Кăмăлĕ - ылтăн, чунĕ - пуян...

5 Апр, 2014

«Нина Васильевнăна чылайранпа пĕлетĕп, - тет районти социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи Ирина Смолина. - Ылтăн кăмăллă та ăш пиллĕ хĕрарăм вăл. Йывăр шăпаллă çынсене яланах пулăшать. Куç курманнисен обществин членĕсемпе туслă çыхăну тытать, унти мероприятисене йĕркелемешкĕн пуçаруллă хутшăнать, концертсенче пултарулăхĕпе савăнтарать. Сăвăсем çырать вăл, юрра-ташша ăста. Хевтесĕрсене телей парнелемешкĕн ырă чунлă пулмалла. Кăмăлĕ вара пурне те хăй хÿттине илмешкĕн çителĕклĕ, вăй-халĕ тапса тăрать...»

«Йыснана пулăшас терĕм те»

- Аннепе пĕр тăван аппан упăшкин куçĕ витĕрех курмастчĕ. Вăл суккăрсен обществинче шутланса тăратчĕ, тĕрлĕ ыйтупа район центрне час-часах кайса килме тиветчĕ. Меллĕрех пултăр тесе мана та пĕрле чĕнетчĕ. Ăна ертсе çÿрекенни пулнă эпĕ, - тет Нина Васильевна.

Чăн та иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче сусăрсем ĕçсĕр ларман, вĕсене сетка çыхма май туса панă. Çиппипе промкомбинат тивĕçтернĕ май хатĕр тавара унта леçмелле пулнă. Инвалидсен пурнăçне ун чухнех сăнанă вăл, сусăрсем вăй питтисемпе танлаштарсан чунпа çирĕпрех, ăнтăлуллăрах пулнине туйнă, пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлнĕ. Çак паха енсем тыткăнланă та ĕнтĕ ун чухне хĕр ача чунне.

Халĕ аппăшĕпе йыснăшĕ те ку тĕнчере çук ĕнтĕ, хăй те тивĕçлĕ канăва тухнă. Анчах сусăрсен пĕрлĕхĕпе паян кунчченех хутшăнать. Инвалидсем ал ĕç тăваççĕ-и, пĕр-пĕр курава хатĕрленеççĕ-и е сĕтел хушшинче пĕрле пуçтарăнса тутлă кукăльпе хăналанаççĕ-и - вĕсенчен хăшĕ те пулин Нина Васильевнăна тăван амăшне аса илтеретех. Сăнĕпе мар пулсан та хăтланкаларăшĕпе, ăс панипе, ырă суннипе. Çывăх çынни вĕрентсе каланине хĕрĕ ăша хывса çитĕннĕ: шухăшламасăр ан калаç, çиччĕ виç те пĕрре кас, пĕри вут пулсан тепри - шыв тата ытти те.

Инвалидсен кунне халалласа иртнĕ çулхи раштавра ирттернĕ мероприятисенчен ытти чухнехи пекех юлмарĕ хĕрарăм, куравсенче вĕсем ăсталанă япаласене курса савăнчĕ. Сăмах май, вĕсенчен тĕслĕх илсе хăй те илемлĕх еннелле туртăнма тытăнчĕ авă: килти пахчара çурхи-çуллахи вăхăтра вун-вун тĕрлĕ чечек ÿстерет. Çеçке çурсан, ахахăн-мерченĕн çиçме тытăнсан вĕсем тавралăха çĕнĕ сăн парнеленипе пĕрлех çынсенче ырăлăх çуратаççĕ, вăй-хал парса тăраççĕ.

Нина Васильевнăпа курса калаçнă хыççăн çакна ăнлантăм: йывăр шăпаллă çынсене чунпа ăнланать вăл, мĕншĕн тесен пурнăçра хура-шурне хăй те нумай тÿссе ирттернĕ. Çавăнпах тăр ыттисене лайăх тăвассишĕн хыпса çунать.

 

Инкек çине синкек

Ершепуçĕнче 58 çул каялла çут тĕнчене килнĕ вăл. Шкула çÿренĕ, каярахпа сутуçăна вĕреннĕ. Тăван ялтах турă çырнине тĕл пулса çемье çавăрнă. Хăй калашле, пурнăç урапи пĕр тикĕс чупманшăн, упăшкипе арăмĕ çÿпçипе хупăлчи пулайманшăн вĕсенчен пĕрне ырласа теприне хурламалли çук. Амăшĕ вĕрентнĕ пек Николайпа иккĕшĕ пĕри - вут, тепри шыв пулайман: вунă çултан уйрăлнă. Хĕрарăм хăйне ятăн туяннă çурта саккăрти ывăлĕпе тата ултă уйăхри хĕрĕпе куçнă. Çав вăхăтрах кÿршĕри пĕччен ватă кинемее те хăй хÿттине илнĕ. Пурăннă вара тăваттăн кăштăртатса: асли пĕчĕккисене асăрхаса тăнă, вăй питтийĕ ĕçе çÿренĕ.

Çапах кĕвĕç те кăра упăшкаран уйрăлнă хыççăнхи тăнăçлăх нумая пыман. Инкек юнашарах çÿренĕ. Ыран турă пăр çине анать тенĕ кун хĕр пĕрчи сарăмсăр вилнĕ. Амăшĕн шухăшĕпе - шыва кайнăскере вăхăтра медицина пулăшăвĕ панă пулсан тĕпренчĕкне çăлса хăварма пултарнă. Пултарнă кăна çав, çылăхсăр чун вара ĕмĕрлĕх куçне хупнă.

Йывăр хуйхă çынсене пĕрлештерет теççĕ. Çакăн хыççăн упăшки пĕрле пурăнас тĕллевпе арăмĕпе ывăлĕ патне куçнă. Çемьере тепĕр ывăл çуралнă. Арçын ăна ура çине тăратма ĕлкĕреймен, вырмара комбайн айне пулса вилмеллех аманнă. Тăлăха юлнă икĕ ывăлне хăрах çунат айĕнче çитĕнтернĕ амăшĕ. Анчах аслă ывăлне те упраса хăварайман, тискер çынсен айăпĕпе ăна та ĕмĕрлĕхех уйăрнă.

 

Чĕррисен пурнăçа малалла тăсмалла

Темиçе çул хушшинче виçĕ виле пытарнă, çывăх çыннисене çухатнă хĕрарăмăн чунĕ çакна епле чăтса ирттернине хăй тата турă кăна пĕлеççĕ. Шăлне çыртса, кăмăлне хытарса, куççульне пытарса вăл малаллах талпăннă. Вăйсăрлăхне кăтартма юраманнине туйса тăнă - кĕçĕн ывăлĕ куçран пăхнă вĕт. Ăна амăшĕн çын тумалла, пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Саша шкултан вĕренсе тухнă, пултарулăхне кура специальноç илнĕ, салтак тивĕçне пурнăçланă. Амăшĕн пĕртен пĕр савăнăçĕ, телейĕ, шанăçĕ çурт-йĕре çĕнетес тĕллевпе Мускава ĕçлеме çÿрет.

Нина Васильевна вара ăна килте кĕтет. Тĕрĕссипе кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çукрах унăн: сурăхсем, качакасем, кроликсем усрать, çуллахи вăхăтра пахчаран кĕме пĕлмест. Çапах та ерçÿллĕ самант тупăнсан йывăр шухăша сирес тесе алла ручка тытать, сăвă шăрçалать е инвалидсем патне васкать - хăйне вĕсем кĕтнине чунĕпе туять.

Инçетрен таврăннă ывăлĕпе те чуна уçса калаçма вăхăт тупать, çемьеллĕ пурнăçра хăй тÿссе ирттернине тĕпе хурса авлансан мăшăра хисеплемеллине аса илтерсех тăрать: «Хĕрарăм чунне ан çунтар, вăл кăмрăк мар», - тет.

 

Вăрнар районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.