"Раççей гражданинĕ пулнăшăн мăнаçланатăп!"

28 Ноя, 2013

Шупашкарти 38-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Анатолий Шакмаков кăçалхи юпа уйăхĕн 29-мĕшне нумайлăха ас туса юлĕ: шăпах çав кун вăл Ача-пăча полицейски академийĕн итлевçин пакунĕсене тивĕçрĕ. Ыттисемпе пĕрлех - Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн гражданинĕ тата ăна хÿтĕлемешкĕн хатĕр пулма, хăйĕнчен яланах çирĕп ыйтма, тăрăшса вĕренмешкĕн тата тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн ăнтăлма, академи чысне упрама тата унăн ят-сумне çирĕплетме тупа турĕ.

Анатолий каланă тăрăх - ăна çар тематики яланах кăсăклантарнă. Унсăр пуçне аслăрах юлташĕ Ача-пăча полицейски академине çÿренĕ, çакна пулах А.Шакмаков та кунта килсе пăхма шухăшланă. Малтан çамрăк боецсен икĕ уйăха тăсăлакан курсĕ витĕр тухма тивнĕ унăн. Ун чухне те, халĕ те, тупа тунă хыççăн, каччă тунти кунпа юн кун шкулти уроксем вĕçленсен академи занятийĕсене васкать, вĕсем хăйне экзаменсене хатĕрленмешкĕн пулăшасса шанать. Унăн шухăшĕпе - право никĕсĕсене вĕренни ăна обществознание лайăхрах пĕлме, çарпа спорт хатĕрленĕвĕ вара ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнмашкăн май парĕç. Вырсарни кун та кĕрĕк арки йăваласа лармасть мал ĕмĕтлĕскер: РФ федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче кĕлеткине пиçĕхтерет. "Çакă компьютер умĕнче ларнинчен е урамра çапкаланса çÿренинчен темиçе хут лайăхрах", - чунне уçать шкулта "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан яш.

Ача-пăча полицейски академине 2006 çулта РФ федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи управленийĕ Шупашкар хулинчи вĕренÿ управленийĕпе пĕрле çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тата çул çитменнисем преступлени тăвассине профилактикăлас тĕллевпе туса хунă. Ун умĕн асăннă управленире шкул ачисем валли кружок ĕçленĕ: унта гражданпа право предмечĕсемпе пĕлÿ панă, спорт хатĕрленĕвĕн занятийĕсене ирттернĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пысăкрах пĕлтерĕшлĕ проекта хута яма тĕллев лартнă, ăна ăнăçлăн пурнăçлама тытăннă. Сăмах май, çакнашкал академи Раççейре хальлĕхе урăх çук.

Ку академие кăмăлĕ пуррисене пурне те йышăнаççĕ /8-мĕш класран пуçласа/, ача шкулта мĕнле ĕлкĕрсе пынине, вăл еплерех çемьере çитĕннине пăхмаççĕ. Арçын ачасенчен те, хĕр ачасенчен те пĕр пекех çирĕп ыйтнăран, дисциплинăна пăхăнма тивнĕрен хăшĕ-пĕри итлевçĕсен йышне кĕричченех пăрахса каять. Кунти условисем çар училищинчи евĕрлĕрех. Взводра пĕтĕмпе 40 çын, вăл виçĕ отделенирен тăрать. Взвод командирĕ занятисем умĕн миçе ача пуррине, килейменни ку утăма мĕнле сăлтавпа тунине пĕлтерет. Академире виçĕ çул вĕренмелле. Çул çитменнисем çак тапхăрта патшалăх, юриспруденци тата криминалистика никĕсĕсене, уголовлă, административлă, ĕç тата граждан прависене "шĕкĕлчеççĕ", медицина пулăшăвĕ пама, пăшалтан пеме тата ăна салатма-пуçтарма хăнăхаççĕ, кĕрешÿ мелĕсемпе çывăхрах паллашаççĕ, спортхатĕрленÿре кĕлеткине пиçĕхтереççĕ. Занятисем шкулти уроксем хыççăн Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче иртеççĕ, вырсарни кун - наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленире. Пысăк квалификациллĕ преподавательсем вăй хураççĕ, вĕсем - асăннă управлени ĕçченĕсем. Паллах, академи итлевçисене наркотиксен тĕсĕсем тата вĕсен сиенĕ пирки те каласа кăтартаççĕ. Çамрăксем çакăн хыççăн хăйсен пĕлĕшĕсемпе юлташĕсене "шурă наркăмăш" пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнлантараççĕ.

- Академире пĕлĕвне тарăнлатакансем пурте - "Çамрăксем наркотике хирĕç" юхăмăн волонтерĕсем. Вĕсем наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управлени ЧР Вĕренÿ, Сывлăх сыхлавĕн, Спорт министерствисемпе, муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе пĕрле ирттерекен профилактика мероприятийĕсене, "Сывлăх троллейбусĕ" акцие /ăна çулсеренех çĕртме уйăхĕнче йĕркелеççĕ/ тата ытти çĕре хастар хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне итлевçĕсем хăйсен шкулĕсенче те сывă пурнăç йĕркине пăхăнни мĕн тери пĕлтерĕшлине тăтăшах аса илтереççĕ, - лару-тăрупа паллаштарать РФ федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, полици полковникĕ Владимир Савельев.

Владимир Витальевич итлевçĕсем çулталăкра пухнă пĕлĕвне икĕ эрнене тăсăлакан "Хăтăлу шкулĕ" лагерьте /ăна Атăл леш енче йĕркелеççĕ/ кăтартни çинчен те каласа пачĕ. Ку вăл - хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев. Çак тапхăрта çамрăксем вăйлă та чăтăмлă пулма тата хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ. "Çамрăк спецназовец" жетона тивĕçес тесе кĕрешеççĕ, хĕç-пăшала салатса пуçтараççĕ, винтовкăран переççĕ, турник çинче туртăнаççĕ, вăрăм дистанцисене чупаççĕ, ишеççĕ... Пĕр жетоншăн 5-6 çын тупăшать. Ăна çĕнсе илни - пысăк чыс.

- Итлевçĕсем "Хура берет" илес тесе те кĕрешеççĕ, зачет параççĕ. Чăн та, ăна тивĕçмешкĕн пĕрре те çăмăл мар. Академие туса хунăранпа "Хура берета" 8 каччăпа 8 хĕр çеç илнĕ, - тет В.Савельев.

Ача-пăча полицейски академийĕнче ăс пухнă çамрăксене пурне те свидетельство параççĕ. Вĕсем наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленире хăçан та пулин ĕçлес тейĕç-и е çук-и - çакă пĕлтерĕшлех мар. Чи кирли - вĕсем ку пĕлÿпе кирек хăш самантра та усă курма пултарни, çав шутра - професси суйланă чухне те. Чылайăшĕ хăйсен пурнăçне çарпа е правăна сыхлакан органсемпе çыхăнтарасшăн. Владимир Витальевич пĕлтернĕ тăрăх - çулсеренех 4 каччăран кая мар шăпах çакнашкал вĕренÿ заведенийĕсене каять. Академире лайăх ĕлкĕрсе пыракансене çĕр-шыври паллă аслă шкулсене, тĕслĕхрен, Мускаври, Санкт-Петербургри вузсене, каймашкăн тĕллевлĕ направленисем те параççĕ. Выпускниксем академи пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, хăйсене вĕрентнĕ преподавательсемпе тата хальхи итлевçĕсемпе курнăçаççĕ. Кирлĕ чухне, паллах, пулăшаççĕ те. Чи пĕлтерĕшли - вĕсем хăйсем Раççей гражданинĕсем пулнăшăн мăнаçланни, усал йăласемпе туслашманни, тÿрĕ çултан пăрăнманни, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартни. Ахальтен мар Ача-пăча полицейски академийĕ пирки нумайăшĕ "Пурнăç академийĕ" тет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.