Çĕнĕлĕхсем пирки - тĕплĕнрех
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак кунсенче алă пуснă çĕнĕ указсем, ЧР Правительствин йышăнăвĕсем пирки халăха тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе республикăри министерство-ведомство ертÿçисем, влаç органĕсен ытти представителĕ Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче брифинг ирттерчĕç, журналистсене комментарисем пачĕç.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштавăн 19-мĕшĕнче Иркутскри лару-тăрăва тĕпе хурса «фанфурик» сутассине кирлĕ пĕтĕм тĕрĕслев мероприятине ирттерсе кăтартусем паллă пуличчен чарса лартма хушнă. Çак енĕпе ĕçсем мĕнле пыни пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ — Тĕрĕслевпе общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин каласа кăтартрĕ: «Республикăра «фанфурик» сутассипе кĕрешме эпир Михаил Игнатьев хушнипе Иркутскри инкекченех пуçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене çакăн евĕрлĕ ĕç-хĕле питĕ çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки çине-çинех аса илтерчĕ, предпринимательсемпе уйрăм аптекăсен хуçисене çавнашкал шĕвексене сутассине чикĕлеме ыйтрĕ. Мĕншĕн тесен пурте пĕлетпĕр: спиртлă хутăшсене ĕçни питĕ пысăк сиен кÿрет. Пирĕн управленин тĕп тĕллевĕ — республика Пуçлăхĕн хушăвĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси. Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, ШĔМ питĕ пысăк ĕç туса ирттернине эпир пĕлетпĕр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Иркутскри пă-тăрмах хыççăн çĕршыв Правительствине пĕчĕк савăтра сутакан алкоголь продукцийĕн çаврăнăшне чикĕлеме тата ăна сутассине тĕрĕслесе тăма хушрĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра аптекăсенче тата суту-илÿ организацийĕсенче рейдсем ирттереççĕ, унта общество организацийĕсене те явăçтараççĕ. Телее, Чăваш Енре «фанфурик» ĕçсе наркăмăшланнă тĕслĕхсем пулман. Саккун кунашкал продукцие сутма чармасть. Çапах çынсен хăйсен çакă мĕн тери пысăк инкек патне илсе çитерме тата вăл пирĕнтен кашнинех пырса тивме пултарнине ăнланмалла. Шел, темиçе организаци пирĕн тĕрĕслевсем хыççăн та лару- тăрăва улăштарасшăн мар. Тĕслĕхрен, Шупашкарти пĕр лавккара тĕрĕслев вăхăтĕнче этил спиртне виçĕ хутчен туртса илнĕ. Унăн ертÿçи йĕрке хуралĕн органĕсен асăрхаттарăвне пăхмасăр ăна халĕ те сутать. Çĕнĕ Шупашкарти пĕр лавкка директорĕ те услам курас тĕллевлĕ, вăл та çынсен сывлăхĕ пирки пăшăр-ханмасть».
Шупашкар хула администрацийĕн предпринимательлĕхпе потребитель рынокĕн аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова тĕп хулара йĕркеленĕ тĕрĕслевсем мĕн кăтартнипе паллаштарчĕ. «Хулара халĕ 235 аптека, вĕсенчен 142-шĕнче «фанфурик» сутмаççĕ, ыттисенче вара чылай вăхăт ĕнтĕ спиртлă шĕвексене сутасси-не пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн Алексей Ладыковăн хушăвĕпе «хĕрÿ лини» ĕçлет: «фанфуриксене» саккунсăр майпа ăçта сутни çинчен шăпах унта шăнкăравласа пĕлтерме пулать», — терĕ вăл Шупашкарта кашни кунах рейдсем ирттернине, темиçе аптекăра «Асептолин» сутнине асăрханине, Шумилов урамĕнчи гаражра вара тăватă ещĕк этил спирчĕ тата вунă ещĕк çур литрлă шурă эрех тупнине /вĕсен кирлĕ до-кументсем тата акциз маркисем пулман/ пĕлтернĕ май. Çав хутăшсене ЧР ШĔМĕн эксперт-криминалистика цен-трне ăсатнă, тĕрĕслев кăтартăвĕсем паллă пулсан саккунпа килĕшÿллĕн мерăсем йышăнĕç.
***
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштавăн 22-мĕшĕнче «Чăваш Республикин экономикăн чăн секторне пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унта республикăра промышленноç тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн аталанăвĕн фондне тăвассине палăртнă. Çак фонд пирки тĕплĕнрех ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин ăнлантарчĕ: «Ку фонд виçĕ енлĕн ĕçлĕ: пысăк бизнес валли «пĕр чÿрече» мелне туса хурасси, инвестици проекчĕсен аталанăвĕ валли çăмăллăхлă займсем — 5% ставкăпа — парасси, импорта хамăрăн та-варсемпе улăштарассипе çыхăннă проектсем валли инфратытăма тÿлевсĕр хăтласси. Пирĕн тĕллев — Чăваш Енре бизнеса ертсе пыма тата лайăхрах условисем йĕркелесси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси. Çакă пирĕн çамрăксемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем урăх регионсенче мар, хамăр тăрăхрах тивĕçлĕ ĕç тупчăр тесе тăрăшмалла пирĕн». «Ольдеевская» агрофирма директорĕсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова тата «Каскад» НПО» АОн маркетингпа суту-илÿ департаменчĕн директорĕ Борис Шехтер çак фонда уçни пысăк бизнесшăн питех те кирлине пĕлтерчĕç.
***
ЧР Правительстви граждансен общество транспорчĕпе çÿремелли çăмăллăхлă карттине 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пăрахăçласси пирки калакан йышăнăва ырланă. Питех те калаçтаракан ыйтăва ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников уçăмлатрĕ. «Бюджет тĕлĕшпе тиев ытла пысăк пулнăран пирĕн суйлама тиврĕ: социаллă пĕлтерĕшлĕ маршрутсене е çăмăллăхлă карттăна хăвармалла-и? Министрсен Кабинечĕ пĕрремĕшне суйларĕ. Улшăнусем çăмăллăхçăсен 21 категорине пырса тивеççĕ: çав шутрах — ĕç ветеранĕсене, инвалидсене… Çапах асăннă карттăпа малашне электрон енчĕк пек усă курма май килĕ, унта укçа хумалла çеç. Электрон мелпе тÿлесе пассажирсем хăйсен укçин 20% таран перекетлеме пултараççĕ. Хальччен çăмăллăхçăсем пĕрлехи çулçÿрев билечĕ туяннă та автобуспа та, троллейбуспа та çÿренĕ. Малашне çăмăллăхçăсем автобуспа е троллейбуспа çÿрес тесен 700-750 тенкĕ тÿлесе çулçÿрев билечĕ илме пултараççĕ, ЧР Ĕçлев министерстви вĕсене 150 тенкине каялла тавăрса парĕ. Урăхла каласан, çăмăллăхсене пĕтермеççĕ, пулăшу тĕллевлĕрех çеç пулать», — терĕ министр.
«Раççей Президенчĕ кирлĕлĕх тата адреслăх критерийĕсене ĕçе кĕртме, социаллă пулăшăва çак мерăсем чăнласах та кирлĕ граждансене пама тĕллев лартрĕ. Транспорт компанийĕсем граж-дансен çăмăллăхлă категорийĕсене илсе çÿренĕшĕн тăкаксене саплаштарма ыйтатчĕç, çак çăмăллăхсемпе миçен усă курнине хăйсем те калаймастчĕç. Малашне вара çулçÿрев билечĕ туянса çын хăйне çак пулăшу чăнласах та кирлине тата унпа усă курнине ĕнентерсе парĕ. 150 тенкĕлĕх компенсацие эпир çăмăллăхçăн расчет счечĕ çине куçарса парăпăр», — калаçăва тăсрĕ ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев.
***
ЧР Патшалăх Канашĕ хăйĕн черетлĕ 4-мĕш сессийĕнче республикăн ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен калакан саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусене ырланă. Ку саккуна республика Пуçлăхĕ алă пуснă.
«Чăваш Енре ача пособийĕсен 56 тĕсĕ пур, вĕсем 164 тенкĕрен пуçласа 2 пин тенкĕпе танлашаççĕ, кун пекки Атăлçи округĕн пĕр субъектĕнче те урăх çук. Хăшпĕр пособи виçи Çĕнĕ çултан ÿсет», — терĕ Сергей Димитриев. Çемьесенче 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан вĕсем 3 çула çитиччен уйăхсерен паракан пособие малашне мĕншĕн памассине те ăнлантарчĕ вăл. Чăваш Енре ача çуралассин кăтартăвĕсем юлашки вăхăтра лайăхланнă, çавна май регион РФ субъекчĕсене суйласа илмелли критерисене — нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем валли федераци бюджетĕнчен софинансировани мелĕпе укçа памаллисене — тивĕçтерми пулнă. Чăваш Енре 2015 çулта ача çуралассин коэффициенчĕ 1,935 пулнă, Раççейре вăтамран — 1,784. «Ашшĕ-амăшĕ 2014, 2015 тата 2016 çулсенче çуралнă ачисемшĕн асăннă тÿлеве илĕ, 2017 çулта кун çути курнисемшĕн — çук. Çав хушăрах виçĕ е ытларах ачаллисене республикăри амăшĕн капиталне парасси, çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси малашне те сыхланса юлĕç», — ăнлантарчĕ министр.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать