Алăкне яри уçрĕ çĕнĕ клуб

29 Дек, 2016

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕ, унтан та ытларах кунти "Шуçăм" фольклор ансамблĕ, çак куна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. 2009 çулта кивĕ клуба, усă курма юрăхсăра тухнăскере, сÿтнĕ хыççăн вырăнти артистсем хÿтлĕхсĕр, кĕтессĕр юлнă. Хăйĕн концерчĕсене урамра кăтартнă, репетицисене бригада çуртĕнче, тимĕрç лаççинче ирттернĕ.

Ĕнер вара унта хальхи йышши капмар кермен — культурăпа кану çурчĕ — уçăлчĕ. Тÿскелсемпе пĕрле çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ. Центра шăпах Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2015 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчи Указне пурнăçа кĕртсе туса лартнă. Унпа килĕшÿллĕн республикăра çак вăхăтра кунашкал виçĕ объект хута каймалла. Тÿскелсен — пĕрремĕшĕ. Сăмах май, Чăваш Енре ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш тĕслĕх библиотека та Елчĕк районĕнче уçăлчĕ, модельлĕ пĕрремĕш культура çурчĕ те — кунтах.

Михаил Игнатьев Елчĕксен шăпах çак пахалăхĕсене — правурлăхне, ĕçченлĕхне, пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме ăнтăлнине — палăртрĕ те культурăпа кану çуртне уçма пуçтарăннă ял халăхĕ умĕнче. Çакăн пек об±ектсем çĕклеме тивни пирки вăл çак шухăша пĕлтерчĕ:

— Чылай ялти клубсем юрăхсăра тухнă, халăх вара культура пурнăçĕнчен юласшăн мар. Ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе пуçăнтăмăр та пархатарлă çак ĕçе. Малтанхи вăхăтра кунашкал 25 кермен çĕкленĕ. Унтан тата 25 клуб лартма тĕв тытнă. Сирĕн ыттисенчен маларах уçăлнин сăлтавĕ — эсир çак ĕçе хатĕр пулнинче, проектне маларахах хатĕрленинче тата ял çыннисем те строительствăна хастар хутшăннинче.

Вăл çавăн пекех çитес çул ку енĕпе Раççей Культура министерстви пулăшма пулнине те пĕлтерчĕ: культура учрежденийĕсене çĕнетме 33,8 миллион тенкĕ уйăрса пама шантарнă. "Çапла майпа тата 20 клуба модернизацилеме пултарăпăр", — терĕ.

Асăннă кермене тума Чăваш Ен бюджетĕнчен 9 784,2 пин тенкĕ панă, район бюджетĕнчен — 489,2 пин тенкĕ.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов та Тÿскелсене паллă пулăмпа саламларĕç.

Михаил Игнатьев çавăн пекех культура тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн районти Аслă Елчĕкри культура çурчĕн заведующине Зинаида Кантеевăна "ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панине ĕнентерекен документ пачĕ.

Кĕтнĕ самант çитрĕ: хĕрлĕ хăйăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, клуб строительствине пурнăçланă подрядчик — "Мира" ООО директорĕ Денис Платонов — касрĕç.

120 вырăнлă зала харăсах пурте вырнаçаймарĕç те. Чи малтанах вăл сумлă хă-насене, ветерансене йышăнчĕ. Ял старости Дмитрий Судаков хăйĕн тав сăмахĕнче культурăпа кану центрне "хаваслăх утравĕпе" танлаштарчĕ.

— Кунта килсен чун çĕкленсе тăтăр, пурăнас, ĕçлес, малалла ăнтăлас туртăм татах вăйлантăр, — терĕ. Çапла пулĕ те: Вениамин Игнатьев ертсе пыракан "Шуçăм" фольклор ансамблĕн концерчĕ çакна туллин çирĕплетрĕ.

Михаил Игнатьев, Николай Миллин çавăн пекех Елчĕкри сыр заводне те çитсе курчĕç. Палăртма кăмăллă: тахçан хăйĕн сырĕпе çĕршывĕпех палăрнă завод пĕр тапхăр "чăхăмланă" хыççăн юлашки вăхăтра çĕнĕрен вăй илнĕ. Ăна тата тупăшлăрах ĕçлеттерсе ярасси пирки калаçрĕç те ертÿçĕсем.

Н.СМИРНОВА

Автор: