Агробизнес вăй илет

22 Дек, 2016

ЧĂВАШ ЕН ПУÇЛĂХĔ МИХАИЛ ИГНАТЬЕВ РАÇÇЕЙĔН ОФИЦИАЛЛĂ ДЕЛЕГАЦИЙĔН ЙЫШĔНЧЕ ЯПОНИРЕ ĔÇЛĔ ÇУЛÇŸРЕВРЕ ПУЛНĂ.

Çакă республикăшăн та паллă йĕр хăварнă. Михаил Васильевич Hitachi компанин представительствин директорĕпе Цугэ Тосиюкипе тĕл пулса Чăваш Енре агробизнес сферинче ĕçлĕ çыхăнăва çирĕплетесси пирки килĕшсе татăлнă. Палăртнă тăрăх - Тосиюки республикăна Çĕнĕ çул хыççăнах килмелле. «Пирĕн тĕллев - инвесторсем валли ырă витĕм кÿресси, çак енĕпе ĕçлетпĕр те», - тенĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра. Японире Чăваш Ен пирки пĕлеççĕ. Ара, пирĕн тăрăхра çак çĕршывран килнĕ пĕр предприяти - автомобиль пайĕсем туса кăларассипе - ăнăçлă аталанать. Çитес тĕлпулура пысăк хăнасене республикăпа ĕçлĕ çыхăну тытма кирлине кăтартса та çирĕплетсе парĕç.

Тĕлпулура Михаил Игнатьев Япони компанийĕсемпе агробизнес сферине аталантарассипе те калаçусем ирттернĕ. Сăмахран, Чăваш Енре пысăк теплица комплексĕсем тăвассипе. Паллах, калаçса килĕшнине пурнăçа кĕртиччен вăхăт самай иртме пултарĕ. Çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăхнă яппунсем ĕçе тытăниччен чылай кĕтме тивĕ. Çапах малтанхи утăм, шанăç пур темелле. «Çапла тусан кăна эпир пысăк технологиллĕ производствăна аталантарма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çамрăксене кăсăклантарма пултаратпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Çĕнĕ çула çĕнĕ теплица

Пирĕн тăрăхра теплица хуçалăхне аталантарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе ку енĕпе Шупашкар районĕнчи «Ольдеевский» агрофирма кăна ĕçлет. Кунта производствăна аталантарнă май теплица лаптăкне те пысăклатаççĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕнче каллех 2,2 гектар йышăнакан çĕнĕ технологипе тунă теплица хута кайнă. Çакă малашне хăяр, томат, ешĕл çимĕç ытларах туса илме май парĕ. Агрофирма директорĕсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова каланă тăрăх - çĕнĕ котельнăй теплицăна йÿçек газпа тивĕçтерни хăярпа томат тухăçне 30 процент ÿстерме май парать.

Çĕнĕ теплицăра сывлăш температурине йĕркелесе тăрассине, шартлама сивĕре ăшă, шăрăх çанталăкра ÿсентăрана хĕртекен хĕвел пайăркинчен упрассине автоматика йĕркелесе тăрать. Ÿсентăрана тумласа шăвараççĕ.

Кăрлач уйăхĕнче унта хăяр калчине лартма палăртнă. Нарăс уйăхĕнче вара тухăç пуçтарса илмелле.

Агрофирмăн кĕленче теплицисем 25,14 гектар йышăнаççĕ, çав шутра калчалăх - 0,48. Кăçал 10 169,7 тонна пахчаçимĕç пуçтарса кĕртнĕ.

Теплицăра çулталăкĕпех пахчаçимĕç туса илесси ÿссе пырать пулин те вырăнти халăха таварпа туллин тивĕçтеретпĕр теме çук. Хĕл кунĕсенче çакă уйрăмах сисĕнет. Суту-илÿре ют çĕршывран, ытти регионран кÿрсе килнĕ çимĕçе ытларах асăрхама пулать. Яппунсем республикăра теплицăсем хута яни ыйтăва татса пама пулăшĕ. Ун чухне вырăнта туса илнĕ çимĕç хакĕ те ытлашши çыртмĕ.

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.