Валерий КОШКИН. Киле эп çитрĕм пĕринче
15 Дек, 2016
(Халăх шÿчĕ майлă)
Киле эп çитрĕм пĕринче –
Çемçеччĕ кĕлетке –
Мĕскер-ха ку: сентре çинче
Выртать ют шĕлепке?
– Ку шĕлепке ют çыннăн пек… –
Тĕпчетĕп арăмран.
– Мĕн аташатăн: ку – чӳлмек,
Типет… тарланăран.
Киле эп çитрĕм тепринче –
Вăй çук урасенче:
Кĕпи – савнийĕн. Юнашар
Выртать ют шăлавар.
– Ку шăлавар ман мар пулас? –
Пĕлтертĕм арăма,
- Ку – çĕтĕк вĕт, мĕнех калас,
Мана урай çума.
Ыйту çуралчĕ çĕнĕрен,
Чĕтрерĕ алă ман:
Анчах мĕн-ма-ха çĕтĕкрен
Пиçиххине салтман?
Кăштах кăна куратчĕ куç:
Ак – арăм. Юнашар
Минтер çинче выртать пек пуç, –
Пачах та манăн мар.
- Кам сар каччи савать сана?
Кала, ан тун, Маруç!
- Куç мар пуль санăн, тăмана,
Ку вăл – купăста пуç!
– Ай-яй! суйма эс пит ăста, –
Тустартăм савнине,
Курманччĕ эпĕ купăста
Уссиллĕ пулнине.
Сыпсан-сыпсан каять сыппа –
Тек урă çеç пулам,
Эп тавлашмастăп арăмпа,
Ĕçместĕп пĕр тумлам.
Халь хам киле таврăннă чух
Ют шĕлепке те çук,
Тек курăнмасть ют шăлавар,
Савниçĕм – юнашар.
Урай çумашкăн çĕтĕк пур,
Шаркку валли – чӳлмек,
Маруç – телейлĕ, ай-тур-тур!
Вăт, пурнăç çавăн пек!
Комментировать