«Пирĕн ачалăха вăрçă нуша кÿчĕ»

15 Дек, 2016

«Ĕç çынна илем кÿрет», — тенĕ ваттисем. Ĕçре — пурнăç тупсăмĕ. Мĕн авалах çапла пулнă, малалла та пулĕ. Кашни çынна эпир вăл мĕнле ĕçленине кура хаклатпăр. Çанă тавăрса ырми-канми тăрăшакан çын яланах хисепре пулнă.

2016 çула Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă. Тăрăшакан çынна тимлĕх уйăрни питĕ лайăх тесе шутлатăп. Унсăр пуçне çак çулталăка халалланă мероприятисем çамрăк ăрăва ĕçе хисеплеме тата юратма та вĕрентĕç.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçпе чапа тухнисем нумай. Манăн вара сире Мишеркасси тăрăхĕнчи хисеплĕ, сумлă, ырă тата маттур çынпа паллаштарас килет. Вăл — Иван Яковлевич Вазяков.

Иван Яковлевич — историк, краевед, тĕпчевçĕ. Вăл нумай çул шкулта учитель, «Хĕлхем» хаçат редакторĕ пулнă. Мишеркасси шкулĕн музейне те вăлах пуçарса янă. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе тÿрĕ кăмăлпа вăй хунишĕн «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ят панă. Ăна ялта пурăнакансем пурте хисеплеççĕ.

Çиччĕмĕш класăн ертÿçи пулнă май ачасемпе Иван Яковлевичпа унăн мăшăрĕ, Надежда Александровна, патне кайкаласах тăратпăр. Вĕсем пире хавас-пах кĕтсе илеççĕ. Конкурса хутшăнма пĕр-пĕр материал, шкул е ял историйĕ, тĕрлĕ сăнÿкерчĕк кирлĕ пулсан яланах пулăшма хатĕр.

Иван Яковлевичăн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вăрçă çулĕсене вăл лайăх астăвать. Вĕсем çемьере пиллĕкĕн ÿснĕ. Ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕ çине тиеннĕ. Мĕн вăй çитнĕ таран ачасем амăшне пулăшма тăрăшнă: çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнчеле арланă, пир тĕртнĕ, вăрмантан çунашкасемпе вутă турттарнă. 1944 çулхи пуш уйăхĕнче ашшĕ, Яков Дмитриевич Вазяков, вăрçăра вилни çинчен хут килнĕ.

— Çав çулхине выçлăх пуçланчĕ. Мĕн кăна çимен-ши ун чухне: шĕшкĕ кăчки, юман йĕкелĕ, ана çине юлнă çĕрулми крахмалĕ. Ĕне пуррипе кăна çăлăнса юлтăмăр. Пирĕн ачалăха вăрçă нуша, хĕн-асап кÿчĕ. Атте ăшшине туяймарăмăр, тутлă апат çисе тата выляса-кулса кураймарăмăр. Пилĕк ачана ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларчĕ пирĕн анне — салтак арăмĕ Акулина Степановна Вазякова. Ăна панă наградăсене — «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç фрончĕн участникне» медальсене — типтерлĕн упратăп. Апла пулсан Аслă Çĕнтерÿре пирĕн çемьен тÿпи те пур, — тет Иван Яковлевич.

Çĕр çинче темĕн тĕрлĕ професси те пур: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăç, пулăç, строитель… Паллах, пур професси те лайăх, пурте кирлĕ. Кирек епле ĕçе те çăмăл е йывăр тесе хаклама çук. Чи кирли — ăна юратса, кăмăлласа пурнăçламалла. Юратнă ĕç йывăр пулсан та ăна тума лайăх, юратманни çăмăл пулсан та ун патне алă пымасть. «Юратнă ĕç нихçан ывăнтармасть», — тенĕ чăваш поэчĕ Петĕр Эйзин.

Хăвна ĕçре тупни — чи пысăк телейсенчен пĕри. Вăл пурнăç пурăнма вĕреннипе танах.

Манăн класри ачасенчен ытларахăшĕ Иван Яковлевич Вазяков пек учительте тăрăшасшăн. Иван Яковлевич яланах пысăк хисепре пулнă. Вăл вăйне, пĕлĕвне, вăхăтне шеллемесĕр ачасене чун-чĕре ăшшине панă. Ăс пухса пĕлĕве ÿстерме пулăшнисĕр пуçне учитель пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма çунат хушса панă. Ун патне йывăр самантсенче пулăшу ыйтма пынă. Вăл хăйĕн предметне лайăх пĕлнипе кăна çырлахман, ачасене ĕçчен те ырă кăмăллă, сăпайлă, анлă тавракурăмлă пулма хăнăхтарнă. Халĕ те Иван Яковлевич вĕрентсе кăларнă ачасем юратнă учителе тăтăшах ырăпа аса илеççĕ.

«Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе», — теççĕ халăхра. Тĕрĕсех калаççĕ. Мишеркасси ялĕн чаплă та мухтавлă çынни хастар ĕçлени сая кайман — тăван ял, шкул, район малалла та аталантăр тесе вăл нумай вăй хунă. Иван Яковлевич пек çынсенчен пирĕн тĕслĕх илмелле, вĕсене хисеплемелле, вĕсемпе мухтанмалла.

Светлана ХРАМОВА,

вĕрентекен.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Мишеркасси шкулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.