Ейÿ, пушар тухас хăрушлăх...
Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоселектор канашлăвне хутшăннă.
Унта çурхи ейÿ тапхăрне авари таврашĕсĕр ирттерсе ярассин, пушар тухас хăрушлăх ÿсекен вăхăта хатĕрленессин ыйтăвĕсене, синкерлĕ лару-тăрăва асăрхаттарассин тата сирсе ярассин мерисене сÿтсе явнă. Дмитрий Медведев Раççейре юлашки çулсенче пысăк инкексем пулнине палăртнă: 2010 çулхи пушарсем, Крымска, каярахпа Инçет Хĕвел тухăçне шыв илни... РФ Правительствин Председателĕ ейÿ тата пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăрсене хатĕрленес яваплăхăн тĕп пайĕ регионсене пырса тивнине пĕлтернĕ.
Канашлура кăçал ейÿ сарăлма пултаракан зонăна Раççейри 4,5 пин ял-поселок лекме пултарнине палăртнă. Прогнозпа килĕшÿллĕн - çурхи шыв-шур тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче вĕçленмелле. Çав вăхăтрах хĕл ăшă тăни тата юр сахал çуни пушар тухас хăрушлăха ÿстерет. Çакна пулах федерацин Атăлçи округĕнче кăçал çу-çĕртме уйăхĕсенчех вут-çулăм алхасасси ÿсме пултарать.
"Регионсен ертÿçисен яваплăхĕ çеç пирĕн умри тĕллевсене лайăх пурнăçлама тата вăйсене кирлĕ пек пĕрлештерме май парĕ", - пĕтĕмлетнĕ Дмитрий Медведев.
Справка вырăнне: Чăваш Енре çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллех ирттерсе ярассин тата вăрман пушарĕсемпе кĕрешессин мероприятийĕсене республика ертÿлĕхĕ тĕрĕслесех тăрать.
Ейÿ сарăлас тăк пулма пултаракан синкер сиенĕсене пĕчĕклетмелли мероприятисем валли 80 млн тенкĕ уйăрнă. Çут çанталăк условийĕсем, юр нумаях пулманни, юхан шывсенчи пăр хулăнăшĕ, çĕр мĕн тарăнăш шăнни - çак самантсене пула Чăваш Енре çурхи шыв-шур тапхăрĕ йĕркеллех иртес шанăç пур. Çав вăхăтрах республикăра ейÿпе кĕрешмешкĕн пурлăхпа техника тата финанс ресурсĕсене çителĕклех хатĕрленĕ, эвакуаци маршручĕсене палăртнă, шыв илме пултаракан ял-поселокри халăха вырнаçтармалли тата выльăха илсе тухмалли вырăнсем, транспорт уйăрнă.
Юлашки виçĕ çулта Вăрман пушарĕн службин пурлăх-техника никĕсне çирĕплетес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă, çĕнĕ техника туянмашкăн 100 млн тенкĕ тăкакланă. Вăрмансене хуралламалли 203 маршрут çирĕплетнĕ. Вăрман пушарĕсене сÿнтерекен 65 ертÿçĕ хатĕрленĕ, 64 ирĕклĕ пушар дружини йĕркеленĕ. Пушарпа инженерин, транспортпа авиацин 950 техники синкерпе кĕрешме пултарать. Çак мероприятисем вăрман пушарĕсене вăхăтра сÿнтерме май парĕç.
Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать