Дмитрий Лисов - пирĕн ентешĕн мăнукĕ

5 Апр, 2014

Сочири Паралимп вăййисенче Раççей чысне Елчĕк районĕнчи Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Александрова мăнукĕ Дмитрий Лисов хоккеист та хÿтĕленĕ. Çакăн çинчен пире редакцие унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ, Тăрмăш ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ В.Щербаков пĕлтерчĕ.

Елена Александрова çитĕнсе çитсен Мускав облаçне пурăнма куçнă, каярах Тăвай районĕн каччипе Владимир Лисовпа пĕрлешнĕ. Вĕсен мăнукĕ Дмитрий 1990 çулта çуралнă, инкеке пула сусăрланнă. Апла пулин те пуçне усман, спортпа туслашнă, Мускав патшалăх физкультура академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Акă мĕн çырать вăл сайтра, «Малтан футболпа туслашрăм, каярах çăмăл атлетика, сĕтелçи теннис ăмăртăвĕсенче тĕрĕслесе пăхрăм. Хоккейла выляма юратмастăм, çавăнпа спортăн çак тĕсĕ маншăн мар тесе шухăшлаттăм. Домодедовăри физкультурăпа сиплев клубĕн директорĕ мана хоккейла выляма сĕнчĕ. Пĕрремĕш тренировкăрах ăна килĕштертĕм. Халĕ хоккей маншăн - пурнăç».

2012 çулта следж-хоккей команди тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ, тепĕр çул - бронза призерĕ. Çитĕнÿре спортăн тĕнче класлă мастерĕн, Химкири «Феникс» спорт клубĕнче ăсталăха туптакан Дмитрий Лисовăн тÿпи те пур. Кăçал вăл Подольскра иртнĕ тĕнче турнирĕнче «Чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ. Паралимп вăййисенче пĕрлештернĕ командăн капитанĕ пулма çирĕплетнĕ.

Раççей хоккеисчĕсем Сочири вăйăсене ăнăçлă пуçланă. Малтанхи тĕл пулусенче чылай ушкăна, çав шутра АПШ командине те, парăнтарнă. Çурма финалта Норвеги спортсменĕсене 4,0 шутпа çĕнтернĕ. Дмитрий Лисов çак вăйăра пĕр шайба çапса кĕртнĕ. Финалта Раççей команди тепĕр хут АПШпа вылянă. Вăйă питĕ çивĕч иртнĕ. Унăн шăпине пĕртен пĕр гол татса панă, ăна американсем çапса кĕртнĕ. Çапла майпа команда турнирта кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Пирĕн хоккеистсем Паралимп вăййисенче çĕнтереймен пулин те - Раççей спортсменĕсене лайăх хак панă, пысăк çитĕнÿ тесе палăртнă. Мĕншĕн тесен следж-хоккей аталанма тытăнни 4 çул та çитмен. АПШ­па Канадăра сусăррисен хушшинче чи анлă сарăлнă спорт тĕсĕсенчен пĕри шутланать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.