Анчăк авăк хÿрипе шухăшлать, е Çапкаланчăк йытăсем хула çыннисене хăратаççĕ

28 Дек, 2016

Анчăк авăк х\рипе шухăшлать:

е Çапкаланчăк йытăсем хула çыннисене хăратаççĕ

Ун чухне çуллаччĕ. Улатăр тăрăхĕнчи Паснапуçра васкамасăр утатăп. Ахаль те пĕчĕк ялта пушанса юлнă çурт нумаййинчен тĕлĕнетĕп. Çын пурăнман пÿрт часах юхăнать çав. Пĕрисен ав хапхи чалăшнă, теприн чÿречисем пач çук, виççĕмĕшĕн карти ишĕлнĕ. Ял вĕçнелле çитсе пынă чухне хапха умĕнчи урапа айĕнчен пысăк йытă тухрĕ те тÿрех ман паталла вирхĕнчĕ... Сикрĕ, кĕпеме çаклатрĕ... Юрать, йытăран хăрамастăп. «Çитĕ ĕнтĕ, çитĕ, мĕн ашкăнатăн? Эпĕ санран пĕрех хăрамастăп», — терĕм те йытă лăпланчĕ. Урапа айнелле лăпăстатрĕ. Ачалăхăм сунар йыттисен хушшинче иртни пулăшрĕ. Хураçкасене хăранине кăтартма юраманнине аван чухлатăп. Паснапуçсем вара хăйсен йĕрки-курки-мĕн. Яла килекен кашни ют çыннах вĕсем çапларах, шикленерех темелле-ши, йышăнаççĕ. Электричествăпа епле усă курнине тĕрĕслекенсене те йытăпа вĕслетсе кĕтсе илеççĕ вĕсем. Хапхисене шăкăрт питĕрсе хураççĕ.

Ялсенче хуçасăр йытăсем хулари пекех йышлă мар, çапах йытă хÿри кукăр, унăн ăсĕнче мĕн пулнине пĕлеймĕн. Çынна, ачапчана тапăнас хăрушлăх пурах. Ку ыйту мана тахçантанпах канăçсăрлантарать. Ытахальтен мар. Çĕнĕ Шупашкар хулинче çапкаланчăк анчăк нумаййи пирки пĕрре кăна мар çырнă. Кĕрт йыттисем час-часах пухăнаççĕ. Çакă иртен-çÿреншĕн уйрăмах хăрушă. Вĕсене Химиксен тăкăрлăкĕн­че, Коммунистсен, Женя Крутова урамĕсенче ытларах курма пулать. Ирхине «Сокол» чарăнăва Шупашкара ĕçе çÿрекенсем йышлăн пухăнаççĕ. Нимĕç овчарки евĕрлĕ пысăк йытăсем çынсен урисен айĕнчех явкаланса çÿреççĕ. Çывăхрах вара стадион, çул урлă ача сачĕ вырнаçнă. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ тăтăшах пулакан вырăн. Пĕррехинче чупакан кĕрт йыттисем пĕр хĕрарăма пырса çапăнчĕç. Юрать, çыртмарĕç. Хĕрарăм кăшкăрса ячĕ те ушкăн саланчĕ. Тепрехинче «Тĕкĕрç кати» культурăпа кану паркне уçăлма кайнăччĕ. Ÿт-пĕве чупса пиçĕхтерме тухнă çамрăксен пĕр ушкăнĕ патне йытăсем пычĕç. Лешсем çухалса каймарĕç-ха, патакпа хăмсарса хам-хамсене хăваларĕç. Хуçасăр анчăксем республикăри ытти хулара та пур. Калăпăр, вĕсене Канашри чукун çул вокзалĕ таврашĕнче хам та пĕрре кăна мар курнă. Çĕнĕ Шупашкарта вара ку ыйту темиçе çул ĕнтĕ çав тери çивĕч тăрать. Хула администрацийĕ çак ыйтупа ĕлĕкхиллех ĕçлет: чĕрчунсене тытаççĕ те вĕлереççĕ. Çапла хăтланни чĕрчун хÿтĕлевçисене килĕшмест. Темиçе çул каялла вĕсем хула администрацийĕ умне митинга та тухнăччĕ. Хăйсен пăшăрханăвне пĕлтернĕччĕ, чĕрчунсене усрама условисем туса пама ыйтнăччĕ. Нумаях пулмасть хула администрацийĕнче вĕсем «Чулхулапа Санкт-Петербург опычĕпе хÿтлĕхсĕр чĕрчунсене шута илесси» проекта хÿтĕленĕ. Чĕрчун хÿтĕлевçисем хуçасăр анчăксене ятарлă центрсене вырнаçтарма, кастарма, вакцинаци тума, унтан йытăсене ырă çынсене пама е малтанхи вырăна /садик, шкул картишне, стадиона мар паллах/ кăларса яма сĕнеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, чĕрчунсене тĕп туни ырăпа вĕçленмест, темиçе çултан асăннă вырăнта тата хаяртарах анчăксем ĕрчеççĕ. Çут çанталăкăн йĕрки çапла. Тĕслĕхрен, Мускавра 1980 çулхи Олимпиада умĕн урамсенчи çапкаланчăк мĕнпур йытта тĕп тунă. Тепĕр икĕ çултан вĕсен йышĕ хулара икĕ хут ÿснĕ. Кастарнă хыççăн анчăксем ун пекех хаяр мар, кĕтÿсене те пухăнмаççĕ. Общественноçăн ырă ĕçĕсене пула Чулхулара хуçасăр анчăксен йышĕ 7 пинрен 5 пине яхăн чакнă. «Усатый-полосатый» общество организацийĕн ертÿçи Евгения Ефремова пĕлтернĕ тăрăх — хăшĕ-пĕри хваттерсенче пурăнакан йытăсемпе кушаксенех урама кăларса ярать. «Йытă çăвăрласан çурисене ырă çынна панă, иккĕмĕшĕнче те вĕсене вырнаçтарма май килнĕ. Анчах ялан вĕсемпе аппаланасси йăлăхтарать, хуçисен чăтăмлăхĕ пĕтет те çурасене урама кăларса ывăтаççĕ. Хăшĕсем анчăксемпе кушак çурисене 30 градуслă сивĕре те хĕрхенмеççĕ. Урамри чĕрчунсен 80 проценчĕ малтанхи кунсенчех пурнăçран уйрăлать. Пирĕн тĕллев — чĕрчун усракан хула çыннисене яваплăха, ыркăмăллăха, чунлăха çухатмалла маррине аса илтересси», — тет йытăсен хÿтĕлевçи.

Сăмах май, чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта чĕрчунсене шар кăтартакансене хирĕçле митинг иртнĕ. Ăна Хабаровскри 17 çулти икĕ хĕр йытăсемпе кушаксене хĕненине ÿкернĕ видеосене Интернета вырнаçтарнă хыççăн йĕркеленĕ. Кун пек акци çĕршыври 90 хулара пулнă. Митинга пухăннисем влаçрисене чĕрчунсене асаплантаракансене çирĕпрех явап тыттарма ыйтнă. Чĕрчун хÿтĕлевçисем тÿре-шара хăйсене илтессе шанаççĕ. «Йытă-кушака асаплантаракан ырă курмасть», — теççĕ халăхра. «Кушак хăйне хур тăвакана ылханать», — тенине те илтнех-тĕр вулакан. Паллах, «кĕçĕннисене» хÿтĕлемеллех. Йытта хваттерте усратăн тăк — пăхмаллах. «Ах йăлăхтарчĕ», — тесе килтен кăларса ямалла мар. Яваплăх туйăмне çухатни вырăнсăр. Çак ыйтупа Шупашкар хулин администрацийĕнче «çавра сĕтел» те ирттернĕ. Манăн шухăшпа — çапкаланчăк йытта персе пăрахнипе çивĕч ыйтăва яланлăхах татса пама çук, хуçасăр чĕрчунсене ятарлă центра вырнаçтармалла, вакцинаци тумалла. Вĕсене ырă çынсене памалла. Хăшпĕр хулара йытăсене кастарнă хыççăн малтанхи вырăнах кăларса яраççĕ. Кунпа килĕшесех килмест. Ирĕккĕн, хăй тĕллĕн çÿрекен йытă çынна пĕрех хăратать.

Роза ВЛАСОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.