Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - «Хыпар» журналисчĕсем

20 Дек, 2016

Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Тĕрлĕ професси çыннисем 2016 çул тăршшĕпех хаçатри статьясен, радио тата телекурав сюжечĕсен, республикăри влаç органĕсен сайчĕсенчи хыпарсен геройĕсем пулчĕç.

ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви «2016 çул — Ĕç çыннин çулталăкĕ» темăна чи лайăх çутатакан журналистсене палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе конкурс ирттернĕ.

Унта Чăваш Енри телерадиокомпанисем, пичет изданийĕсен редакцийĕсем, журналистсем пурĕ 108 ĕç тăратнă. Ăсталăхпа пултарулăх ăмăртăвне район хаçачĕсенче ĕçлекен калемçĕсем те хастар хутшăннă. «Республикăри пичет кăларăмĕсенчи чи лайăх публикаци /публикацисен ярăмĕ/» номинацире «Хыпар» хаçат редакцийĕн социаллă пурнăç пайĕн тишкерÿçи Роза Власова ялти-хулари ĕç çыннисем çинчен çырнă статьясен ярăмĕшĕн 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Алина Изман «Фермерсем ырă малашлăха шанаççĕ» статьяпа 3-мĕш вырăна тухнă.

Çавăн пекех палăртма кăмăллă: ЧР Юстици министерстви ирттернĕ «Правовая Чувашия» конкурсра «Хыпар» хаçат редакцийĕн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн редакторĕ Николай Коновалов 3-мĕш вырăн йышăннă. «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Алина Изман — «Ырă кăмăлшăн тата çынсен шăпине тимлĕхсĕр хăварманшăн» номинаци çĕнтерÿçи. Саламлатпăр!