Васкавлă пулăшу шанчăклă пултăр

5 Апр, 2014

«Васкавлă пулăшу» машинисем чирлĕ çын патне вăхăтра пыманни, çакă техника кивелнипе тата вăл çитменнипе çыхăнни çинчен хаçатра пĕрре кăна мар çырнă. Ку ыйту нумайăшне чăннипех канăçсăрлантарнă. Акă пăр тинех тапранчĕ темелле. «03» служба йывăр чирленĕ çынна малашне нумай кĕттермĕ...

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар хулин Хĕрлĕ лапамĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн çĕнĕ автомобилĕсен уççисене Мускав районĕнчи - 11, Ленин районĕнчи - 11, Калинин районĕнчи - 5, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 8 бригада тивĕçрĕç. «03» службăн автопаркне республикăра пĕрремĕш хут патшалăх уйрăм çын партнерлăхĕн никĕсĕ çинче бюджет тулашĕнчи çăл куçсен укçипе çĕнетнĕ.

Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Çĕнĕ йышши васкавлă пулăшу» АНОн ĕç тăвакан директорĕ Илья Ковалев, Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн тĕп тухтăрĕ Алексей Федоров хутшăнчĕç.

Сăмах май, иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикипе «Çĕнĕ йышши васкавлă пулăшу» сывлăх сыхлавне аталантарма пулăшакан коммерциллĕ мар автономи учрежденийĕ асăннă службăн пахалăхне тата эффективлăхне ÿстерес тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ун тăрăх «Васкавлă пулăшу» машинисене пăхса тăмашкăн конкурсра çĕнтернĕ уйрăм компание параççĕ.

Çакна асра тытмалла, унăн пулăшăвне республикăра пурăнакансем халĕчченхи пекех тÿлевсĕр тивĕçеççĕ, мĕншĕн тесен медицина персоналĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсенчен тăрать.

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕнĕ автомобильсем чирлисене пулăшмашкăн çула тухаççĕ. .Республикăна чылай вăхăт усă курмашкăн васкавлă пулăшăвăн 39 машинине панă . Вĕсем - «ГАЗель-бизнес» йышшисем, пурне те медицина аппаратурин сĕтел-пуканĕ вырнаçтарнă, наçилккпа тивĕçтернĕ тата ГЛОНАСС ĔP, тытăмпа çыхăнтарнă.

Кĕске справка. Васкавлă медицина пулăшăвĕн автопаркĕнче кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 242 автомобиль шутланнă, вĕсен кивелеслĕхĕ 93 процентпа танлашнă, çав шутра ГАЗ тата УАЗ йышшисен - 100, ФИАТ ДУКАТОсен - 75.

Çĕнннисем чĕннĕ вырăна васкавлăн çитессе, пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерсе çынсен пурнăçне çăмăллатасса шанма пултаратпăр.

Илья Ковалев палăртнă тăрăх- халĕ Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи васкавлă пулăшăвăн автопаркĕсене тĕпренех çĕнетме пултарнă. Çывăх вăхăтра кун йышши автомобильсемпе Канаш хулине тивĕçтермелле. Виçĕ муниципалитетри сиплев учрежденийĕсем валли çĕнĕ техника уйăрма шухăшлаççĕ. Паллах, чи малтан халăх йышлă пурăннă хутлăхсем валли уйăрĕç.

Ĕнер ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви журналистсене тепĕр çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ, Шупашкар районĕнчи Хыркасси ялĕ çывăхĕнчи аслă çул хĕррипе вырнаçнă анлă уйра пилотсăр вĕçев аппарачĕ сывлăша çĕкленчĕ, çаврăм хыççăн çаврăм турĕ, çĕр çинче мĕн пулса иртнине кăткăс техника пулăшнипе сăнарĕ, ÿкерсе илчĕ. Управлени пульчĕ умĕнче ларакансен хушăвне пурнăçласа хăй çийĕн парашют карăнтарчĕ те палăртнă вырăна анса ларчĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх - вăл пулăшнипе çÿлтен курав сăнавĕ тума тата мониторинг ирттерме меллĕ, уйрăмах инкек сиксе тухнă лару-тăрура, çавăн пекех çул-йĕр аварийĕнче. Хăй «курни-илтни» çинчен ăслă техника тивĕçлĕ çĕре хыпарлĕ. Хальлĕхе унашкаллипе ытти регионсем усă курма тытăнман-ха. Чăваш хутлăхĕ çак проекта ĕçе кĕртсен /паллах, ăна туянмашкăн нухрат тупсан - вĕçевĕн пĕр аппарачĕ кăна 2,5 млн ытла тенкĕ тăрать, унсăр пуçне ăна пăхса тăракансене, ĕçлеттерекенсене тÿлемелле/ республика тĕслĕхĕпе хĕмленекен тупăнасси иккĕлентермест Ун чухне халăх сывлăхне сыхламашкăн çĕнĕ автомобильсем кăна мар, хăйсем тĕллĕн вĕçекен аппаратсем те сумлă тÿпе хывĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.