Мал ĕмĕтлисене çеç çитĕнӳ кĕтет

15 Дек, 2016

Çак шкулта кашни тăрăшса вĕренет. Чи хастаррисем вара отличниксемпе ударниксен ретне лекеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Катя Мухина. Пĕлӳ тĕнчинче çитĕнӳ тăваканскер юрă-ташă тĕнчине те мĕн пĕчĕкренех иленнĕ. Ку енĕпе чылай çитĕнӳ тума та ĕлкĕрнĕ. Вăл хулари «Ассорти» ташă ансамблĕнче пултарулăхне туптать.

— Тăватă çул туслă коллективпа нумай конкурс-фестивальте пулса куртăм. Пирĕн ушкăна республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Тăтăшах Раççейри тата тĕнчери ăмăртусенче хамăр пултарулăха кăтартатпăр, малти вырăнсене те пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ташă конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Ку — пысăк та пĕлтерĕшлĕ кăтарту. Хамăн çитĕнӳсемшĕн тата яланах хавхалантарма пĕлнĕшĕн ушкăн ертӳçине Ольга Васильевна Марковăна тав сăмахĕ калатăп, — каласа парать çамрăк ташăçă.

Ача мĕнпе кăсăкланни, ăçталла туртăнни чылай чухне аслисенчен те килет. Катьăн çемйинче пурте ташлама юратаççĕ-мĕн. Хĕрачана та çак ăсталăх куçнинчен тĕлĕнмелли çук.

— Çывăх çынсем эпĕ юрă-ташă енне туртăннине ырлаççĕ, мухтаççĕ. Вĕсем пирĕн ушкăнăн кашни концертне килсе çӳрени питĕ хавхалантарать. Туссем те концертсене пырса çӳрени пĕлтерĕшлĕ маншăн, — тет Катя савăнăçлăн.

Вăл «Ассортие» епле лекнĕ-ха? Мĕн хистенĕ-ши хĕр-упраçа унта кайма? Ача садĕнчех юрра-ташша кăмăллаканскер çак туртăм чуна çывăххине туйса илнĕ. Çапла майпа хĕрача шкулта ку енĕпе ытларах кăсăкланма пуçланă. Концертсене, мероприятисене, уявсене хастар хутшăнать вăл. Çиччĕмĕш класра çывăх тусĕпе пултарулăх шайне аталантарас тата ӳстерес тĕллевпе хальхи ташăсен «Ассорти» ансамбльне кайма шут тытнă. Çакна часах пурнăçа кĕртнĕ хĕр-упраçсем.

— Ольга Васильевна пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Тӳрех ăсталăх шайне тĕрĕслесе пăхрĕ: тĕрлĕ хăнăхтару туса, шпагат ларса кăтартрăмăр. Пире ансамбле илнине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Çав вăхăтрах хумхантăмăр та. Ара, халĕ чăн-чăн профессионалсемпе пĕр сцена çинче ташлăпăр-çке! — нумай-нумай репетицире тар тăкнисене куç умне кăларса аса илет хастарскер.

Ансамбльти ачасемпе çамрăксем тĕрлĕ ташă лартаççĕ: хип-хоп, модерн, халăх ташши… Катя пур жанра та килĕштерет, нихăшне те уйăрмасть.

— Ташă кăмăла кайнипе кайманни мар, коллективра мĕнле хутшăнусем пулни пĕлтерĕшлĕрех. Туслăх, пĕршухăшлăх хуçалансан кашни ĕç çыпăçуллă та ăнăçлă пурнăçланать, — тет пике.

Тĕрлĕ енлĕн аталанма ăнтăлаканскер юрă-ташăпа кăсăкланнисĕр пуçне фортепиано та ăста калама вĕреннĕ. Республикăри тата Раççейри пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать. Пĕлтĕр «Çулталăк вĕренекенĕ» ăмăртура палăрса та малти вырăна йышăннă маттур хĕр.

— Пирĕн хастартарах, çаврăнăçуллăрах, маттуртарах пулма тăрăшмалла. Мал ĕмĕтпе çунатланса пурăнмалла тата тĕллевсем лартмалла. Ĕмĕт-тĕллев пулсан çеç çитĕнӳсем тăвайăн, — вĕçлерĕ сăмахне вĕренӳ отличници.

Нина ЦАРЫГИНА.

Канаш районĕ,

Канашри 10-мĕш шкул.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.