Черетлĕ проект гранта тивĕçнĕ
Общество çак организацийĕ хăйĕн ĕç-хĕлне грант мелĕпе аталантарса пырать. Хальхинче хĕрарăмсен “Наци тата культура йăли-йĕркине упраса хăварасси, амăшĕнчен хĕрне парса хăварасси” куçса çӳрекен куравĕ патшалăх грантне тивĕçнĕ. Чăваш хĕрарăмĕсен проектне Пĕчĕк хуласемпе ялсенче пурăнакансен гражданла хастарлăхне аталантарма пулăшакан “Перспектива” фонд ырланă. Укçа-тенкĕпе, РФ Президенчĕ алă пуснă хушупа килĕшӳллĕн, патшалăх хыснинчен тивĕçтерĕç.
Асăннă курав — хĕрарăмсем виçĕ çул каялла кун çути кăтартнă, унтанпа çине-çинех усă куракан проект тăсăмĕ. Курав экспозицийĕпе Чăваш Енре Хĕрарăмсен союзĕ ирттерекен кирек те хăш мероприятире те паллашма пулатчĕ. Унăн экспоначĕсем Раççей Общество палатинче иртнĕ Чăваш Республикин кунĕсенче те тивĕçлĕ вырăн йышăннă.
Чăваш Республикинчи хĕрарăмĕсен созюзĕ хăй пурнăçласа пыракан темиçе проекта пĕрлештерме йышăннă: “Чăваш Ен — халăхсемпе культура пĕрлĕхĕ”, “Çемье — кашни çыншăн тĕп вырăнта”. Çакă грантпа тивĕçекен укçа-тенкĕпе тата тухăçлăрах усă курмашкăн май парать.
Куçса çӳрекен курав халăх йăли-йĕркине чĕртсе тăратса упраса хăварма пулăшать. Экспонатсене республикăн тĕрлĕ районĕнче пурăнакан тĕрлĕ ӳсĕмри хĕрарăмсем хатĕрленĕ. Курав вăхăтĕнчех ăсталăх класĕсем ирттерме палăртнă. Çавна май курава пынисем унти экспонатсене курнипе кăна çырлахмĕç, ĕç процесĕпе паллашма, хăйсен ăсталăхне тĕрĕслесе пăхма пултарĕç. Унтах тĕрлĕ районти халăх театрĕсемпе фольклор коллективĕсен пултарулăхпе паллашма май пулĕ. Проекта çавăн пекех “Классика” академи капелли халăх юррисемпе хутшăнать — курав тĕллевĕ шăпах халăхра сыхланса юлнă пуянлăхпа паллаштарасси-çке.
Курава вĕçĕмсĕр ĕçлеттерме, экспонатсене улăштарса тăма палăртнă.
Курава йĕркелӳçĕсем Шупашкарта 2017 çул уçма хатĕрленеççĕ — ăна Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă.
/Хамăр инф./.
Комментировать