Вырăнти влаç вырăнта пултăр

22 Дек, 2016

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен канашĕн черетсĕр VI съездне тата асăннă канаш правленийĕн анлă ларăвне хутшăннă.

 Республика Пуçлăхĕ вăйлă муниципалитет йĕркеленĕвĕсем Чăваш Ен аталанăвĕн никĕсĕ пулни-не палăртнă. Халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парасси, муниципалитетсенчи, ял тăрăхĕсенчи пурнăç шайне çĕклесси вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тухăçлă ĕçĕнчен нумай килет.

«Ырă улшăнусене пăхмасăр çивĕч ыйтусем пур, вĕсене татса парассине ырана хăварма юрамасть. Хăшпĕр муниципалитетра программăсене халиччен те республика программисемпе çураçуллă туман. Эпир сире май пур таран пулăшма хатĕр. Анчах сирĕн те юлмалла мар, çур утăм малта пулмалла», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Вăл республика 2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртнă. «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем ĕçлеймеççĕ пулин те кăрлач-чÿк уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 108,9% танлашнă. Çакă — электротехника кластерĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, апат-çимĕç предприятийĕсем, тирпейлекен производствăсем ăнăçлă аталаннин кăтартăвĕ. Михаил Васильевич вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене регионти ĕçлĕ климата лайăхлатас енĕпе пĕрле ĕçленĕшĕн тав тунă. Инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Ен Раççейĕн 85 субъекчĕ хушшинче 6-мĕш вырăн йышăнать.

Республика Пуçлăхĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем тупса вĕсене пурнăçламаллине палăртнă. Çакă инфратытăма аталантармашкăн укçа кÿрĕ. Паян ку енĕпе ĕçлемелли майсем пур. Калăпăр, Михаил Игнатьев Раççейĕн Владимир Путин Президент ертсе пынă официаллă делегацийĕн йышĕнче Японире визитпа пулнă май Чăваш Енре пысăк теплица комплексĕсем тумалли тата промышленноç площадкисене малалла аталантармалли проектсене пурнăçламалли майсене сÿтсе явнă.

«Пирĕн çакна манмалла мар: пĕрлехи тĕллевĕмĕр — çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси. Пурне те пархатарлă мĕнпур пуçарура пултаруллă пулма, муниципалитетсенче пурăнакансен ыр-лăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçлеме сунатăп», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Вырăнти хăйтытăмлăхăн чи лайăх ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса чысланă.

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн бюджет политикин 2017-2019 çулсенчи тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх — хамăрăн тупăшсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче тăваттăмĕш вырăнта. Çав вăхăтрах хăшпĕр муниципалитетра уйăрнă укçапа туллин усă курман, федераци укçин юлашкине 2017 çулта тавăрса памĕç. «Кирлине çирĕплетсен эпир республика бюджечĕн юлнă укçине муниципалитет йĕркеленĕвĕсене тавăрса памалли майсене упраса хăваратпăр», — тенĕ Светлана Енилина. Вăл муниципалитет пуçлăхĕсене общество финансĕсен управленийĕ енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене хăйсен тупăшне пысăклатмалли мероприятисен планне хатĕрлеме сĕннĕ. Çулленхи çак ÿсĕм вырăнти бюджетăн 2017-2019 çулсем валли планланă параметрĕсен 2,5% кая мар пулмалла.

Республикăн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕрĕслевпе надзор органĕсемпе çыхăну тытса ĕçлени çинчен ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов каласа панă. Регионта Атăлçи округĕнче пирвайхисен шутĕнче тĕрĕслевпе надзор органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хутшăнăвĕсен çивĕч ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Çак хутшăнусен тухăçлăхне тишкерме ведомствăсен пĕрлехи комиссине туса хуни, хăйтытăмлăх тата тĕрĕслевпе надзор органĕсен çыхăнăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерни тĕрĕслевпе надзор органĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене кÿрекен витĕме палăрмаллах чакарма май панă. Леонид Черкесов ку енĕпе малалла ĕçлемеллине, вырăнти хăйтытăмлăхăн должноçри çыннисем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслев ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелемеллине палăртнă. «Çĕршыв ертÿçисем тĕрĕслевпе надзор тытăмне çĕнетмелли политика тытса пынă май ку енĕпе мĕнпур шайри влаç органĕсен тимлĕ пулмалла», — тенĕ вăл.

Ларура Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленине, ревизи комиссине суйланă. Çавăн пекех общество финансĕсемпе тухăçлă усă курассипе, патшалăх саккасĕсене вырнаçтарнă тата çĕр лаптăкĕсене валеçнĕ чухне коррупцирен сыхланассипе çыхăннă темăсене, ытти ыйтăва сÿтсе явнă.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти влаç органĕсен ертÿçисене обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упраса хăварас енĕпе пурин те пĕрле ĕçлемелли çинчен каланă. Çавăн пекех Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă массăллă мероприятисен вăхăтĕнче право хуралĕн органĕсемпе пĕрле йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки аса илтернĕ.

К.АНДРЕЕВ

Автор: