Пирĕн ылтăнăм, пирĕн кĕмĕлĕм!

20 Дек, 2016

Татьяна Акимова — тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи

Чăваш спортсменки тĕнчери чи вăйлă биатлонистсен ăмăртăвĕнче çĕнтерсе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çак çитĕнĕве биатлона юратакансем те кĕтмен пулĕ. Тĕнче ăмăртăвĕн стартне иртнĕ сезонра тухнăскер тренерсен шанăçне тӳрре кăларчех.

“Чăн-чăн сенсаци ку!” — терĕç специалистсем. Юлашки çулсенче Раççей биатлонисткисене тĕнче ăмăртăвĕсенче питех ăнмарĕ. Кăçал та ку таранччен пирĕн хĕрсем медальлĕ пулаймарĕç. Татьяна Акимовăн çĕнтерĕвĕ пурне те шанăç пачĕ. Чăваш спорчĕшĕн те историллĕ пулăм ку. Чăн та, кунашкал çитĕнӳпе чăваш хĕрĕсенчен вунă çул каялла Муркаш пики Татьяна Моисеева палăрнăччĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ ун чухне тĕнче кубокĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ, тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕччĕ.

“Эпир Татьяна çĕнтерессе яланах ĕненнĕ. Кашни спортсменăн хăйĕн вăхăчĕ. Ку сезон унăн чи ăнăçлă тапхăрĕ. Т.Акимова — чăваш халăхĕн мухтавлă хĕрĕ, вăл вăйлă биатлонист. Çĕнĕ Лапсарта ӳснĕскер тăван тăрăха çав тери юратать, вăл — чăн-чăн патриот”, — терĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Николаев. Вăлах унăн тренерĕн Анатолий Акимовăн ĕçне пысăк хак пачĕ, вĕсем яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине пĕлтерчĕ.

Чăваш Ен спортсменкин çĕнтерĕвĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хавхаланнă. “Ăста та тăрăшуллă çыннăн пысăк çитĕнĕвĕ ку. Ачаран спортра çирĕпленсе ӳсни пьедестал çине хăпарма пулăшрĕ ăна. Вăл Олимп вăййисене хутшăнасса, пире пысăкрах çитĕнӳсемпе савăнтарасса шанатăп. Пултаруллă спортсменсем хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе Чăваш Ен ят-сумне çĕклеççĕ”, — палăртнă Михаил Васильевич.

Татьяна Акимова 2013 çулта Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виçĕ медаль çĕнсе илнĕ хыççăн палăрчĕ. Çак тапхăрта вăл çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче малти вырăнсене пĕрре мар йышăнчĕ. 2015-2016 çулсенчи сезонта биатлонистсен Пĕтĕм тĕнчери союзĕн кубокĕнче çĕнтерсе тĕнче кубокĕн темиçе тапхăрне хутшăнма тивĕç пулчĕ. Унта çамрăк спортсменка медальлĕ пулаймарĕ, çапах “Çĕнĕ ят” номинацинче IBU премине тивĕçрĕ. Кăçалхи сезонта пирĕн ентеш тĕнче кубокĕн пĕрремĕш тапхăрĕнченех хутшăнма пуçларĕ. Икĕ ăмăртура лайăх тупăшрĕ вăл, анчах пьедестал çине хăпараймарĕ. Чехире вара ăна ăнчĕ: тӳрех — икĕ медаль.

«Эпĕ пĕрремĕш тухнине хам та ĕненместĕп. Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Ку ăмăртура хама аван туйрăм. Малтан эпĕ Вирерпа тупăшрăм, кайран — Коукаловăпа. Анчах финиша çитиччен вăл ӳкрĕ. Тренерсем эпĕ иккĕмĕш пынине пĕлтерсен хăвăртлăха вăйлатрăм. Малашне те ăнасса шанатăп», — пĕлтернĕ Татьяна журналистсене спринтерсен тупăшăвĕ хыççăн.

Çĕнтерӳçĕ тепĕр кунхине те старта тухрĕ. Кунта та пирĕн ентеш тĕлĕнтерчĕ: Франципе Итали спортсменкисенчен кăшт кая юлса виççĕмĕш çитрĕ. «Ку кăтартупа та эпĕ çав тери кăмăллă. Ĕнерхи хыççăн питех пăлханмарăм. Ыттисемпе пĕрлех пыма тăрăшрăм. Ку ăмăртура АПШри Сьюзен Данклипе тупăшрăм. Юлашкинчен çавах унран иртсе кайма пултартăм», — тенĕ Татьяна Акимова.

Чăваш биатлонистки тĕнче турнирĕсенче епле ăмăртнине Çĕнĕ Лапсарсем те питĕ тимлĕн сăнаççĕ. Уйрăмах — Семеновсен килĕнче. Спортсменкăн амăшĕ Альбина Николаевна ĕçре те, килте те телевизор умĕнчен хăпаймасть. «Хĕрĕмĕн кашни ăмăртăвне пăхатăп. Хушăран хам та унпа пĕрле «чупатăп». Малтанхи тапхăрта питĕ пăлханаттăм, чĕре тапма чарăннăн туйăнатчĕ. Халĕ — хăнăхрăм: эпĕ пăшăрханни Таньăна ан куçтăр тетĕп. Хам ăшра хĕрĕме хавхалантаратăп. Эрнекунхи тупăшăва килте пăхрăм. Ăмăрту вĕçленичченех вырăнтан хускалмасăр лартăм. Турра кĕлтурăм. Савăннипе куççуль тухрĕ. Мĕн чухлĕ кĕтнĕ-çке çак саманта! Епле пысăк телей! Шăматкун та телевизор умне лартăм. Кашни ăмăрту хыççăн ман пата шăнкăравлать, анчах 2-3 минут кăна калаçаятпăр», — пĕлтерчĕ йĕлтĕр базинче ĕçлекен Альбина Семенова. Çакăнтах кĕçĕн хĕрĕ чылай çул каялла спорт çулĕ çине тăнă. Пĕрремĕш çитĕнĕвĕсене те биатлонистка Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулĕнче тунă. Амăшĕпе хĕрĕ савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайланă. Халĕ те вĕсен çыхăнăвĕ питĕ çирĕп.

«Кăшт вăхăт тупăнсанах Таня киле васкать. Çула май та пулин ялан кĕрсе тухать. Килшĕн питĕ тунсăхлать. Хамăр та ăна кĕтетпĕр. Килте юпа уйăхĕн вĕçĕнче пулчĕ. Хĕресне хĕрĕ Софья та ăна пĕрмай кĕтет. Вăл та телевизор умĕнчен кайма пĕлмест. Вырсарникунхи ăмăртăва ывăлăмăн çемйипе пĕрле пăхрăмăр», — терĕ Альбина Семеновна. Шел те, ун чухне пирĕн ентеш финиша вуннăмĕш çитрĕ. Татьяна Акимовăн мăшăрĕ Вячеслав та биатлонист пулнине пурте пĕлеççĕ. Çак кунсенче вăл Ижевскра иртекен ăмăртура тупăшать. Вăл та юратнă çыннин çĕнтерĕвĕпе хĕпĕртенĕ, Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илме шантарнă. Хальхи вăхăтра Раççей команди Австрире тĕнче кубокĕн тепĕр тапхăрне /2017 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕ, Германи, Оберхоф хули/ хатĕрленет.

«88 çулти Анна аппа пурччĕ пирĕн. Ĕмĕрне пĕччен пурăнса ирттернĕскер пиччĕшĕн ачисемпе мăнукĕсене питĕ юрататчĕ. «Пирĕн ылтăнăмăрсем, пирĕн кĕмĕлĕмĕрсем», — тетчĕ ялан. «Сывлăх çумне сывлăх, ылтăн çумне ылтăн çыпăçтăр сирĕн. Турра ан манăр, çынлăха ан çухатăр», — пил панăччĕ вăл пире. Ватă çыннăн сăмахĕ чăна килнине курса ĕнентĕм, — калаçăва пĕтĕмлетрĕ чемпионкăн амăшĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.