Тĕнче уçлăхне çул уçăлать…

16 Дек, 2016

Тĕнче уçлăхĕ этемлĕхе сĕм авалтан кăсăклантарнă. Çăлтăрсем мĕншĕн çутатаççĕ? Çĕр чăмăрĕ мĕншĕн çаврака? Хĕвел пирĕнтен аякра вырнаçнă-и? Çак тата ытти нумай-нумай ыйту хуравне шыраса этемлĕх чылай çул каяллах космоса çĕкленнĕ, нумай вăрттăнлăх тупсăмне уçăмлатнă. Çапах та çак кăсăклану вăйĕ паян та чакман: пĕчĕккисемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те тĕнче уçлăхĕ — интереслĕ пулăм. Малашне чăваш çыннисем те Çĕр çинченех, тăван республикăран инçе каймасăрах, космос объекчĕсене сăнама пултарĕç. Шупашкар хулин 550 çулхи тата Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейĕсен тĕлне тĕп хулари А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче планетари хута кайĕ.

 Паян хускалнă сăмах мар

Республикăра планетари тăвасси пирки пуçарнă сăмах паян çеç хускалнăскер мар. Ун пирки темиçе çул каяллах калаçма пуçланă.

Проекта 2012 çулхи кĕркунне хатĕрлеме тытăннă. Çавăн чухнех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Ярославльти пĕрремĕш хĕрарăм космонавт Валентина Терешкова ячĕпе хисепленекен планетари ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кайса килнĕччĕ. Парламентăн çав вăхăтри Председателĕ Юрий Попов Мускавра совет космонавтикин чĕрĕ легендипе Валентина Терешковăпа хăйĕнпе тĕл пулнăччĕ, унпа планетари ыйтăвне сÿтсе явнăччĕ.

Ентешĕн, Андриян Николаев космонавт летчикăн, мăшăрĕнчен сĕнÿ-канаш ыйтни ăнсăртран мар. Унăн ку енĕпе паха опыт пур: вăл Ярославльти планетарие тунă çĕре хастар хутшăннă. Кунсăр пуçне Чăваш Республикинче планетари тăвас шухăша чи малтан шăпах тĕнчипе паллă икĕ космонавтăн хĕрĕ Алена Николаева- Терешкова палăртнăччĕ. Чăваш Ен вара унăн сăмахĕсемпе хавхаланса пысăк çак ĕçе кÿлĕннĕ те ĕнтĕ.

Планетари ăçта вырнаçасси пирки те чылайччен хĕрÿ калаçусем пынă. Хăшĕ- пĕри об±екта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчи СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн асăну комплексĕнче вырăн уйăрса памаллине палăртнă. Анчах ку шухăша чăнлăхпа çыхăнма тÿр килмен. Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх — тĕп хуларан аякри яла пырса çÿреме туристсемшĕн те, ахаль çынсемшĕн те меллех мар. Чăваш Ене вăхăтлăх килекен хăнасем планетарие кайса курассишĕн кун çухатасси чылайăшне иккĕлентерет. Çавна май «пысăк тăкаклă об±ект» хăйĕн хакне нумай çул иртсен те тÿрре кăлараяс çукки куçкĕрет. Шуршăлти планетари строительствин смета хакĕ вара, тем тесен те, Чăваш Еншĕн пысăк укçа — 214 миллион тенкĕ ытларах. Планетарие Шупашкарта «хăварма» йышăнни шăпах çак сăлтавпа çыхăннă. Республикăн тĕп хулинче вырнаçнă об±екта пырса çÿрекен йышлăрах пулĕ. Çавна май планетари ытларах çынна усă кÿме пултарĕ.

Шупашкарти планетарин проектне уçă итлевре сÿтсе явнă ĕнтĕ, тĕп хулари 3-мĕш лицей тата 59-мĕш шкул вĕрентекенĕсемпе аслă классенче вĕренекенĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе улшăнусем кĕртнĕ. 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче проект патшалăх экспертизи витĕр тухĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин проектпа смета документацийĕсене çитес çулхи кăрлач уйăхĕн çурриччен хатĕрлесе çитерме тата 2017 çулта планетари строительствине пуçарма укçа уйăрас ыйтăва пăхса тухма хушнă.

Мĕнлерех пулĕ?

Шупашкарти планетари — нумай функциллĕ, хула çыннисемпе хăнасен ăслăлăх-тĕпчев, культура ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан пысăк комплекс пулĕ. Центра кирек хăш ÿсĕмри çынсем те пырса çÿреме пултараççĕ.

Проектпа килĕшÿллĕн планетари виçĕ хутлă, обсерваториллĕ çуртра вырнаçĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăк — 4,8 пин тăваткал метр. Ун тавра уçăлса çÿремелли лапам, парковка тума палăртнă. Виçĕ фонтан, космос темине çывăх аттракционсем тавралăха пуянлатĕç. Пĕрремĕш хутра кафе, космонавтика историйĕн музейне, суве-нирсемпе астрономи таварĕсен лавккине уçма палăртнă. Иккĕмĕш хутра 120 вырăнлă, 18 метр диаметрлă çавра тăрăллă çăлтăр залĕ, медиатека, 98 вырăнлă лекци тата кружоксен залĕсем пулĕç. Обсерватори тата тÿпене сăнамалли лапам виççĕмĕш хутра вырнаçĕ. Планетарие лаптак тăрăллă тума палăртаççĕ. Çуллахи ăшă кунсенче унпа экскурсисем ирттерме тата астрономи приборĕсемпе паллаштарма усă курĕç.

Планетарие вырнаçтарма палăртнă оборудованисем чăннипех те паянхи кун ыйтнине тивĕçтерекеннисем пулĕç. Вĕсен хакĕ, проектра малтанласа палăртнă тăрăх, 275 миллион тенкĕпе танлашать. Хальхи йышши приборсем çут çанталăкăн тĕрлĕ пулăмне сăнама çеç мар, алăпа тытса пăхма та май парĕç. Тĕслĕхрен, вакуумра типĕ пăр куçнине пăхма пулать. Çавăн пекех пĕлĕтсем мĕнле пулса кайнине, çĕрпе кун улшăннине, çулталăк тапхăрĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăннине, ÿсентăран ÿснине тата ыттине те сăнама май килĕ. Ытти приборсем, сăмахран, пневматика ракетине вĕçтерме, водород топливине хатĕрлеме е çиçĕм çиçтерме «вĕрентĕç». Планетарире кунсăр пуçне гравитаци вăйне хăвăн çинче туйма, космос зондне Марс çине «антарса лартма», Хĕвел тавра Уйăхпа Çĕр çаврăннине сăнама, астронавтсем, физиксемпе космонавтсем усă куракан ытти нумай приборпа паллашма май килĕ.

Пĕтĕмпе планетарире 40 яхăн тренажер вырнаçтарма палăртаççĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх — кунти чĕрĕ тĕслĕхсем шкул ачисемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕç. Шел, юлашки çулсенче шкул программинче астрономи предмечĕ çук. Çавна май ачасем тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă чылай кирлĕ япала çинчен пĕлмесĕрех юлаççĕ. Планетари вара ку енĕпе пысăк пулăшу парĕ: кунта килсе çÿрени пĕлÿ шайне самай ÿстерĕ, çамрăк ăрушăн ăслăлăх тĕнчин алăкĕсене уçĕ.

…Планетарие тунă чухне Валентина Терешкова космонавт Юрий Поповпа тĕл пулсан каланине те шута илсен аванччĕ. «…об±ектпа ĕçленĕ чухне чăваш халăхĕн культурине тата историне те тĕпе хумалла», — тенĕ паллă ентешĕн мăшăрĕ. Унпа ăçта усă курĕç: планетари архитектуринче е шалти пÿлĕмсене илемлетнĕ чухне-и — пĕлтерĕшлех мар. Чи кирли — наци хăйнеевĕрлĕхне кăтартма май тупни.

Чĕрчунсем ăçта кайĕç?

Планетарие Николаев паркне вырнаçтарма йышăннине илтнĕ çынсем тÿрех çак ыйтăва параççĕ. Чăнах та, парк территорийĕ пысăк мар. Апла тăк — хальхи вăхăтра унта вырнаçнă хăшпĕр об±екта урăх вырăна куçарма тивет. Çĕнĕ лаптăк шырама шăпа лекнисен йышне чĕрчунсен «Ковчег» кĕтесĕ лекме пултарать. Юлашки çулсенче зоокĕтес сарăлса пуянланчĕ, чĕрчунсен шучĕ те палăрмаллах ÿсрĕ.

Хальлĕхе зоокĕтесе урăх вырăна куçарас ыйту хускалман-ха. Анчах, парк ертÿлĕхĕ систернĕ тăрăх, малашлăхра хĕсĕнме тивет. Чĕрчунсен кăна мар. Çапах та планетари валли сахал мар вырăн кирлĕ-çке.

И.СЕРГЕЕВА

Алексей ЛАДЫКОВ, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Шупашкарти планетари проектне туристсемпе хула çыннисене пырса çÿреме меллĕ пултăр тесе хатĕрленĕ. Документа хатĕрленĕ чухне Ярославльти тата Чулхулари планетарисен специалисчĕсен тата астронавчĕсен сĕнÿ-канашне те шута илнĕ. Ăна Андриян Николаев космонавтăн мăшăрĕ, пĕрремĕш хĕрарăм космонавт Валентина Терешкова та ырланă. Планетарие Шупашкарта хута яни пуриншĕн те ăнăçлă йышăну тесе шутлатпăр. Тĕп хулара социаллă, транспорт инфратытăмĕ вăйлă аталаннă, информаци хатĕрĕсен тухăçлăхĕ пысăк, хăна çурчĕ, ресторан нумай, туризм маршручĕсене çирĕплетнĕ. Çакă пĕтĕмпех туристсене илĕртет, тĕп хулара ытларах вăхăта юлма май парать. Çапла вара вĕсем планетарие пырса çÿресси те иккĕлентермест. Çавăн пекех планетари Чăваш Ен тĕп хулине хальхи йышши туризм центрĕ пек вăйлатма та пулăшĕ.

Георгий БОГУСЛАВСКИЙ, А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕн директорĕ:

— Планетари — чи малтанах социаллă объект. Унăн хăйхаклăхне тÿрре кăларассишĕн пирĕн нумай тăрăшма тивет. Эпĕ тĕрлĕ хулари планетарире пулса курнă. Ĕçтешсем çирĕплетнĕ тăрăх — кунашкал объектсене пур çĕрте те тенĕ пекех патшалăх тытса тăрать.

Александр ТУКМАКОВ, СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ астăвăм комплексĕн директорĕ:

— Ярославльте планетари пур. Эпир мĕнрен кайра? Чăваш Енре планетари пулмалла паллах. Пирĕн ентешĕмĕр Андриян Николаев умĕнчи пысăк тивĕçе пурнăçламалла. Шуршăлти проектпа эпир вунă çула яхăн ĕçлерĕмĕр, экспертиза турăмăр. Шупашкарпа ял хушшинчи 25 çухрăм паян пысăк чăрмав пулса тăмасть пек. Çулсем лайăх, никам та çуран çÿремест. Кунсăр пуçне музей ирĕклĕ вырăнта вырнаçнă. Инçех мар федераци пĕлтерĕшлĕ икĕ аслă çул хĕресленет. Шел, ÿкĕте кĕртеймерĕмĕр.

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.