Градусник çĕмĕрĕлсен

15 Дек, 2016

Градусник çĕмĕрĕлсен ун ăшĕнчен шĕвĕ ртуть юхса тухать. Вăл шыв пек пĕр вырăнта выртмасть, пĕчĕк-пĕчĕк çаврасем пулса саланса каять. Ртуть — наркăмăшлă. Вăл пӳлĕмре пулсан пĕчĕккĕн пăсланса сывлăша варалать, сывланă майăн çын организмне лекет. Ртутьлĕ сывлăшпа ялан сывласан вăл пӳрере, пĕверте, пуç миминче пуçтарăнать, çын ртутьпе наркăмăшланать. Çыннăн пуçĕ ыратма пултарать, çăварта тимĕр тути тăрать, дерматит, стоматит паллисем пулаççĕ, сĕлеке юхма, ăш пăтранма пултарать, çын вăйсăрланать. Ртуть нерв тытăмне аркатать, наркăмăшлă сывлăшпа ялан сывлакан ăсран тайăлма та пултарать.

Килте ăнсăртран градусник çĕмĕрĕлсен хăвăртрах юхса тухнă ртуте пуçтарса илме тăрăшмалла. Градусник çĕмĕрĕлнĕ пӳлĕмрен ртуте пуçтарма хутшăнман çынсене, чĕрчунсене кăлармалла. Пĕчĕк ачасем йăлтăркка пĕрчĕсене алăпа тытма е çăвара хыпма пултараççĕ.

Ртуть çĕмĕрĕлнĕ пӳлĕмĕн алăкне наркăмăшлă сывлăш ытти пӳлĕмелле сарăласран хупмалла. Ртуте пуçтармалла. Алла резина перчетке, урана бахил е полиэтилен хутаç тăхăнмалла, тутапа çăвара темиçе хутлă нӳрлĕ марльăпа е ятарлă медицина маскипе хупламалла.

Ртуте пылесоспа пуçтарма юрамасть. Вăл ĕçленипе ăшăнать, ртуть тата вĕтĕрех пайсене пăсланса пылесос фильтрĕ витĕр сывлăша саланать. Пылесос хăй сывлăша наркăмăшлакан хатĕр пулса тăрать.

Йăлтăркка ртуть пĕрчисене урай тăрăх кустарса пĕр пысăкрах чăмаккана пуçтарма та кирлĕ мар. Куснăçемĕн урайĕнче ртуть юлатех. Шыв пуçтаракан хăмпăпа /«груша»/ пуçтарма меллĕ. Сăхтарнă хыççăн шывлă банкăна пушатмалла. Хут салфеткăна тип çупа е хаçата шывпа йĕпетсе пĕрчĕсене пуçтармалла, ртуть вĕсем çумне лайăх çыпçăнать. Скотч, лейкопластырь, шывпа йĕпетнĕ мамăк та пуçтарма юрăхлă. Çурăксене, плинтус хушшисене лайăх тĕрĕслемелле.

Кавир çине тăкăнчĕ пулсан курăнакан пĕрчĕсене малтан тирпейлĕн пуçтарса илмелле. Кавире асăрханса чĕркемелле, целлофан пленкăпа витмелле те урама илсе тухмалла. Кавире çакса ерипен шаккамалла, айне полиэтилен пленкăна сармалла.

Ртуте пуçтарса пĕтернĕ хыççăн пӳлĕмри урайне хлорамин хушнă шывпа е сода хушнă супăнь шывĕпе тĕплĕн çуса тухмалла. Çакă ртуте пăсланса сывлăша вараласран пулăшать. Пӳлĕм чӳречисене уçса сывлăша тĕплĕн уçăлтармалла.

Пуçтарнă ртутьлĕ банкăна хупмалла, хут татăкĕсене, хăмпăна, ыттине полиэтилен хутаçа хумалла та МЧС пайне кайса памалла. Çĕмрĕк термометра çӳпĕ контейнерĕсене, мусоропровода пăрахма юрамасть. Градусникри 2 грамм ртуть ултă пин кубометр сывлăша сиенлет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.