Декабрист мĕншĕн чечек çурмасть?

22 Дек, 2016

Хаçатăн 48-мĕш номерĕнче «Декабрист чечекре» статьяна тимлĕ вуларăм. Манăн декабрист вара икĕ çул пачах та чечекленмест, кăçал та çеçке кĕтсе илеймерĕм. Сăлтавĕ мĕнре-ши?

Наталья ВОРОНОВА.

Вăрмар районĕ.

Çак чечеке мĕнле пăхмалли çинчен çырса кăтартнăччĕ. Мĕншĕн чечек çурманнин сăлтавĕсене пăхса тухăпăр.

1. Çулла нÿрĕк çитменнипе, ытлашши шăрăхпа е хĕвел питтинче аптрасан декабрист лайăх аталанаймасть, унăн чечек папкисем тытăнаймаççĕ те декабрьте вăл чечек çураймасть.

2. Пĕр куршакра тăпрана улăштармасăр 5 çула яхăн ларни те хавшатать ăна. Чечек тăпрари пулăхлăха йăлтах пĕтерет, тымарсем аталанаймаççĕ, чечек активлăхĕ чакать.

3. Декабриста вырăнтан вырăна тăтăш куçарма юрамасть. Чечек папкисем тытăнма пуçласан ăна урăх вырăна çеç мар, тепĕр еннелле çавăрса лартма та юрамасть, пачах тĕкĕнмелле мар.

4. Куçарса лартнă чухне ытлашши пысăк куршак илмелле мар. Куршак малтанхинчен кăшт çеç пысăкрах пулмалла. Пысăк куршака лартсассăн чечек тымарĕсем вăйлă аталанма пуçлаççĕ, çеçкеленесси пирки «мансах» сарăлса ÿсме пуçлать.

5. Чечеке тĕрĕсех мар пăхни, тăпрара сиенлĕ хурт-кăпшанкă пулни, чечек чирлени е концентрат-удобернисемпе виçесĕр усă курни ÿсен-тăрана хавшатать. Çулçăсем кăштах шаннă пек курăнмаççĕ-и? Çакă тымарсен хавшаклăхĕ пирки калать. Кун пек пулсан декабриста куçарса лартмалла. Тăпрана, дренажа, куршака тĕрĕс хатĕрлемелле.

6. Çутă çитменни. Пĕр енчен — декабрист тÿррĕн ÿкекен хĕвел пайăркине юратмасть. Тепĕр енчен, çутă çитмесен вăл чечек кăлараймасть. Чечек папкисене тытăнма çутă çителĕклĕ кирлĕ.

7. Тутлăхлă япаласем çитменни. Ăна тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ удобренипе шăвармалла. Унсăрăн вăл капăррăн çеçкеленеймĕ.

Пÿлĕмре хĕлле ытлашши ăшă пулсан та — 25 градуса яхăн — декабрист чечекленеймĕ. Типĕре, шăрăхра унăн чечек папкисем тăкăнаççĕ е папкасем пачах та тытăнаймаççĕ. Ытлашши нÿрĕке те юратмасть. Тăпрана виçеллĕ çеç нÿрлетмелле.

Чечекĕн уйрăмлăхĕсене пĕлсе тĕрĕс пăхсассăн тепĕр çул илемлĕ çеçкепе киленме пултаратăрах.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.