Кил-çурт çавăрма - çĕр лаптăкĕ
Кашни арçыннăн çемьеллĕ пулса кил-çурт çавăрмалла тенĕ халăхра. Паллах, пÿрт-хуралтă лартасси çăмăл мар. Анчах харпăр хăй йăвинче мăшăрĕпе, ывăл-хĕрĕпе килĕштерсе те тату пурăнас ĕмĕтлисем йывăрлăхсене çĕнтереççех. Самана улшăнăвĕ пирĕн тăрăхри ялсене те çĕнĕлĕх кĕртрĕ.
Хаçат ĕçĕпе вырăна час-часах тухса çÿренĕ май ялсенче чаплă керменсем çĕкленнине пĕрре кăна мар асăрханă. Çакăнта, паллах, патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ пурри иккĕлентермест: 2011 çулта Раççей Президенчĕ, унтан республика Пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен указсем кăларнă.
Элĕк район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - ку тăрăхра хальхи вăхăтра виçĕ е ытларах ачаллă 42 çемье пÿрт лартма çĕр лаптăкĕ ыйтнă. Вĕсенчен 11-ĕшĕн кăмăлне тивĕçтернĕ. Сăмахран, Юнтапа ял тăрăхĕнче ун пеккисем виççĕн.
Игорь Иванович асăннă ял тăрăхĕнчи Лаврентьевсем патне çитсе курма сĕнсен хаваспах килĕшрĕм.
Игорь Владимировичпа Елена Константиновна пире хăйсене кил-çурт çавăрма çирĕплетсе панă лаптăкра кĕтсе илчĕç. Юнашарах - такăр автоçул, меллĕ те илемлĕ вырăн. Лаврентьевсем иртнĕ кĕркунне çурт никĕсне янă, стройматериал çителĕклех туяннă. Арçын - ăста строитель, вăл кирпĕч купалама маçтăр. Хальхи вăхăтра укçа тума Мордва Республикине çÿрет. Пултаруллă та ÿркенмен чăваш арĕ унта пысăк хисепре иккен. Палăртма кăмăллă: Лаврентьевсем çемйипех - строительсем, ашшĕпе амăшĕ тата виçĕ ывăлĕ кирпĕч купалаççĕ. Ачисем аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ. Пултаруллă строительсем вара кирек ăçта та кирлĕ.
Çывăх вăхăтрах Элĕк тăрăхĕнче тепĕр 6 çемьен ыйтăвне татса парĕç.
Елена Константиновна Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Женьăпа Даша иккĕмĕш тата виççĕмĕш классенче вĕренеççĕ, кĕçĕнни Лада кĕçех иккĕ тултарать.
Хальлĕхе çамрăксем ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнаççĕ. Унта-кунта тухса çÿремешкĕн вĕсен çăмăл автомашина пур.
Лаврентьевсем пĕлтернĕ тăрăх - çĕнĕ çурт икĕ хутлă пулать, пĕтĕм лаптăкĕ 150 тăваткал метрпа танлашать. Строительство материалĕсене кăна хальлĕхе пĕр млн яхăн тенкĕлĕх туяннă. Паллах, тăван кил ăшă та хăтлă пултăр тесе энерги тата укçа-тенкĕ перекетлеме май параканнисене суйлама тăрăшнă.
Ялта пÿрте ниме мелĕпе лартас йăла паян кунчченех упранса юлнă. Лаврентьевсем никĕсе те çапла майпа янă. Кăçал хĕле кĕриччен çĕнĕ çурта пурăнма куçас шухăшлă вĕсем.
Кил-çурт лартма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр уйăрнăшăн мăшăр республика тата район ертÿлĕхне чĕререн тав тăвать. Ытти ĕçе пурнăçламашкăн вĕсем хăйсемех вăй çитерĕç.
Элĕк тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемьесем хăтлă кил-çурт çĕклесе йыша татах хушас тĕллевпе пурăннине ырламалла çеç. Лаврентьевсем пек пуçаруллисем малашлăхра чăваш ялĕн шăпине çĕнĕ варкăш кĕртсе унти пурнăçа чăннипех тулăх та тулли тăвасси иккĕлентермест.
Элĕк районĕ
Комментировать