Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай - 110 çул!

15 Дек, 2016

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2017 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çĕр вунă çул çитет. «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацйĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ «Тантăш» хаçатпа пĕрле вилĕмсĕр поэта чысласа пултарулăх ăмăртăвĕ ирттерес терĕмĕр. Вăййа хутшăнакансен çак ыйтусене хуравласа ал çырусене «Тантăш» хаçат редакцине кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕччен ярса памалла. Тĕрĕс хуравлакансене Тав хучĕпе парнесем кĕтеççĕ.

Ыйтусем:

1. Хусанкай – псевдоним, литературăри хушма ят. Поэтăн чăн хушамачĕ мĕнле?

2. Петĕр ача чухне Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе пĕрремĕш хут мĕнле майпа паллашнă? Ун чухне вăл миçе çулта пулнă-ши?

3. Тăван чĕлхене юратма пулас çыравçа мĕн ятлă учительница вĕрентнĕ?

4. Пĕр паллă çыравçă Хусанкай пултарулăхне хакласа: «Иванов, Çеçпĕл, Хусанкай – тăван поэзири чи çутă ятсем. Халь пурăнакан поэтсем пурте вĕсен орбити тавра çаврăнаççĕ-ха», -- тенĕ. Кам çапла каланă-ши?

5. Хусанкай 1923-1925 çулсенче Хусанта чăваш педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр çулхине питĕ паллă вырăс поэтне курма тата вăл сăвă каланине итлеме май килнĕ пулнă. Епле тӳр килнĕ-ши? Вырăс поэчĕн ятне калăр.

6. 1926-1927 çулсенче Петĕр Хусанкай Вăтам Азипе Кавказ тăрăхĕнче çулçӳревре пулать. Ашхабад хулинче чарăнсан тухăç кĕввиллĕ сăвă ярăмĕ çырма тытăнать. Мĕн ятлă сăвă ярăмĕ çырма пуçланă-ши çамрăк поэт?

7. Петĕр Хусанкай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса каяс умĕн питĕ паллă хайлав çырать. Миçемĕш çулта пулнă-ши çак ĕç? Хайлав ячĕ тата жанрĕ?

8. Петр Петрович Хусанкай юратнă ывăлне Атнере халалласа пĕр сăвăлла романра пархатарлă çаврасем çырать. Сăвăлла роман тата сăвă ятне калăр.

9. Шупашкарта Хусанкай ячĕпе çыхăннă мĕнле вырăнсене пĕлетĕр? Поэта хисеплесе тата чысласа панă вырăн ячĕсем.

10. Петĕр Хусанкая ăçта пытарнă?

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.