Чăх-чĕп суранланасран

22 Дек, 2016

Килти кайăк-кĕшĕке сивĕре тимлĕрех пăхмалла. Хĕлле вĕсем ытларах витере тăраççĕ, апат рационĕ те улшăнать, кăштах чухăнланать те. Витере тăвăр, уçăлтармалли вырăн çук пулсан чăхсем пĕр-пĕрне сăхма пуçлаççĕ. Кун пек чухне пĕр-пĕр кайăка суранлатма та пултараççĕ.

Суранланнăскере вăхăтра асăрхаса уйăрмасассăн вăл тепĕр 4-5 сехетренех вилсе те выртĕ. Мĕншĕн тесен чĕрĕ сурана асăрхасан ытти чăхсем те унăн суранне сăхма тытăнаççĕ. Çакă, паллах, чăхсемпе тимлĕрех пулмалли сăлтав. «Хаярланнă» чăхсем хÿтлĕхсĕр кăвакал е хур чĕпписене те сиенлеме пултараççĕ.

Хĕлле уçăлма кăларсассăн чăх-чĕпĕн уçă вырăнĕсене — киккирикне, «алкине», урисене — тăм илесрен асăрхамалла. Суранланнă кайăка ыттисем часах асăрхаççĕ.

Инкубаторта кăларнă чĕпĕсем те икĕ эрне тултарнă тĕлеллех пĕр-пĕрне сăхма пуçлаççĕ. Çакă чĕпĕсем пурăнакан вырăнта ытлашши çутă тата тăракан лаптăк вĕсемшĕн хĕсĕкрех пулнипе çыхăннă. Кун пек чухне çутă хăватне чакармалла, начартарах çутатакан лампа çакмалла, чĕпĕсене ирĕклĕрех çĕре куçармалла.

Суранлă чĕппе е чăхха уйăрмалла. Ăна суран сипленсе çитичченех уйрăм тытмалла. Енчен те хур-кăвакал е чăх урине тăм илнĕ пулсан вĕсене антибиотиклă маçпа /5% синтомицин маçĕ е 3% тетрациклин/ сĕрсе бинтпа çыхмалла. Ăна сеткăллă бинтпа çирĕплетмелле. Сурана 2 кунран пăхмалла, çыхнă бинта çĕнетмелле. Бинт суран тĕлне çыпăçса ларнă пулсан 3% водород перекиçĕпе, хлоргексидинпа йĕпетсе уйăрмалла.

Киккирике тăм илсессĕн 1-2 эрне çемçе маçсемпе сĕрмелле. Суран епле тÿрленнине сăнаса тăмалла. Киккирике сиплеме 10%-лă синтомицин эмульсийĕ, сырлан, прополис хушнă маçсем лайăх.

Сиплĕ маçе килте хатĕрлеме пулать. Выльăха сиплемелли «Зорька» маç е вазелин, е шăратнă салăна антибиотик хушса хутăштармалла. Тÿмеллĕ е инъекци валли хатĕрленĕ флаконлă антибиотик юрать. 3-5 г антибиотик, 100 г çу е вазелин пуçне. Йÿнĕ 0,1 грамлă 15 капсула доксициклин антибиотика 50 г çупа хутăштарсан 3%-лă маç пулать, унта пĕр чей кашăкĕ календула настойки, 1 чей кашăкĕ сырлан çăвĕ хушсан аван.

Прополислă маç хатĕрлесси. 30 г прополиса 100 мл шур эрехре /70 градуслă спирт пулсан лайăхрах/ ирĕлтермелле, 10 кун тытмалла, вăхăт-вăхăт силлемелле. Унтан 100 г çăва 10 мл хатĕрленĕ прополис экстрактне хушса лайăх çăрмалла. 3%-лă прополислă маç пулать. Маçсене пĕчĕк виçепе хатĕрлесен аванрах.

Кăштах тÿрленме пуçланă сурансене е пĕчĕкçĕ шăйрăксене антисептиклă çилĕмпе çыпăçтармалла е таса тикĕтлĕ ятарлă аэрозольпе пĕрĕхмелле. Ветеринари аптекисенче вĕсене сутаççĕ. Çынсем усă куракан БФ-6 çилĕм те пĕчĕк сурана хуплама юрăхлă.

Чăхсем пĕр-пĕрне сăхса суранлатнин сăлтавĕсем:

  •  Апат рационĕ чухăн пулни. Витаминсем, белок çитменни.
  •  Вăйлă çутă тата çутă вăхăтне ытлашши нумай тăсни. Хĕлле çутă вăхăчĕ 14 сехетрен иртмелле мар.
  •  Витере чăхсене тăвăр пулни.
  •  Апат валашкисем çителĕксĕр, пурне те ирĕклĕн апатланма вырăн çитменни. Шыв валашкисем те çителĕклĕ пулмалла.
  •  Витере шăрăх е нÿрĕклĕх виçи пысăкки те чăхсене канăçсăрлантарать.
  •  Тĕк пыйти е ÿт пыйти пулни, ытти суран-кĕсен.
  •  Яланах витере тытни, уçăлтармасăр тăратни.

Чăхсене сăхас чиртен /пулăмран/ хăтарас тесен асăннă сăлтавсене тĕпчĕр. Апата, кайăк-кĕшĕк пурăнакан условисене улăштарса пăхăр.

Çутăна тĕксĕмреххипе улăштарма пачах та тăкаклă мар. Çутă вăхăчĕ 12-14 сехет пулмалла. Апата белоклăрах тума тăрăшăр. Пулă е выльăх шăммин çăнăхĕ, тăпăрчă е унăн шывĕ, уйран, обрат лайăх.

Ăшă вăхăтра уçăлтарма кăлармалла. Чăхсене йăванмашкăн кĕлпе хăйăр хутăшĕллĕ тирĕк пулмалла. Ăна икĕ эрнере пĕрре çĕнетмелле. Кайăксене чĕрĕ апат та кирлĕ. Типĕтнĕ вĕлтрен милĕкĕ, утă çыххи, чĕрĕ кăшман е купăста пуçне çакса памалла.

Чăх-чĕпе пăхас йĕркене улăштарсассăн витери лару-тăру улшăнма кирлĕ. Хăшпĕр кайăк ытлашши «хаяр» пулма пултарать. Çакнашкалли каярахпа та лăпланма пĕлмерĕ тĕк ăна яшкана яма вăхăт.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.