Ачасем нумайрах сусăрланаççĕ

16 Дек, 2016

Хĕл кунĕсенче шуса ÿксе суранланасран сыхланмалли шанчăклă мел — асăрханулăх.

Тĕрĕссипе, ачасем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те урамра хăйсем тĕллĕн кăна пулнă чухне лара-тăра пĕлмеççĕ-ха, çавна май сусăрланаççĕ. Травматолог тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх — хĕл кунĕсенче çапах та инкек ытларах сиксе тухать. Çакă çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе, ярăнмалли ытти хатĕрпе усă курма пĕлменнинчен те килет. Çитĕннисен пĕчĕккисене алă-урана хуçасси-амантассинчен сыхланмалли майсене вĕрентмелле. Унсăр пуçне çунашка-йĕлтĕр тĕрĕс-тĕкел те шанчăклă пулнине, атă-пушмак ура виçипе пĕр килнине сăнасах тăмалла.

Çитĕннисен хăйсен тĕпренчĕкĕсем вылякан вырăна та пăхса çаврăнмалла: ярăнса анакан тăвайкки мăн çултан аякра тата тĕмĕ-тункатасăр пулмалла. Çÿлтен вирхĕнсе аннă чухне тантăшĕпе çапăнма е йывăçа пырса перĕнме пултарасси е çунашка çинче çурăмпа ларса пынă чухне ăна тытса пыма кансĕрри çинчен ачан пĕлмеллех. Йĕлтĕр çинче тăраканăн транспорт хатĕрĕнчен çакланма е пĕр çунашкана тепринпе пуйăс вакунĕ евĕр çыхăнтарма юраманнине те аса илтермелле.

Республикăри ача-пăча клиника больницин травматологи уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Ластухин ортопед çирĕплетнĕ тăрăх — çул çитмен çамрăксем сусăрланнă тĕслĕхсем кăçал юпа уйăхĕнчех пулнă. Пĕрремĕш юр ÿкнĕ хыççăнах вĕсем ярăнма тухса чупнă. Пуç купташкипе мимине амантнă тата алă-урана ыраттарнă пациентсене асăннă учреждение çав тапхăртанпа илсе пыма тытăннă. «Пÿремеч» текен çунашка уйрăмах хăрушă, ăна тытса пыма май килмест. «Канмалли кунсенче ывăл-хĕрĕре тăвайккине кайма ирĕк паратăр тăк хăвăр та пĕрле пулăр. Унсăрăн тем курасси пур. Пирĕн пата йывăр суранланнă пĕчĕк пациентсене куллен тенĕ пекех илсе килеççĕ, — тет сиплевçĕ. — Кунашкал хатĕрсене пĕр вăхăтра сутма чарнăччĕ. Манăн шухăшпа — çакă тĕрĕс йышăну. Çитĕннисемпе пĕчĕккисем ятарласа уйăрман вырăнсенче — çырма-çатрара е вăрманти тăвайккинче — ярăнни те сисчĕвлентерет. Кун пек чухне вĕсенчен хăшĕ-пĕри, шел те, пирĕн пациентсен йышне лекет».

Р.Шибанова хĕрĕ те çакнашкал лару-тăрура сусăрланнă. «Хĕрĕм тăвайккинчен ярăнса аннă чухне пысăках мар тĕмеске тĕлĕнче сиксе илнине асăрхарăм-ха. Унччен те пулмарĕ, тĕшĕрĕлсе анчĕ, кăшкăрса ячĕ. Эпĕ чупса çитнĕ çĕре йывăррăн сывлатчĕ, тутине кăвак тĕс çапнăччĕ. Васкавлă пулăшу чĕнсе илтĕмĕр, Республикăри ача-пăча клиника больницине лекрĕмĕр. Çийĕнчех компьютер томографийĕ витĕр кăларчĕç, çурăм шăмми аманнине пĕлтерчĕç. Халĕ сипленме тивет авă», — терĕ амăшĕ.

Специалистсем сĕннĕ тăрăх — ачана юрăхлă атă-пушмак тăхăнтартмалла, унăн тĕпĕ пиçĕ резинăран е термоэластопластран тата картлă-картлă пулмалла. Паллах кĕлесĕр. Унсăр пуçне ачана пăрлаклă вырăнта тĕрĕс утма вĕрентмелле: васкамасăр, ытлашши хускану тумасăр, ураçийĕн пăхса пырса, урана хытармасăр, чĕркуççи тĕлĕнче кăшт хутлатса, кĕлеткене малалла пĕксе. Алла кĕсьене чикмелле мар — ÿкес пулсан кăларса ĕлкĕреймĕн, нимрен те тытаймăн. Картлашкасенчен пăрăнăр, вĕсемсĕр май килмесен урана тăрăхла пусăр — тăрăнса кайсан сусăрланмастăр.

Игорь Ластухин ортопед батут паркĕсемпе скалодромсем те сиенлине пĕлтерчĕ: çĕр çине майсăрла сиксе аннипе сусăрланакан сахал мар. Унсăр пуçне асăннă заведенисенче хăрушсăрлăх техникин йĕркине пăхăнмаççĕ.

Кăçал 11 уйăхра Республикăри ача-пăча клиника больницине сусăрланнă 1530 пациента илсе пынă. Çулталăк вĕçленмен-ха... Иртнĕ çул ку хисеп 1598-а çитнĕ. Кăтартусем тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хистеççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.