Хура çăкăр çиекен хур курман

15 Дек, 2016

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хватукасси Сăрпа юнашарах вырнаçнă. Сарăлса выртакан юханшыв, кашласа ларакан вăрман, улма-çырла пахчи. Чăн-чăн çăтмах тейĕн. Çу кунĕсенче ял кĕрлесе кăна тăрать. Хĕлле те хупă ларакан çурт-йĕр сахалрах.

- Шел, ялта ĕç çукрах. Пантьăк ял тăрăхне ертсе пынă чухне çынсене вĕçĕмех: «Уй-хир пушă выртать, выльăх-чĕрлĕх ытларах усрăр, сĕт, аш-какай сутса тупăш илĕр. Фермер хуçалăхĕ йĕркелĕр, патшалăх пулăшăвĕпе усă курăр», - теттĕм. Ĕçсĕр юлсан хам сăмаха тытма, ыттисене хавхалантарма лава кӳлĕнтĕм. Выльăх-чĕрлĕх пăхасси маншăн çĕнĕлĕх мар. Анне фермăра вăй хунă май ăна ачаранах пулăшма çӳренĕ, - терĕ Виталий Музяков.

Хушма хуçалăхра унчченех ĕне выльăх йышлă усрани, икĕ МТЗ трактор, акса-лартса хăварма çĕр пурри те ăна ĕçе тытăнма хавхалантарнă.

- Çăмăл пулмассине ăнланнă, анчах кун пек йывăр тивессе шутламан, - хаш сывларĕ арçын. - Мĕн палăртнине, ĕмĕтленнине пурнăçлама çынна шанни пĕтерчĕ.

1100 пин тенкĕ грант укçине ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх, строительство материалĕсем туянма тăкакланă вăл. «Специалистсем бизнес-план хатĕрлеме пулăшаççĕ. Çав хушăрах грант укçине ăçта хывсан лайăхраххине, мĕн çине таянса ĕçлемеллине ăнлантаракан, калакан çук. Акă эпĕ 467 пин тенкĕ парса пресс-подборщик туянтăм. Халĕ пулсан ун вырăнне ĕнесем илĕттĕм, вите тума ытларах тăкаклăттăм. Сĕт сутса тупăш кĕретчĕ. Техникăна кайран та туянма пулать. Ман пек шутламасăр утăмсем тăвакан сахал-им? Вĕсене çул кăтартса, пулăшса пыракан кирлех», - палăртрĕ Виталий Музяков.

Пĕччен хулă хуçăлать тенĕ. Фермер ĕçне пуçăнакансене пĕрлешме сĕнет вăл. Пĕр-пĕрне техникăпа, вăрлăхпа, ытти енĕпе пулăшма май пулĕччĕ. Малтанхи тапхăрта пурин те вĕсене туянма укçа çителĕксĕр. Вăй-хăвата пĕрлештерсен йывăрлăхран тухма çăмăлрах.

- Хуçалăх аталаннă май пысăк мар агрохула тума, ĕне йышне 100 пуçа çитерме ĕмĕтленнĕччĕ. Унта вăй хуракансене шурă халатпа, пушмакпа çӳренине курас килетчĕ. Анчах пурнăçра урăхларах çаврăнса тухрĕ. Ĕмĕтленме çăмăл та, пурнăçлама йывăр иккен. Хватукассинчи пушă ларакан фермăн кивĕ çуртне илесси пулмарĕ - памарĕç. Халĕ вăл йăлтах арканчĕ. Ĕнесен витине васкавлăн тума тиврĕ. Стройматериалсем туянма укçа çитмерĕ. Унтан-кунтан саплаштарса 12 ĕне вырнаçмалăх тукаларăм. Çитес çул каллех тăсма тивет. Бизнес-планпа килĕшӳллĕн Çĕнĕ çул тĕлне 16 ĕнерен кая мар кирлĕ. Палăртни пурнăçлансан уйăхсерен 60 пин тенкĕ тупăш кĕмеллеччĕ. 2-3 çултан кредит илме пулатчĕ. Пĕр хуçалăхран çамрăк пăрусем туянаймарăм, хăйсен кĕтĕвне çĕнетме тивнипе сутмарĕç, - каласа парать Виталий Владимирович.

Ку тăрăхри пĕр фермер ăна укçапа пулăшма ыйтнă, çийĕнчех татăлма шантарнă. Малашне пĕрле ĕçлессе шанса килĕшнĕ вăл.

- Укçа шывпа пăсланчĕ, ун вырăнне выльăх та памарĕç. Парăмпа хăçан татăласси паллă мар. Вĕсене пула манăн витере çурма пушă, - пăшăрханать фермер.

Виталий Музяков пысăк мар витене кĕртсе кăтартрĕ. Икĕ енĕпе хăма çапса, хушшине ăшă тытакан материал хурса тунă ăна. Сăнчăрпа кăкарнă çичĕ ĕне тăрăшсах утă çиет. Вĕсенчен 4-шне кăна сăваççĕ. «Выльăхсене ял çыннисенчен те туянтăм. Пĕрне сĕт лайăх антарнăран ватă пулнине пăхмасăрах илтĕм. Пăрăвне усрама хăварасшăнччĕ. Анчах чирлерĕ те ниепле вăй илеймест, - хĕрлĕ-шурă ĕнене çурăмĕнчен лăпкарĕ фермер. Унтан юнашар тăраканнине те ачашларĕ. - Ку манăн – чи юратни. Çамрăк пулсан та талăкра 20 ытла кг сĕт антарать.

Витере шыв пăрăхне те тунă. Çанталăк сивĕтнĕ май унпа усă курмасть - вăл çурăласран хăрать. Çавăнпа витрепех шыв çĕклет. Выльăх-чĕрлĕхе ытларах хăй пăхать. Пушă вăхăтра мăшăрĕ, пĕлĕшĕ пулăшать.

- Ĕçлеме килес текенсем пур, - терĕ Виталий Владимирович. - Уйăхри шалу 15 пин тенкĕрен кая мар ыйтаççĕ. Хальлĕхе ун чухлĕ тӳлейместĕп.

Фермер хуçалăхĕ йĕркеленни ял çыннине савăнтарать. Музяков тăрăшнипе вун-вун çул çулман улăх-çаран, сухаланмасăр выртнă уй-хир тинех хыт хураран тасалнă. Кăçал кĕрхи культурăсене 50 гектар çинче акса хăварнă. Нумай мар, çапах пуçламăшĕ пур.

- Хăвăн ĕçне йĕркелеме çирĕп никĕс кирлĕ. Кивĕ тракторсемпе кăна малалла каяймăн. Сăнанă тăрăх - хуçалăх ĕçлесен ял чĕрĕлнĕнех туйăнать. Шанăçа тӳрре кăларасчĕ кăна.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.