Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани

30 Дек, 2016

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çĕнĕ 2017 çул ячĕпе тата Христос çуралнă çутă кунпа пĕтĕм чĕререн саламлатăп!

Иртнĕ çула эпир Чăваш Енре пурăнакан ĕçчен халăха мухтас тĕллевпе Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Ĕç çыннисем кунсерен паттăрлăх кăтартнине тивĕçлипе хакласа эпир пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстерме май паракан, обществăпа политика лăпкăлăхне упракан тата çирĕплетекен тĕрлĕ программăна пурнăçлас ĕçе малалла тăсрăмăр.

Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн инвестици тĕлĕшĕпе чи илĕртÿллĕ ултă субъекчĕн йышне кĕчĕ.

Республикăра хальхи йышши ача сачĕсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, поликлиникăсем, сывлăха çирĕплетме пулăшакан физкультура комплексĕсем нумайланчĕç. Социаллă тĕллевлĕ политикăна пула нумай ачаллă çемьесен тата вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ.

Паян вара пирĕншĕн çемьене тата халăхăмăрăн пĕрлĕхне мĕн авалтан пыракан ырă йăла-йĕркене тĕпе хурса çирĕплетесси тĕп тĕллев пулса тăчĕ. Шăпах çакна пула, общество организацийĕсем сĕннине шута илсе, 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр.

Раççей Президенчĕ Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă 2017 çул кашни çыншăнах çут çанталăка çеç мар, чун тасалăхне те упрас тĕлĕшпе аталану çулĕ пулса тăтăр.

Хаклă туссем!

Çĕнĕ çулта эпир сирĕнпе тăван Чăваш Енĕмĕрĕн экономикипе социаллă пурнăçне тата çине тăрса аталантарасса шансах тăратăп!

Эсир шанни, ĕмĕтленни пурнăçлантăр! Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр, унта чун ăшши хуçалантăр!

Çĕнĕ 2017 çулта эпĕ сире ăнăçупа тăнăçлăх тата телейпе ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ.

 

Теги: