Николай ИШЕНТЕЙ. Сăваплă ĕç мул-укçаран паха

15 Дек, 2016
Юптару
Канмасăр, çĕр хута
Шăрçаласа таса хута
Илемлĕ сăвă çырнă тет Поэт.
Пĕр журналта хайлав пичетленет.
Анчах Пичетлевçи хăй авторне
хисеп туман -
Ĕçне кура гонорарне паман.
Çавна пула Поэт
Ай выçă ларнă тет.
 
Сăрт-ту тӳпемĕнчен ю! аннă Çилçунат.
Ăна лăплантарас тесе калаçнă вашават:
- Поэт, кӳреннипе сăмса усса ан лар:
Талант - ĕçме-çиме сĕтелĕ кăна мар,
Пăлхавăр чун та хырăм выççи мар.
Утлан мана!.. Сана кĕтет тӳпе.
Сиктерĕпĕр пĕрле вут-çиçĕм çулĕпе.
 
- Кун-çул ырри лаша вĕçне юлман, -
Каланă леш. Утне йĕнерлеме те шутламан.
 
Çунатлă ут унран хăпман:
- Хĕлхемлĕ сăмахпа хĕç-пăшаллан -
Çитсе пуç тайăпăр Поэзи Туррине.
Вăл ыйтнă пек, пуçтарăпăр
Чи çутă Тĕрĕслĕх судне,
Вутлантарса сăмах вăйне
Тасалăх шевлинче чӳхер этем чунне!
 
Вышкайсăр пысăк Илеме Поэт ăша илмен -
Тӳлевсĕрех чун хĕлхемне пухас темен.
Çилçуната чуралăха сутса машин туяннă,
Хивре çула çухрăмлама пуçланă.
 
Поэт тек выçă çӳремен -
Чĕлхесĕр тимĕр ут кӳрентермен:
Нуша кустăрмине хыçа хăварнă,
Пур енлĕн пархатар кăтартнă.
Çак йӳтĕмпе Поэт таса хута варалама
манман -
Пехетлĕ сăвă çеç шăрçаланман,
Сăмах мерченĕ кăшăла выртман.
 
***
Сăваплă ĕç мул-укçаран паха -
Асра тытар çакна яланлăха.
Каяс çула картлатăр çиçĕм-вут,
Анчах шăпа пилленĕ таланта ан сут.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.