Эпир пурте асамçăсем

15 Дек, 2016

Нумаях пулмасть Республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕн-че «Сире юратса, ачасем» ятпа хаваслăх уçланки иртрĕ. Ăна Валентина Семеновна Чаплина сăвăç, çыравçă тата драматург çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă. Мероприятие «Ромашка» 151-мĕш ача садне çӳрекенсем хутшăнчĕç.

Валентина Семеновна 1921 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Брянск хулинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 19 çулти пике амăшĕпе пĕрле Шупашкарти тăванĕ патне куçса килнĕ. Вĕсем кайсанах тăван килне фашист фугасĕ тĕп тунă, çапла Чаплинсем Шупашкартах пурăнма юлнă. 1943 çулта Валентина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1947 çулта Чăваш АССРĕн Халăх пултарулăх çуртĕнчи театр студийĕнче пĕлӳ илнĕ.

1939 çулта «Брянский рабочий» хаçатра унăн «Наш Октябрь» сăвви пичетленнĕ. Каярах вара Валентина Семеновна ачасем çинчен тата ачасем валли /туслăх, кил, вĕренӳ, вăйăсем т.ыт. те/ çырма пуçланă. Вăл пĕчĕккисене валли «Присмотрись и разгляди-ка», «А что это такое?» телекăларăмсем тата «Кот Вездеход и бабушка Валя» радиокăларăм ертсе пынă.

Валентина Чаплинăн çакнашкал пултарулăх та пур — çут çанталăкпа тата ун çинчен калаçасси. Унăн «Своими глазами» сăввине итленĕ май шкул çулне çитмен ачасем çулталăк вăхăчĕсен уйрăмлăхĕсене пĕлчĕç.

Мероприяти ертӳçи ачасем валли асамлă арча та хатĕрленĕ. Унта тĕрлĕ тĕслĕ пурă, кăранташсем, хачă, хутсем, ӳкерчĕксем упранаççĕ. Ӳкерес, касса кăларас тата ăсталас пулсан эпир пурте асамçăсем. Часах пирĕн пата Çĕнĕ çул çитĕ-çке. Ачасем илемлĕ сăвăсем итлерĕç, вăйăсене хутшăнчĕç.

Мероприяти вĕçленнĕ май ачасем Валентина Чаплинан «Зеленый патруль», «Счастливый день», «О маленьких волшебниках и Петькиных друзьях», «Дети» тата ытти кĕнекипе паллашрĕç.

Татьяна ФЕДОРОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.