Килсе çитрĕ Хĕл Мучи - сивĕ шартлама хуçи

24 Дек, 2016

Çĕнĕ çул çывхарсах пырать. Чылайăшĕшĕн çулталăкри чи пысăк уяв вăл. Çавна май халăх темĕнле асамлăхпа тĕлĕнтермĕше кĕтет. Ачасем çеç те мар, аслисем те Хĕл Мучин хăватлă вăйне ĕненеççĕ. Çутă ĕмĕтпе çунатланнă вăхăтра, паллах, вăхăта та хаваслă, кăмăллă ирттермелле.

Çемьепе канма, савăнма республикăра тĕрлĕ уяв йĕркелеççĕ. Кашни хулапа районтах Çĕнĕ çула халалланă мероприятисем йышлă. Шупашкарта — уйрăмах.

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕччен Хĕрлĕ тÿремри Раштав лапамĕнче каçхи 18 сехетре куллен театрализациленĕ уявсем иртĕç. Унта кашниех хутшăнма пултарать. Чăваш тата вырăс юмахĕсенчи, паянхи мультфильмсенчи сăнарсем шăпăрлансемпе аслисене савăк кăмăл парнелĕç, выляттарĕç, юрласа ташлаттарĕç.

Кунтах — Хĕл Мучин резеденцийĕ те. Вăл шăпах паян ĕçлеме пуçлать. Кунта 12 сехетре шартлама хуçи килсе çитет. Малтанах шур сухал вĕренÿ учрежденийĕсен «Юмах парадне» уçать. Унтан хула конкурсĕсен çĕнтерÿçисене чыслать. Хĕл Мучие тĕл пулас текенсем унăн вăхăтлăх йĕркеленĕ килне кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕчченех килме пултараççĕ. Шурă сухал ачасемпе ашшĕ-амăшне 11 сехетрен пуçласа 21 сехетчен йышăнать.

Хĕрлĕ лапамра ачасене çурçĕртен килсе çитнĕ пăланпа та ярăнтарма май пур. Купидон ятлăскер çамрăк-ха, 2 çулта çеç, апла пулин те ăна çунана кÿлсе тăратнă. Хĕл Мучипе пĕрле хаваспах ачасене савăнтарать чĕрчун.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.