«Шанчăк» пуртан шкулта хаваслă
Ăнăçупа юнашар çӳрес килет-и? Эппин, вырăнта ан лар, аталан, ӳс. Çакна валли шкулсенче кружоксем те ĕçлеççĕ ĕнтĕ, ачасен пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленеççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕнче вара юрлама-ташлама юратакансем «Шанчăк» ушкăна çӳреççĕ. Татьяна Васильевна Горбунова ертсе пынипе вĕсем пултарулăхне аталантарнисĕр пуçне республика шайĕнчи конкурс-ăмăртăва та хастар хутшăнаççĕ. Музыка ертӳçи — Валерий Иванович Ярабаев.
«Шанчăк» ачисенчен саккăрăшне вара республикăри «Чĕрĕлĕх хунавĕсем» конкурса хутшăнма суйласа илнĕ. Вĕсем — Никитăпа Рома Романовсем, Вика Кортунова, Дарья Волкова, Кирилл Артюшкин, Владимир Михеев, Даниил Чернов тата Екатерина Прокопьева.
— Ытларах ача-пăча вăййисем лартатпăр, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Татьяна Васильевна. — Халĕ «Пукане» юмах урлă Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи туй йăли-йĕркине кăтартас терĕмĕр. Даша — Пукане, Никита — Çерçи, Даниил — Шăши, Рома — Курак, Вова — Туй пуçĕ. Кирилл хуткупăс калать…
Сăмах май, Кирилл Артюшкин хуткупăс калама аслашшĕнчен вĕреннĕ. Унăн ашшĕ вара, Анатолий Александрович, — ӳнерçĕ те, столяр та. Аслисенчен ырра вĕренсен, паллах, умра та ăнăçу кăна кĕтет. Çакна «Шанчăк» ушкăнри пур ача та асра тытать.
Вика вара — питĕ лайăх ертӳçĕ. Сасси илемлĕ те янăравлă, ăна итлеме яланах кăмăллă. Даниил та сăвва палăртуллă вулассипе маттур. Район конкурсĕнче вăл Ольга Туркайăн «Пахчари çĕмĕртне» вуласа куракансене тĕлĕнтернĕ. Даша ташлама ăста. Пур ачана та тăрăшулăхĕшĕн, таланчĕшĕн ырламалла кăна.
Çапла, маттур вĕренекенсем нихăçан та вырăнта лармаççĕ, пĕр-пĕрне кура хавхаланаççĕ, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ.
— Вулакансене ырлăх та сывлăх, телей сунатпăр! «Тантăш» хаçатра ĕçлекенсен вара пире яланах интереслĕ статьясемпе тĕлĕнтермелле пултăр, — терĕç ачасем йăл-йăл кулкаласа.
Лариса ПЕТРОВА.
СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Т.В. Горбуновăпа вĕренекенĕсем.
Комментировать