Килес ăрусем валли кăçал мĕн турăмăр?

27 Дек, 2016

«Телейлĕ, пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни çыннăн хăй ыттисене кирлине туйса тăмалла, унăн хăтлă кил-çурт, тивĕçлĕ ĕç укçи пулмалла, лайăх медицина пулăшăвĕпе усă курмалла, пахалăхлă пĕлÿ илме пултармалла тата хăйĕн ачисен малашлăхĕ ырă пулассине шанмалла», — çак йĕркесем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран. Çавăнпа пĕрлех ачасене кăмăл-сипет мĕнне пĕлсе ăс- хакăл тĕлĕшĕнчен пуян çитĕнтерме, вĕсен пултарулăхне аталантарма тăрăшмалла. Тăван çĕршыва, çуралнă кĕтесе юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Çак тĕллевсемпе пурăнатпăр та, ĕçлетпĕр те.

Акă 2016 çул та вĕçленсе пырать. Мĕнпе асра юлчĕ-ха Чăваш Енĕн культура пурнăçĕ? Истори, пулас ăрусем валли мĕн хăвартăмăр? Художниксемпе поэтсем, мусăкçăсемпе писательсем, культура çурчĕсен ĕçченĕсемпе библиотекарьсем, ыттисем Чăваш Ен чапне, сумне, ятне çĕклеççĕ. Вĕсем пуррипе, вĕсен вăйĕпе паян республика историйĕ Раççей, тĕнче кун-çулне çырăнса пырăнать.

Кăçал Раççейре Кино çулталăкĕ пулчĕ, Чăваш Енре — Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çак самантсене тĕпе хурса ĕçлесе пынă та. Чи малтанах çĕршыври пĕчĕк хуласенчи кинозалсен тытăмне аталантармаллине кун йĕркинчен кăларман. Чăваш Ен Раççейри Кино искусствине пулăшакан фондран Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенчи клубсемпе культура керменĕсем валли цифра кинооборудованийĕ туянма 15 миллион тенкĕлĕх субсидисем илчĕ. Çак çăмăллăхпа çитес çул тата темиçе район усă курĕ.

Федерацин яла аталантармалли программи шайĕнче Вăрмар, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче нумай функциллĕ культура центрĕсем тума тытăнчĕç. Вĕсенчен пĕри — Çĕрпÿ хутлăхĕнчи Михайловкăри — çак кунсенче ĕçлеме пуçларĕ те. Малашлăхра республикăри ытти районта çавнашкал тата 8 центр тумалла.

Раççейри Кино çулталăкĕнче Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш «Асам» кинофестивалĕ çÿллĕ шайра, сумлă иртнине палăртмалла: конкурса тăратнă ĕçсен шучĕпе те, хăнасем йышлă пулнипе те. Чи пĕлтерĕшли — фестивале патшалăх хÿттинче — Федерацин национальноçсен агентствин укçи-тенкипе — ирттерме май килни. Çав вăхăтрах малашне хăш енĕпе ытларах ĕçлемелли те палăрчĕ — куракана епле шайра явăçтарни хальлĕхе тивĕçтермерĕ. Чылай картинăна ăна ÿкернĕ çынсемпе унта вылянă артистсем тата жюри членĕсем кăна пăхрĕç. Малашне йĕркелÿçĕсен ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсемпе тата фильмсене районсенче кăтартассипе ытларах ĕçлеме тивĕ.

2016 çулхи культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăм — Чăваш Енри халăхсен Аслă пухăвĕ. Ăна ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăну кăларнă. Халăхсен хутшăнăвĕ енĕпе республикăра ĕç-пуç начар мар. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче ЧР халăхĕсен ассамблейине йĕркелерĕç. Умра — пысăк тĕллевсем. Кирек хăш наци çынни те, пысăк йышпа пурăнать-и вăл ку тăрăхра е пачах шутпа кăна-и — унран пулăшу ыйтма пултарĕ. Нацисемпе конфессисен çыхăнăвне тата та вăйлăрах çирĕплетесси — Халăхсен ассамблейин ĕçĕ.

Çакăн хыççăн ку енĕпе тата пысăк тепĕр утăм пулчĕ: ЧР Пуçлăхĕ чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртне туса хурасси çинчен Указ кăларчĕ. Пытарма кирлĕ мар: çак пулăма Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан вун-вун халăх представителĕ нумай- нумай çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ку таранч-чен вăл е ку наци культура пĕрлĕхĕ, обществи, центрĕ ăçта май килнĕ çавăнта тытăнкаласа тăнă. Пÿлĕмсемшĕн, усă куракан лаптăксемшĕн тÿлеме тивнĕ. Общество майĕпе ĕçлекен организацисен нухрат çителĕксĕрри пуриншĕн те паллă. Çавăнпа кирек мĕнле мероприятире те Халăхсен çурчĕ тумалли пирки калаçу пуçланатчĕ. Халĕ акă ыйтăва татса панă.

Республика Правительстви «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çурта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне парасси çинчен кăларнă йышăнăва культура ĕçченĕсем тата, паллах, асăннă коллектив савăнăçлăн кĕтсе илни никама та иккĕлентермест. 80 çул ытла çуртсăр çÿренĕ хыççăн тинех яланхи адреслă пулĕç. Тĕрĕссипе, савăнăçпа пĕрлех йывăрлăх та сиксе тухнă: çурта юсамалла-çке. Çакă артистсене хăратмасть: вĕсем хавхаланса ĕçлеççĕ, тепĕр чухне кунне 4-шар спектакль лартаççĕ, юсав ĕçĕсене те хутшăнма хатĕр. Пурте хăйĕн çуртĕнче пурăнасшăн.

Нумаях пулмасть Шупашкарта регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум иртни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Ултă кунра республикăри, тĕрлĕ регионтан килнĕ литературăпа искусство ĕçченĕсем, декораципе хушма искусство маçтăрĕсем, кинематографистсем, библиотека ĕçченĕсем этника ушкăнĕсен культура пуянлăхне уçса памалли, Раççей хутлăхĕнчи халăхсен çыхăнăвне, хутшăнăвне культура урлă аталантармалли меслетсене сÿтсе яврĕç.

Ытти пулăмпа та асра юлĕ 2016 çул. Сăмахăма республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырури йĕркесемпех вĕçлессĕм килет: «Сывă наци» текен ăнлав граждансен ÿт-пÿ сывлăхне кăна мар, кăмăл-сипет сывлăхне те палăртать. Нумай нациллĕ Чăваш Республикинче обществăпа политика лару- тăрăвĕ вун-вун çул çирĕп шайра сыхланса упранать, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет никĕсĕсем çирĕпленсе малалла аталанаççĕ...» Çапла, халăх пĕрлĕхĕ, туслăхĕ — хурçăран та çирĕп, ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă вăй. Шăпах вăл пулăшнă та пирĕн патшалăхăмăра питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсенче, йывăр самантсенче. Шăпах çавăнпа çирĕпленнĕ пĕр-пĕрне хисеплесси, пулăшасси. Малашне те çаплах пулĕ.

Надежда СМИРНОВА.

 

Светлана СТАРИКОВА, ЧР Наци библиотекин директорĕ:

— Историе юлакан çулталăк пирĕншĕн, Наци библиотекин ĕçченĕсемшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен кăçал вулавăшăн 145 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Çавна май питĕ нумай мероприяти йĕркелерĕмĕр, çав шутра — юбилее халалланă конференци те. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче ирттернĕ «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум вăхăтĕнче Наци библиотеки çĕр-çĕр çынна йышăнчĕ. Унта ытти регионтан — Мордва, Мари, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Ульяновск, Иваново облаçĕсенчен, Мускавпа Питĕр хулисенчен делегацисем хутшăнчĕç. Кунашкал тĕлпулусем яланах кирлĕ. Вĕсем хамăра хаклама, ыттисен опычĕпе паллашма пулăшаççĕ. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче библиотекăра Китай культурин центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна уçма Китайри Аньхой провинцийĕн культура департаменчĕн директорĕ, унти библиотека директорĕ, ыттисем хутшăнчĕç. Наци библиотеки тĕрлĕ организацие мероприятисем йĕркелеме майсем туса парать. Сăмахран, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль, Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ, ыттисем, тĕпрен илсен, пирĕн вулавăшра иртеççĕ.

 

Абдували ЕРГАШЕВ, Чăваш Енри узбексен культура центрĕн председателĕ:

— Республикăра узбексем пысăк йышпа пурăнаççĕ теме çук, апла пулин те пире аталанма майсем туса параççĕ. Авăн уйăхĕнче Чăваш Енри халăхсен Аслă пухăвĕ иртрĕ. Унта ЧР халăхĕсен ассамблейи чăмăртанчĕ. Вăл пире çĕнĕ вăй пачĕ, хавхалану кÿчĕ.

Узбек культура центрĕ мероприятисем ирттерме тăрăшать- ха, çапах пире çак ĕçре хамăрăн яланхи вырăн çукки чăрмантаратчĕ. Çавна пула е культурăпа искусство институтĕнчен, е Наци вулавăшĕнчен пулăшу ыйтма тиветчĕ. Халăхсен туслăхĕн çуртне тăвасси пирки Указ тухни — тахçантанпах кĕтнĕ çăлăнăç. Вăл уçăлассине эпир кăна мар, республикăри вун-вун халăх предста-вителĕ чăтăмсăррăн кĕтет.

 

Антонина АЛЕКСАНДРОВА, Елчĕк районĕнчи культурăпа информаци пайĕн пуçлăхĕ:

— Федерацин яла аталантармалли программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăра виçĕ клуб тума палăртнăччĕ. Çав шутра пирĕн районти Тускел ялĕнчи культура çурчĕ те пур. Çакăншăн республика ертÿлĕхне чун-чĕререн тав тăватпăр. Тускел юрă- ташă ăстисем пилĕк çул урамра юрласа-ташласа çÿрени, концертсем кăтартни сая каймарĕ. Ял халăхĕ Çĕнĕ çула çĕнĕ клубра кĕтсе илĕ. Ĕç çыннин тата Кино çулталăкĕнче ку енĕпе начар мар ĕçленĕ — район шайĕпе конкурссем ирттернĕ. Çавна май ĕç çыннине сăнланă кинороликсен архивĕ самай пуянланчĕ.

Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем /Патреккелти халăх хорĕ, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Варкăш» халăх коллективĕ, ыттисем/ республика шайĕнчи конкурссене хутшăнчĕç, Чăваш Ен ту-лашне концертсемпе кайса килчĕç.

Çитес çул района йĕркеленĕренпе 90 çул çитĕ. Хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Ку енĕпе палăртнă пысăк ĕç — музей комплексĕ тăвасси.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.