Халăхпа влаç – пĕр çыхăнура

14 Дек, 2016

Шупашкарта коммерцилле мар организацисен II форумĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Общество палати йĕркеленнĕренпе 5 çул çитнине халалланă.

 

Форума çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртекен стратеги пуçарăвĕсен агентствин эксперчĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, бизнесменсем, тĕрлĕ регионăн Общество палатисен членĕсем хутшăнчĕç. Мероприяти темиçе тапхăрпа иртрĕ: тĕрлĕ секци канашлăвĕсене, “çавра сĕтелсем” йĕркелерĕç, ăсталăх класĕсем, дискусси лапамĕсем ĕçлерĕç. Халăхăн сывлăхне упрасси, çынсене экологи пĕлĕвĕ парасси, влаçпа общество калаçăвне йĕркелесси, çамрăк кадрсене тата социаллă проектсене аталанма пулăшасси — çак тата ытти нумай ыйтăва пăх-са тухрĕç.

 

«Чăваш Ен малашлăхĕ: аталану стратегийĕ 2030» форсайт-сесси уйрăмах йышлă халăх пуçтарчĕ. Унта хутшăннисем икĕ кунра вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕ, социаллă аталану, спорт тытăмĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, экономика, бизнес, туризм, кану, хула пурнăçĕ тата ытти пирки калаçрĕç.

 

Форумăн пĕрремĕш кунĕнче «Волжанка» санаторире регионăн аталану проектне туса хатĕрлерĕç, хăй тĕллĕн ĕçлекен экспертсен пĕрлĕхне йĕркелерĕç, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе патшалăхăн шутланман эксперт пĕрлĕхĕн тата влаçăн пĕрле ĕçлемелли йĕркене çирĕплетрĕç. Иккĕмĕш кун форсайт-сесси ĕçне пĕтĕмлетнĕ май коммерцилле мар организацисен тата влаç органĕсен хастарĕсен хутшăнăвĕсен тухăçлăхне ÿстерме пулăшакан сĕнÿсене палăртрĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче форума хутшăнакансемпе хăнасем коммерцилле мар организацисен юлашки вăхăтри уйрăмах ăнăçлă ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç.

 

Форум ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн çулленхи Çырăвĕнче коммерцилле мар организацисен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнине аса илтерчĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре коммерцилле мар 1378 организаци ĕçлет, çак шутра общество тата тĕн пĕрлĕхĕсем, профсоюзсем, политика партийĕсен уйрăмĕсем, общество юхăмĕсем тата ыттисем. Кунсăр пуçне 16 наци çыннисен 34 наци культура пĕрлĕхĕ йĕр-келеннĕ. Чăваш Енри граждан обществин институчĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăракан тĕп орган Общество палати шутланать. «Общество институчĕсем пулăшнипе эпир халăхпа тачă çыхăну тытма, республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса тĕрлĕ йышăну тума пултаратпăр», — терĕ Михаил Игнатьев.

 

Форума хутшăннисем республика Пуçлăхĕнчен коммерцилле мар организацисен социаллă проекчĕсене пурнăçа кĕртме малашне те грантсем парса пулăшма ыйтрĕç. Активистсем çав проектсем регион аталанăвне çĕнĕ шая çĕклеме май туса парассине палăртрĕç.

 

Форума пĕтĕмлетнĕ май резолюци йышăнчĕç. Унта республикăри общество тĕрĕслевĕн йĕркине лайăхлатмаллине, влаç органĕсен общество канашĕсен йышне конкурс ирттерсе йĕркелемеллине, граждансене хăйсен сывлăхне упрама тăрăшмалли мерăсене çирĕплетессине, ăсталăха вĕрентекенсен виçĕ шайлă тытăмне /шкул, ссуз, вуз, çамрăксен организацийĕсем, патшалăх влаçĕн органĕсем тата бизнес/ туса хумаллине тата ыттине те палăртнă.

 

О.ПЕТРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.