Çамрăксен театрĕ текех кил-çуртсăр мар

30 Дек, 2016

Çамрăксен театрĕн артисчĕсен чун ыратăвĕ çинчен хамăр хаçатра пĕрре мар çырнă. Хăйсен кĕтесĕсĕр сцена ăстисене темиçе хутчен кил шантарнă, анчах сăмах вĕççĕн калани пурнăçланайман. Ĕмĕт çитессе кĕтсех çул хыççăн çул иртнĕ. Кăçалхи Хĕл Мучи парни вара чуна ăшăтакан асамлăхпа çыхăнни никама та иккĕлентермĕ. Нумаях пулмасть Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне "Çеçпĕл" кинотеатр çуртне пачĕç. Савăннипе шывланнă куçĕсене шăлакан аслă ăру артисчĕсем лару-тăру лайăх енне улшăнасса тĕлĕкре курнине пытармарĕç. Театр директорĕ Елена Николаева çакна истори пулăмĕсен йышне кĕртет. Çивĕч ыйту тинех татăлчĕ.

Истори кустăрмине каялла çавăрса 1933 çула таврăнар-и? Ун чухне Çамрăксен театрĕ Шупашкарти рабочисен клубĕнче пĕрремĕш спектакльпе куракансен кăмăлне тупнă. 1959 çулта театрăн Гагарин урамĕнчи 14-мĕш çурта куçма лекнĕ. Çакăнтах Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тата филармони артисчĕсем ĕçленĕ. ГЭС хăпартнăран Вырăс драма театрĕ шыв айне юлнă май пултарулăх ăстисене Çамрăксен театрĕн çуртне вырнаçтарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн сцена ăстисен килĕ кивелсе юрăхсăра тухнă. Çавăнпах хăтлăх шыраса куçса çÿреме тивнĕ вĕсен. Пĕр çĕрте репетици ирттернĕ, тепĕр вырăнта спектакль кăтартнă тапхăр та пулнă. Республика Правительстви Çамрăксен театрĕ валли уйрăм çурт хăпартма проект хатĕрленĕ. Шел те, хут çинчех юлнă вăл. Артистсене "Родина", "Мир", "Победа" кинотеатрсене, Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменне парас ыйтăва та сÿтсе явнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 1996 çултан­­­­па Çамрăксен театрĕ Трактор тăвакансен культура керменĕн сцени çинче вылярĕ.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн раштав уйăхĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Çамрăксен театрĕ "Çеçпĕл" кинотеатр çуртне куçрĕ. Çакăнта çийĕнчех юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Сцена ăстисем хăйсем те тирпей-илем кÿреççĕ. Халĕ вĕсенчен телейлĕрех çын та çук.

Фойери чăрăш тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа илĕртет. Ун тавра ачасем ташласа юрлаççĕ. Çакăнтах "Снежная королева" спектакльпе хăйсен кураканне тупĕç вĕсем.

"Хамăра ятăн кил уйăрса пани республика Правительстви чăваш наци культурине, театр ĕçне аталантарма тăрăшнине çирĕплетет. Пысăк савăнăçпа пĕрлех хамăр яваплăха туятпăр. Малашне çурта юсаса хăтлăлатмалла, çĕнĕ вырăна хăнăхмалла тата куракансене илĕртмелле. Чăвашсен ниме йăли анлă сарăлнă. Эпир халăх пулăшасса шанатпăр", — палăртать Иосиф Дмитриев-Трер тĕп режиссер.

"Театрăн пултарулăх аталанăвĕнчи çĕнĕ тапхăрĕ пуçланать. Пирĕн ытларах ĕçлесе капашсăр шухăшсене пурнăçа кĕртес килет", — тет Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов.

Артистсем ырă пурнăç çи­­тес шанăçа çухатманнине пытармаççĕ. Халĕ вĕсен те ытти республикăри ĕçтешĕсене хăнана чĕнме май килĕ. Ун чухне çĕнĕ проектсем вăй илни çинчен каласа кăтартĕç. Çамрăксен театрĕнче регионсен хушшинчи фестивальсене, ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен конкурсĕсене ирттересшĕн. Наци драматургĕсен лабораторийĕ, ача-пăча театр студийĕ ĕçлеме пуçлĕ. Артистсем валли ăсталăх класĕсем йĕркелеме палăртнă. Театра юратакансен клубĕ уçăлĕ. Унсăр пуçне çакăнтах художниксен — хăйсен ĕçĕсен куравне, сăвăçсемпе çыравçăсен кĕнеке презентацине ирттерме май пулĕ. Кино кăтартмалли оборудованипе те усă курĕç. Апла тăк Çамрăксен театрĕнчен хăна та, куракан та татăлмĕ.

ЧР Культура министрĕ Константин Яковлев артистсен çĕнĕ килне çитсе курчĕ. Кăçал культура тытăмне аталантармашкăн хыснаран 181 миллион тенкĕ хушма укçа хывнине палăртрĕ вăл. Çавнашкалах Шупашкар хули никĕсленнĕренпе — 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май район центрĕнчи культура керменĕсене, ялсенчи клубсене юсама планлани çинчен каларĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.