"Фанфурик", тÿлевсĕр çÿрев тата ытти ...

23 Дек, 2016

Чăваш Республикин Общество палатин концерец-залĕнче спирт хутăшлĕ продукцирен халăха пистерес ыйтусемпе брифинг ирттернĕ.

Унта Общество палатин Граждансен прависене хÿтĕлес, общество тĕрĕслевĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп наркологĕ Ирина Булыгина, асăннă тытăмăн тĕп педиатрĕ-наркологĕ Лилия Дорофеева, "Сывă наци" общество организацийĕн ертÿçи Кирилл Лукин, Роспотребнадзорăн республикăри пуçлăхĕ Надежда Луговская хутшăнчĕç, суррогатлă алкогольпе наркăмăшланассине сирес тĕллевпе туса ирттерекен ĕçсене çутатрĕç, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Асăннă мероприяти хыççăнах кунта çăмăллăхпа усă куракан граждансене тÿлевсĕр çÿревпе ятран тата кирлĕлĕхе кура тивĕçтерес ыйтусене "çавра сĕтел" хушшинче ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн заместителĕ — финанслас енĕпе \ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алексей Тимофеев, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, асăннă палата членĕсем, ветерансен тата инвалидсен общество организацийĕсен представителĕсем сÿтсе яврĕç.

В.СМИРНОВА

 

Автор: