Историк: археолог: этнограф

28 Дек, 2016

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче патшалăхăн тата обществăн паллă ĕçченĕ, пысăк тавракурăмлă ăсчах, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Ф.Каховский профессор çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Сумлă юбилее халалласа унăн тăван ялĕнче — Канаш районĕнчи Атнаш шкулĕнче — чаплă уяв иртрĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, район администрацийĕн ĕçченĕсем, истори учителĕсем, вĕренекенсем, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Хăнасем шкул çурчĕ çине В.Каховские халалласа вырнаçтарнă Асăну хăмине уçрĕç. Пĕлÿ çуртĕнче «Археологие халалланă пурнăç» куравпа паллашрĕç, паллă историкĕн, археологăн, этнографăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç.

Василий Филиппович Атнаш, Шăхасан шкулĕсем, Канаш педтехникумĕ хыççăн Çĕнĕ Чалкасси ачисене математика вĕрентнĕ, Энтрияль шкулĕн директорĕнче вăй хунă. 1937 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах куçăнсăр майпа Н.Г.Чернышевский ячĕллĕ истори, философи тата литература институтĕнче /Мускав/ пĕлĕвне тарăнлатать. Вăрçă пуçланас умĕн иккĕшне те ăнăçлă вĕренсе пĕтерет.

1941 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. К.Е.Ворошилов ячĕллĕ хими хÿтĕлевĕн çар академийĕн çумĕнчи курсра виçĕ уйăх вĕренет. Мускав çар округĕн сывлăшпа десантăн 3-мĕш бригада химслужбин, Çурçĕр-Кавказ фрончĕн 7-мĕш гварди бригадин, 2-мĕш Украина фрончĕн стрелоксен 62-мĕш гварди дивизи химслужбин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлать, çар наградисене тивĕçет. Вăл 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче яла таврăнать.

В.Каховский М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн аспирантуринче ăс-хакăла çĕнĕ пĕлÿпе пуянлатса 1951 çулта истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлет. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тĕрлĕ должноç йышăнать, ЧАССР çутĕç министрĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулать. Чăваш патшалăх университечĕ уçăлсан пĕтĕмĕшле истори кафедрин пуçлăхне лартаççĕ, ăна 20 çул ăста ертсе пырать.

Паллă археолог 30 çул ытла тĕпчев экспедицийĕсене ертсе пынă, статьясемпе кĕнекесем пичетленĕ. «Чăваш халăхĕ пулса кайни» монографийĕн /Шупашкар, 1965 ç./ пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. В.Каховский ăна тĕпе хурса 1968 çулта доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Вăл — 140 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, вăл шутра — 8 монографипе 4 вĕренÿ пособийĕн. Василий Филипповича наукăри пысăк ĕçсемшĕн 1976 çулта «Чăваш АССР ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ят панă.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем Леонид Петров, Наталия Березина, Евгений Михайлов, Иван Ильин, Александр Березин, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Иванова, Атнаш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов ырăпа аса илчĕç. Профессор ывăлĕ Борис Васильевич шкула ашшĕн кĕнекисене, археологи экспедицийĕнче тупнă япаласене парнелерĕ.

Валериан ПРОКОПЬЕВ, таврапĕлÿçĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.