Шыв пахалăхĕ ÿсет

5 Апр, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа пĕрле «Водоканал» АУОпа «НПП Бреслер» ОООна çитсе курнă.

Вĕсем акционерсен уçă обществинче диспетчер тата шыва хлорлакан сооруженисенче, лабораторире пулнă, шыв тасатакан «Заовражная» станцире юшкăна тирпейлекен комплекса тăвасси епле пынипе кăсăкланнă.

«Водоканал» АУО директорĕ Владимир Васильев предприяти тĕп хулана талăксерен татти-сыпписĕр 160-170 пин кубла метр таса шыв парса тăни çинчен пĕлтернĕ. 2010-2011 çулсенче хлорлакан çурт-йĕре 15,5 млн тенкĕпе тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Модернизаци шыв тасатакан производствăна йăлтах автомат çине куçарма май панă.

Потребительсем патне пыракан шыв пахалăхне тĕрĕслекен лабораторире республика Пуçлăхĕ ĕçмелли шыв тасалăхне пысăк хак панă.

Михаил Игнатьев çĕкленекен комплекс таврари хутлăха упрас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Вăл хута кайсан Йăлăмран Шупашкар шыв управне таса марлăх пыма чарăнĕ.

«Проекта пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 165 млн тенкĕ куçарнă, 2015 çулхи ака уйăхĕнче вăл йăлтах ĕçе кĕрĕ. Тĕпне ларакан юшкăна типĕтсе малашне ял хуçалăхĕнче, коммуналлă сферăра усă курĕç», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

«Бреслер» ăслăлăх-производство предприятийĕнче Михаил Игнатьев электричество аппарачĕсене туса хатĕрлессипе тата монтаж участокĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

 

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.