Ӳслĕкрен пулăшакан курăксем

17 Дек, 2016

Сывлăш çулĕсен тĕрлĕ чирне сиплеме курăксемпе те анлă усă кураççĕ. Анчах кунашкал сиплĕ шыва хутăшăн пĕр-пĕр компоненчĕ тĕлĕшпе аллерги пур чухне ĕçме юрамасть. Çавăн пекех типĕ ÿслĕке Либексин, Синекод, Стоптусин, Коделак йышши эмелпе сипленĕ чухне те курăкпа усă курмалла мар — вĕсем хирĕçле витĕмлĕ.

1-мĕш хутăша сысна курăкĕ /алтей/, матрÿшке /душица/, ама хупахĕн çулçи кĕрет.

Ама хупахĕпе сысна курăкĕ тăртаннине ирттереççĕ, çăра сурчăка тухма пулăшаççĕ. Матрÿшке ÿслĕке çăмăллатать кăна мар, лăплантарать те. Çавăнпах 1-мĕш хутăша шăнсан, грипп, çавăн пекех сывлăш çулĕсен инфекципе вирус чирĕсем: пневмони, бронхит, трахеит — çаклансан ĕçеççĕ.

Анчах вăл ача кĕтекенсене юрмасть, мĕншĕн тесен матрÿшкене пула амалăхран юн кайма пултарать.

1 апат кашăкĕ хутăша 1 стакан сивĕ шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут вĕретмелле. 45 минут лартнă хыççăн сăрăхтармалла та вĕренĕ шыв хушса 200 миллилитра çитермелле. Апат хыççăн кунне 2-3 хутчен 100-шер грамм ĕçмелле. Ачасем валли хатĕрленĕ чухне курăка 2 хут сахалрах илмелле. Сиплев курсĕ — 2-3 эрне.

2-мĕш хутăша ама хупахĕн çулçи, шăнăр курăкĕ, тутлă тымар /солодка/ кĕрет.

Пĕтĕмĕшле вĕсем çăра сурчăка тухма пулăшаççĕ. Шăнăр курăкĕнче полисахаридсем, каротин, гликозид, С витамин пур. Ама хупахĕ инулинпа, эфир çăвĕсемпе пуян. Пылак тымарта вара ытти паха япалапа пĕрлех глицирризин йÿçекĕ пур. Ку хутăша сывлăш çулĕсенчен çăра сурчăк япăх тухакан чирсемпе аптрасан, пневмонирен, бронхитран, трахеитран, грипран, шăнса пăсăлсан сипленме ĕçеççĕ. Паллах, аллергиксен асăрханмалла. Амăшĕ пулма хатĕрленекенсен — пушшех те. Вĕсемшĕн пылак тымар сиенлĕ.

Ку хутăша 1-мĕшĕ пекех хатĕрлемелле. Ăна сивĕтмĕшре 2 кунран ытла упрама юраманнине асра тытмалла.

3-мĕш хутăша шалфей, анис çимĕçĕ, хыр кăчки, алтей тымарĕ кĕрет.

Вăл та сывлăш çулĕсем шыçăннине ирттерме, çăра сурчăка тасатма пулăшать. Хыр кăчки дезинфекци витĕмĕллĕ, тăртаннине те ирттерет. Анис та çаплах. Шалфей вара шыçăннине лăплантарать. Алтей хĕрелнине лăплантарнисĕр пуçне çăра сурчăка тухма пулăшать. Çавăнпах ку хутăш шăнса пăсăлсан, грипп ерсен, сывлăш çулĕсен инфекци чирĕсенчен: пневмонирен, бронхитран, трахеитран — сипленме пулăшать. Унра ача кĕтекен хĕрарăмшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан анис курăкĕ пур. Аллергиллĕ çынсен те асăрханулăх çинчен манмалла мар.

Сиплĕ шыв хатĕрлеме 2 апат кашăкĕ хутăша 1 стакан вĕри шыва ярса 15 минут вĕретмелле, 45 минут лартмалла. Сăрăхтарсан 200 миллилитра çитериччен вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3-4 хутчен 100-шер грамм ăшăлла ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 14-21 кун.

4-мĕш хутăша ухмах йывăççи /багульник/, салтак тÿми, аслати курăкĕ /фиалка/, пĕтнĕк, календула, тутлă тымар кĕрет.

Чи малтанах кунашкал чей туртса лартнă тĕртĕмсене лăплантарать, çăра сурчăка тухма пулăшать, шыçăннине те ирттерет. Ухмах курăкĕнче эфир тĕрлĕ çăвĕсем пур, вĕсем çăра сурчăкран хăпма пулăшаççĕ. Салтак тÿми хĕрелнине, тăртаннине сиплет. Календулăра тĕрлĕ йÿçекпе паха япала нумай. Аслати курăкĕ С витаминпа пуян, унри ытти паха япала лăплантарать те. Пылак тымар та усăллă. Пĕтнĕкри эфир çăвĕнче ментол пур. Ку хутăшран хатĕрленĕ шыва астма аптратсан, сывлăш çулĕсем тĕрлĕ инфекципе вируса пула шыçăнсан ĕçеççĕ.

Чылайăшĕ ача кĕтекен хĕрарăмшăн шăпах 4-мĕш хутăш аван тесе палăртать. Анчах унта тутлă тымар пуррине асра тымалла. Вăл вара гормонсен тытăмне витĕм кÿрет.

Ку хутăша та 3-мĕшĕ пекех хатĕрлемелле. Сиплĕ шыва кунне 3-4 хутчен 70-шер грамм ĕçмелле. Ухмах курăкĕ наркăмăшлисен йышне кĕнине те манмалла мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.