Пулас воспитательсем тупăшнă

7 Апр, 2014

Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче шкулчченхи вĕрентÿ енĕпе професси ăсталăхне палăртас тĕллевпе республика олимпиади иртнĕ. Унта Канашри тата Шупашкарти педколледжсенче вĕренекен студентсем хутшăннă.

Пулас воспитательсем икĕ турта тупăшнă. Малтанхи тапхăр тĕп хулари 143-мĕш садикре заняти ирттерессипе çыхăннă, иккĕмĕшĕнче теори пĕлĕвне хакламалли тестировани витĕр тухнă. Чи нумай балл пухса "Професси енчен чи лайăххи" ята Н.В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн студенчĕ Анна Флегентова тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - асăннă çав учрежденирех вĕренекен Александра Шомахова. Асăннă специальноçа алла илме хăнăхакан Елена Рыжова /Канаш/ вара ăсталăх тупăшăвĕнче виççĕмĕш пулнă.

 

Рубрика: