах — хитре. Çавна çулталăк тăршшĕпех хам çиес татăкпа тăрантартăм. Пенсипе инçе каяймăн çав — иксĕмĕртен пĕрин выçах ларма тивет. Кăçал вара йытта... турта хушшине хупрăм. Мĕн тетĕр? Туртать!

Туртасси-мĕнĕ, ĕç-пуçĕ çапла пуçланчĕ-ха. Ара, шалу енчен хĕсĕнсех çитрĕ вĕт-ха эпĕ алăк уçкаласа-хупкаласа тăракан предприяти. Манăн должноçе пачах пăрахăçлас терĕç те, шалусăрах ĕçлеме килĕшсен тивмерĕç. “Пурăнтăрах”, — терĕç курăнать. Мана мĕн, çавăн пек пысăк çынсене алăк уçса кĕртни мĕне тăрать! Ахаль чухне эпĕ вĕсен çывăхне те пырайрас çук вĕт. Кунта вара, алăк çумĕнче, хаклă йышши одеколонĕсене варкăштарса кăна хăвараççĕ. Çапла кунĕпе хама витĕрех шăршă çапать те килте те арçын пур пек туйăнать. Лара-а-атăп вара каçсерен телевизор умĕнче киленсе...

Ай, тĕп сăмахран пăрăнтăм-ха. Укçа пирки вĕт-ха эпĕ. Тĕрĕсрех, вăл çитменни пирки. Шалусăр ĕçлеме килĕшрĕм-ха та, хырăм вара ай-яй! чăрлать. Кÿршĕсем чăрăш капăрлатнă та, ун тавра юрласа утма хăтланчĕç — репетици ирттереççĕ эппин. Мана та картана чĕнчĕç. Пулмарĕ юрласси. Манăн хырăм выçăпа чăрлатни пурин сассине те хупласа хурать. Хăваласа ячĕç. Пĕтрĕмĕр! Капла Çĕнĕ çула паллă тумашкăн та никам та чĕнмĕ ялта? Мĕн те пулин шухăшласа кăлармаллах.

Вăт çакăн чухне аса илтĕм те йыттăм çинчен. Шăпах çав кун тата автобусра билет илмешкĕн те юлманччĕ укçа. Ĕçе каймалăх пур — çуран çитиччен сăмсана тăм илсе ярĕ, мĕнле шатăртаттарчĕ раштав варринче! Алăк уçакан вара кирлех. Пуçлăхсем унсăрăн мĕнле кĕрĕç — алăк хăлăпĕ çинче мĕн чухлĕ микроб вĕт! /Пире тивмеççĕ-ха çав мурсем, те хĕрхенеççĕ?/

Хайхи йыттăма урама çавăтса тухрăм, хĕрĕм ача чухне ярăннă çунашкана кÿлтĕм те лайăх кăна вырнаçса ларса пуçларăм кăшкăрма: “Хай-йя! Ча-ча-ча!” Саппас тесе хул хушшине хĕстерсе тухнă хулă татки вĕçсе кăна юлчĕ — йытă карт! туртрĕ те урам тăрăх ял хапхи еннелле вĕçтерчĕ. Çуртсем мĕлтлетсе кăна юлаççĕ, сукмак çинчи çынсем кăп та кап! сикеççĕ кĕрт ăшне. Ара, кун пек чĕрчуна курман вĕсем халиччен. Лаша тес — лаша мар, машина тес — сасси илтĕнмест...

Çул тăрăх вĕçтерсе кăна пыратпăр иксĕмĕр, хăлхара çил шăхăрать. Хирĕç пулакан машинăсем пăрăнса çул параççĕ. Эпĕ вара йыттăма тата хавхалантаратăп: “Ай-яя!” Мĕн кăшкăрмаллине Интернетра маларах вуласа пĕлтĕм — эпĕ “продвинутăй” кинемей вĕт. Çапла ĕçе çитнине сиссе те юлаймарăм. Тăван предприяти алăкĕ умне чашт! кăна çитсе чарăнтăм.

Мĕн тетĕр? Çав кунранпа автобус кирлĕ мар мана — йыттăм турттарать. Йывăр паллах. Мана мар ĕнтĕ, чĕлхесĕр тусăма. Анчах та эпĕ ăна какай çитеретĕп халĕ — юлашки автанăма пусрăм. Çавăнпа аптрамасть янаварăм. Чăхсене автансăр хăварнăшăн сивлетĕр пулĕ-ха та, ку вăхăтлăх кăна вĕт. Автан çулне çак кайăксăр кĕтсе илмелли çуках. Çĕнĕ çула кĕриччен пĕтĕм вăя пухса туянăп. Элĕк районĕнче чаплă йышшисем пуррине систерчĕç-ха. Страуспа пĕтĕçтернĕ тет-и? Чăххисем те вара темĕн пысăкăш тăваççĕ тет çăмартисене, пĕри виçĕ çатма ăшалама çитет тет. Туххăмрах çитсе килĕпĕр Элĕке. Манăн йыттăм ярăнтарма кăна мар, укçа ĕçлесе илме те вĕренчĕ вĕт. Хам пекех укçасăр тăрса юлнă ĕçтешĕмсене киле турттаратпăр халĕ — çăмламас такси пурне те килĕшет. Хăшĕ-пĕри маршруткăпа çÿреме пăрахса манăн таксие суйлать — экзотика имĕш.

Тинех пурнăç майлашăнса кайрĕ. Каплах пырсан, алăк уçкаласа тăма та пăрахатăп пулĕ-ха. Бизнес-кинемей пулас кăмăл çуралчĕ. Хĕрсех пырать. Пушшех те, хăй ĕçне тин кăна пуçланисене малтанхи çулсенче налук тÿлеттермеççĕ теççĕ вĕт. Вăт катаччи чупсах кĕсьене укçа кĕрет вĕт э? “Чăваш хĕрарăмĕн” иртнĕ номерĕнче тата Шупашкарти кÿлмек хĕрринче пăланпа катаччи ярăнтарнине вуласа пĕлтĕм. Хамăр ялсене ярăнтарса пĕтерсен хĕллехи каникулта çавăнта укçа çапма каяс шухăш пур-ха. Йытă кÿлнĕ кинемее курсан пĕлĕр вара: ку — эпĕ! Йех-ху!!!

Çĕнĕ çул саламĕпе — ХĔРЕСТИН.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.