Чăваш Ен – малтисен шутĕнче

27 Дек, 2016

Чăваш Республикинче 2016 çулта федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионтинчен сахалрах пушар тухнă. Кун пирки МЧС Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕ Игорь Паньшин генерал- полковник Саранскра иртнĕ канашлура пĕлтернĕ.

Вăл çавăн пекех Чăваш Енре талăкĕпех çынсем пулакан социаллă об±ектсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, вăрман пушарĕсенчен сыхланас, 112 тытăма /Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пĕрлехи «112» номерпе оперативлă службăсене чĕнсе илессине тивĕçтересси/ туса хурас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине палăртнă.