Хырлăхри хÿтлĕх утравĕ

20 Дек, 2016

Социаллă учреждение кĕнĕ-кĕменех илемлĕ чăваш кĕвви чуна тыткăнларĕ. Инвалидсен кунĕ ячĕпе пысăк залра концерт пырать иккен. Алексейпе Регина Московскийсем, Андрей Думилин, Николай Пыркин шăрантаракан-янăратакан кĕвĕ çемми хĕл чатăрне сирсе Карапай Шăмăршă хутлăхĕнчи Çĕнĕ Тăрăн çумĕпе авкаланса иртекен Хырла шывĕ хĕрринчи хырлăх тăрăх аякка-аякка саланать.

Сусăрсем чунпа пуянрах, сисĕмлĕрех пулнине ăсчахсем ахальтен мар çирĕплетеççĕ иккен! Ларма-тăма вырăн çук залăн сцени умĕнче вĕсем асамлăх тĕнчине лекнĕн туяççĕ, юрă çеммине кашни хăйне май ăша хывса тĕрлĕ хускану тăвать: пĕри васкамасăр çаврăнкалать, тепри хип-хоп ташшине çаптарать, виççĕмĕшĕ лăпкă кÿлĕри акăш евĕр чÿхенет, «ишет», ыттисене асăрхаманçи тăвать. Патшалăх хÿтлĕхне тивĕçнисем чăваш эстрада юрăçисен пултарулăхне килĕштернине тĕпе хурса интернат ертÿлĕхĕ çакăн йышши концертсене тăтăшах йĕркелеме тăрăшать.

Кунта вĕсемшĕн — хăтлăх, канлĕх

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа тата психоневрологи пулăшăвĕ кирлисене патшалăх учрежденийĕсене вырнаçтармалли черете кĕскетес тĕллевпе интернатăн администраци çуртне çĕнетсе улăштарнă хыççăн тата 30 койка-вырăн йĕркелеме пултарнă. Социаллă учрежденире халĕ 178 çын хÿтлĕх тупнă, вĕсем — 18-90 çулсенчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнсен инваличĕсем. Чăн та, ку йышра арçын ытларах. Вĕсене пурăнмашкăн, канмашкăн тата вăхăта усăллă ирттермешкĕн хăтлă услови çителĕклех: пÿлĕмсенче çутă та таса, вулавăш кĕнекесемпе пуян, кăмăл пур тăк телевизор кур е чун киленĕçĕпе аппалан — чару çук. Хырăм тутă, пÿртре ăшă: куллен пилĕк хут апатлантараççĕ, хăтлăхпа тивĕçтерекенсем те юнашарах. Вĕсен сывлăхĕшĕн 3 тухтăр, 20 медсестра тата 40 санитарка тăрăшаççĕ, социаллă ĕçчен те пур. Унсăр пуçне район больницин врачĕсем кунта килсе кашнин сывлăхне çуллен тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Хăйсене мĕнлерех туйнине кура ĕçлеме те чармаççĕ. Учрежденин пĕр гектар çĕрĕ çинче пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, кухньăра поварсене пулăшаççĕ. Çу кунĕсенче территорие илем кĕртеççĕ, хĕллехи вăхăтра юртан тасатаççĕ.

Интернат ертÿлĕхĕ ĕçлеме пултаракансен йышне кура çĕр лаптăкне ÿстерес тĕллевлĕ. Малашлăхра çĕрĕç техники туянма, чăх-чĕп, кролик ĕрчетме шухăшлаççĕ. Ку тăрăхра фермерсем йышлине кура ĕçлеме пултаракан инвалидсене вĕсем патне вырнаçтарсан усăллине палăртаççĕ. Укçалла паллах.

Пысăк хуçалăхсенчен пĕри

   КĔСКЕ СПРАВКА
  •  1983 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Чăвашколхозздравница» пĕрлешĕве пăхăнса тăракан «Елочка» санатори районсенчен килнĕ сипленекенсен пĕрремĕш ушкăнне йышăннă. Çуллахи каникул кунĕсенче кунта шкул ачисем каннă.
  •  1996 çулта «Елочка» никĕсĕ çинче республикăри ача-пăчан туберкулезпа кĕрешекен санаторине уçнă.
  •  2010 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче учреждени статусне улăштарнă: вăл психоневрологи интерначĕ пулса тăнă.

Районти пысăк предприятисен хушшинче социаллă учреждени кунта тăрăшакансен йышĕпе район больницин тата Шăмăршăри вăтам шкул коллективĕсем хыççăн виççĕмĕш шутланать. Хуçалăх пĕчĕк мар: пурăнмалли, çывăрмалли, кану, сиплев корпусĕсем тата ытти хуралтă йышăнакан лаптăк 3,9 гектарпа танлашать — пурне те пăхса-юсаса тăмалла. Çавăнпа пĕрлех кунта тăван кил ăшшине тупнă сусăрсене пахалăхлă пурнăçпа тивĕçтерессишĕн, вĕсен сывлăхне упрассишĕн куллен тăрăшмалла. Тиевĕ чăннипех çăмăл мар вĕт, яваплăхĕ вара туйăнать. Кун пек чухне çакнашкал хуçалăха пули-пулми çынна, алла мăлатук тытса пăта çапса курманнине, шанса параймăн. Ахальтен мар ăна ертсе пымашкăн пуçаруллă чăваш арне суйланă: Николай Поликарпов сывлăх сыхлавĕн тата социаллă пулăшу тытăмĕсенче ĕçлесе пуян опыт пухнă специалист. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен, интернатурăран вĕренсе тухнă хыççăн вăл Патăрьел район больницинче ĕçленĕ, поликлиникăна ертсе пынă, тĕп тухтăрăн заместительне çитнĕ. Каярахпа тăван ене — Шăмăршă тăрăхне — куçнă, район больницин тĕп тухтăрĕнче вăй хунă.

Николай Иванович 2001 çулта хăйĕн пурнăçне «Елочка» ача-пăча санаторийĕпе çыхăнтарнă. Çак тапхăрта вăл çине тăнипе ароматерапи кабинетне йĕркеленĕ, бассейн пÿлĕмне çĕнетсе улăштарнă хыççăн спорт залĕ уçнă, çывăрмалли корпусăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш хучĕсене, прачечнăя тĕпрен юсанă, картишре çуллахи сцена тунă, Ветерансен аллейине хывнă, сиплев корпусĕ çумне тĕксе хăпартнă çурта сивĕ тата вĕри шыв кĕртнĕ, ванна уйрăмне уçнă. Çак ырлăх-пурлăх 2010 çулта «Елочка» никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ психоневрологи интернатне куçнă. Николай Ивановича хăйне вара çĕнĕ тытăма ертсе пыма шаннă.

Реконструкци ĕçĕсене малтанхиллех пурнăçласа пыраççĕ. «Котельнăй, тасатакан сооруженисем, шыв башни — интернатăн хăйне ятăн. Сăмах май, хурансене хăватлипе, пысăк пусăмлипе улăштарни çуллен 150 пин тенкĕ перекетлеме май парать», — тет пуçлăх.

Николай Иванович хăй пекех хастар та правур çынсенчен туслă коллектив чăмăртама пултарнă. Социаллă ĕç специалисчĕ Алевтина Лукьянова тата хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Виктор Шумилов — шанчăклă пулăшакансем, çивĕч ыйтусене пĕрле уçăмлатаççĕ. Коллективра ят-сум çĕнсе илнĕ маттур чылай. Вĕсен йышĕнче — Татьяна Амосова аслă медсестра, Тамара Парамонова медсестра, Валентина Диомидова экономист-бухгалтер, Валентина Исаева тата Альбина Григорьева поварсем, Анна Софронова санитарка, склад заведующийĕ Валерий Тимофеев тата ыттисем.

Сăмах май, Николай Иванович хуçалăх ертÿçи кăна мар, ăста отоларинголог та пулнă май сиплеве пуçаруллă хутшăнать.

Попечительсен канашĕн /унăн тытăмĕнче — аптека директорĕ, район больницин тĕп врачĕ, вулавăш ертÿçи, клуб заведующийĕ, ветерансем/ пулăшăвĕ те витĕмлĕ. Кирлĕ чухне канаш параççĕ, интернатра пурăнакансене чирлесен стационара чи малтан йышăнаççĕ.

Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев палăртнă тăрăх — Николай Поликарпов ентешĕсен пурнăçне тата тăван ялăн пуласлăхне лайăхлатмашкăн та сумлă тÿпе хывать. Халăх ăна район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ пулма тăватă хутчен шаннă.

Интернат лапамĕнче Пушар чаçĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн 42-мĕш посчĕ валли ăшăтса тăракан пÿлĕмсемпе гараж уйăрни те ял тăрăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ: инкек-синкек тухас пулсан /ун пеккинчен Турă сыхлатăр паллах/ пулăшăва çийĕнчех тивĕçме май пур. Шыв та юнашарах.

Интернатра пурăнакансем вăл ертсе пынипе тăван тавралăха илем кĕртме, масарсене тирпейлеме пуçаруллă хутшăнаççĕ. Чиркÿ çĕкленĕ чухне те пултарнă таран тăрăшнă. Тĕрĕссипе, патшалăх çуртĕнче тĕпленнисем яла тухса çÿресшĕн, халăхпа хутшăнасшăн. Çынсен хушшинче хăйсем ыттисенчен кая маррине, обществăшăн ытлашши пулманнине туйса илеççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ирттерекен мероприятисене тухаççĕ сусăрсем, наци кросĕсенче, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупура вăй виçеççĕ.

Спорт — сывлăх çăлкуçĕ

Чăн та, спорта юратаççĕ интернат пациенчĕсем. Сусăр пулсан та хевтесĕр маррине тĕрлĕ шайри ăмăртура çирĕплетекен çамрăксен хушшинче уйрăмах йышлă. Çакă чи малтанах учреждени сиплев физкультурин мелĕсемпе пиçĕхÿ сооруженийĕсем тĕлĕшпе пуяннипе çыхăннă: волейбол, баскетбол, футбол лапамĕсем, тренажер, сĕтелçи вăййисен залĕсем пур. Ятарлă пĕлÿллĕ тренерсем ăсталăха туптама хăнăхтараççĕ.

Çитĕнÿсем курăмлă: Алена Мосунова, тĕслĕхрен, нумаях пулмасть республикăри инвалидсен спорт фестивальне хутшăнса дартс енĕпе ăмăртса иккĕмĕш вырăна тухнă. Районти пĕр ăмăртуран та юлмаççĕ вĕсем, интернат ертÿлĕхĕн тĕслĕхĕпе хавхаланса пуçаруллă тупăшаççĕ.

Район центрĕнчи ФСКна çÿрекен те сахал мар. Ку енĕпе социаллă учрежденипе спорт организацийĕн ертÿлĕхĕсем килĕшсе татăлнă.

Патшалăх учрежденийĕ хырлăхра вырнаçни те ахальтен мар иккен: чĕрĕ лăсăн ырă та техĕмлĕ шăрши, Николай Иванович çирĕплетнĕ тăрăх, — сиплев факторĕ. Кислородпа пуянскер сывлав органĕсемшĕн тата нерв тытăмĕшĕн уйрăмах усăллă.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.