Тĕлĕнтерекен çын
Михлеев хушамат темиçе çул каяллах «Цветные сны с черно-белым финалом» фильма пăхнă хыççăн асра юлнă. Хирург çĕççи айне темиçе хутчен те выртнă Чернобыль ачисен шăпи пăлхантарнăран фильма ÿкерекенсем пирки пĕлес килнĕччĕ. Вĕсенчен пĕри - авторĕ, операторĕ, вырăнлă юрă-кĕвĕ тупаканĕ - чăваш пулнине пĕлсен вара питĕ тĕлĕннĕччĕ.
Мĕн тери пултаруллă иккен тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ чăваш ачисем! Космоса çул хываççĕ, çĕнĕ çĕрсем уçаççĕ, искусство тÿпемне çĕкленеççĕ... 2002 çулта «На экранах» журналта йăхташăмăр пирки: «Дмитрий Михлеев мĕн тăвать? Маншăн пĕтĕмпех кăсăклă, мĕншĕн тесен ку «тавар» штуклă тата пысăк пахалăхлă. Вăл питĕ пултаруллă, çавăнпа яланах тĕлĕнтерĕ», - тесе çырнă.
Писатель-поэт, драматург, художник, журналист, чăвашран тухнă паллă кинорежиссер... Нумай енлĕ пултарулăхпа палăракан çак çынпа куçа-куçăн тĕл пуласса, чăннипех калатăп, нихăçан та шухăшламан. Дмитрий Никонорович редакци пÿлĕмне кĕрсен - пытармастăп: питĕ хытă тĕлĕнтĕм. Ачалăхри çывăх тусĕпе, Чăваш халăх поэчĕпе Порфирий Афанасьевпа килнĕ вĕсем. Беларуç гражданинĕ, Минск хулинче тĕрлĕ халăх хушшинче чылай çул пурăнсан та Михлеев тăван чĕлхене манман, чăвашла тап-таса калаçать.
Д.Михлеев Тутар Республикинчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. «Чăн-чăн педагог, тĕлĕнмелле этем Михаил Петрович вĕрентекен манран çын турĕ», - тет. Пурнăçра тĕрĕс çул тупма пулăшнă педагога халĕ те ăшшăн аса илет, хăй çав таран çын пулса тăнинче унăн тÿпине курать.
Дмитрий Никонорович калаçнине итлеме питĕ кăмăллă. Унăн пурнăçĕнче кăсăк самант сахал мар иккен... Вăл Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институчĕн режиссер факультетĕнче Никита Михалков кинорежиссерпа пĕрле вĕреннĕ. Сассăр кино «çăлтăрĕпе» Глория Свенсонпа, Софи Лоренпа, Марчелло Мастрояннипе куçа-куçăн тĕл пулнă. Унăн дачи Беларуç президенчĕн çуртĕнчен инçех мар вырнаçнă. Вăл «батька» вертолетпа вĕçсе килнине те, унăн ĕнисем уçланкăра курăк çисе çÿренине те час-часах курать.
...Совет саманинчи паллă аслă шкула пĕтернĕ хыççăн Михлеев «Беларуçфильм» киностудие вырнаçнă. Кунта ĕçлесе вăл илемлĕ тата документлă 30 ытла фильм хатĕрленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пысăк кинопремисене тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, «Цветные сны с черно-белым финалом» фильм Гомельте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фестивальте тĕп парнене çĕнсе илнĕ. Тата... пĕр турфирма ăна Парижа кайма путевка парнеленĕ. «Çак хулана хамăн ĕмĕрте курас шанчăка тахçанах çухатнăччĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ Парижа, унăн урамĕсене, паллă вырăнĕсене кĕнеке-альбом тăрăх тĕпчесе пăхмасăр пĕлнĕ. Çавăн чухне мĕн пысăкăш телей йăтăнса аннине халĕ те ăнланма йывăр», - тет вăл.
Д.Михлеев ачасемпе, чĕр чунсемпе, ватă, ăслă çынсемпе çыхăннă фильмсене ÿкерме юратать. «Ĕç мана савăнăç кÿрет, - тет вăл. - Документалистика çынсемпе çывăх паллашма, туслашма май парать». Ун пеккисем Михлеевăн пурнăçĕнче вара сахал мар пулнă. Дмитрий Никонорович Константин Ивановăн поэмипе «Нарспи» кинофильмăн сценарине çырнă. Анчах укçа-тенкĕ çуккипе хальлĕхе ку ĕç чарăнса ларнă. Тĕнче культурин шедеврне экрансем çине тухма пулăшакан тупăнсан тем пекехчĕ.
Ентеш Чăваш Ене май пур чухне яланах килме тăрăшать. Хальхинче вăл ЧНК съездчĕ тĕлне çитнĕ. Хăна ЧПУ студенчĕсемпе тĕл пулнă, А.А.Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕпе паллашнă, республикăри ытти паллă вырăнта пулнă.
И.СЕРГЕЕВА
Комментировать