Ирĕклĕ çын хевтеллĕ

15 Дек, 2016

Анлă улăхра шурă-хура сурăхсем курăк шыраса утаççĕ. Çанталăк сивĕтнĕ, юр ӳкнĕ май ура айĕнче апат çукпа пĕрех. Аслă çул хĕрринче выльăхсем хăйсем тĕллĕн çӳрени тĕлĕнтерчĕ. Кĕçех хуçи машинăпа вĕçтерсе те çитрĕ. Унтан сурăхсене васкасах çулран аяккарах хăваларĕ.

- Асăрхаса çитерме çук, - терĕ пирĕн тĕле çитсе Вăрмар районĕнчи Шăплатри Аркадий Игнатьев. - Витесем юнашар пулнипе уçăлтарма кăлартăм. Çăвĕпех ирĕкре çӳренĕскерсем фермăра тăрасшăн мар.

- Аркадий Павлович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх – эсир çирĕм çул ытла фермер хуçалăхне тытса пынă. Халĕ каллех хушма хуçалăхра вăй хуратăр.

- «Ирис» фермер хуçалăхне 1995-мĕш çулсенче, колхоз-совхоз арканнă вăхăтра йĕркеленĕччĕ. 50 гектара яхăн çĕр пулнă. Унта пахчаçимĕç, çĕрулми çитĕнтернĕ. Хуçалăхра вунна яхăн çын вăй хунă. Анчах пурнăç улшăннă май «хăмăта» хывма тиврĕ. Уй-хирте çитĕнтерни тăкаксене саплаштарма кăна çитет, пысăк тупăш параймасть. Хуçалăха аталантарма укçа самай кирлĕ. Шалу та вăхăтра тӳлемелле. 15 çул каялла 1 килограмм тырă 7 тенкĕ пулнă, комбайн 1 млн та 600 тенкĕ тăнă. Каярахпа тырă йӳнелнипе тăкак ӳсрĕ. Халĕ 10 тенкĕпе ?1 килограмĕ% танлашрĕ-ха, анчах комбайн паян 6 млн тенкĕ ытла тăрать. Трактор та 640 пинрен 1 млн та 200 пин тенке çитрĕ. Ку хаксемпе фермер хуçалăхĕсен мĕнле пурăнмалла, аталанмалла?

- Шăплат тăрăхĕнче унччен 20 ытла фермер пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ.

- Халĕ ялта пĕр фермер та юлман. Нумайăшĕ хушма хуçалăха куçрĕ. Ĕçлеме пăрахнисем те пур. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: вăй çитерейменни, тупăш сахал кĕни тата ытти те. Иртнĕ çулсенче пĕчĕк бизнесшăн налук хăпартни те тӳнтерле витĕм кӳчĕ. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе татах йывăрлăха кĕртсе ӳкерчĕ. Налукне капла та сахал мар тӳлетпĕр. Акă пĕр гектар çĕр арендăна илнĕшĕн çулталăкне 1 пин тенкĕ кăларса хумалла. Ытти тӳлев тата? Хальхи вăхăтра пысăк хуçалăхшăн кăна çул уçă. Пĕчĕккисене вĕсемпе танлашма йывăр. Патшалăх пулăшăвĕ те тивсех каймасть. Унччен кĕркунне Шăплатран машини-машинипе купăста, çĕрулми тиесе янă. Халĕ вăл вăхăтсем иртрĕç. Ялти çамрăксем ытларах Мускава ĕçлеме çӳреççĕ. Хăвăн çине кăна шанмалла. Хушма хуçалăхшăн яваплăх та пысăк мар.

- Сурăх ĕрчетни тупăшлă-и паян? Продукцие ăçта вырнаçтаратăр?

- Усламçăсене курттăм сутатпăр. Килограмĕ 160 тенке каять. Тупăшлă теме çук. 240 тенкĕпе сутнă пулсан та пайта курма пулатчĕ.

- Тăкаклă пулсан нушаланса усрама кирлех-ши?

- Ăçта кайса кĕмелле? Хулана куçма кая юлтăмăр. Колхоз-совхоз арканнă. Вырăнтах укçа ĕçлесе илме тăрăшмалла. Пирĕн ял район центрĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă, тухса кĕме те чĕр нуша - автобус çӳремест. Асфальт çул арканнă, юсакан çук. Автобус чарăнăвне 7 çухрăма утмалла. Укçа ĕçлесе илес тесен е хушма хуçалăхра тар тăкмалла, е аякка тухса каймалла. Ялта «хăмăт» тăхăннă ĕнтĕ эпир. Çĕр çинче ĕçлетĕп, сурăхсем, 6 ĕне усратăп. Çапла пурнăçа саплаштарса пыратăп.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.